Крюкова Евгения Владиславовна
Крю́кова Евге́ния Владисла́вовна (ҫур. 1971 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ[1][2], Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театрпа кино актриси. Раççей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2005)[3].
Пурнӑҫӗ
1971 çулта Мускавра (Ясенево районĕнче) инженерсен çемйинче çуралнă[4]. Вăтам пĕлӳ илсен Мускаври архитектура институтне вĕренме кĕнĕ, анчах пĕрремĕш курсран тухса кайнă.
1988 çулта Мускаври Вячеслав Спесивцевăн çамрăксен театрĕнче художник пек ӗҫлеме тытăннă[4]. Унтах пӗрле сцена çине актриса пулса тухнӑ Михаил Жуков актёра качча тухнӑ. Массовкӑран пуҫланӑ, анчах ун чухнех халӑха хӑйӗн ҫутӑ сӑнӗпе, витӗмлӗ куҫӗсемпе килӗшнӗ. Упӑшки ӑна актёр карьерине тума пур майсемпе те пулӑшнӑ.
1990 ҫулта ГИТИСӑн куҫӑмсӑр факультетне вӗренме кӗнӗ. Спесивцев театрӗн труппи, тӗпрен илсен, Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухакансемпе студентсенчен тӑнӑ. Пӗррехинче, ҫак училищӗре студентсен спектакльне курма пынӑ чухне Евгенийӑна «Беларусьфильм» студийӗнче кинора ӳкерӗнме сӗннӗ. Апла пулин те кинона вӑл тухайман — Евгения Крюкова вылянӑ пысӑках мар рольлӗ вырӑнсене кӑларса пӑрахнӑ. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн актриса пулас ӗмӗт самай вӑйланнӑ[4].
Евгения Крюковӑн кинори пӗрремӗш ролӗ — Анатолий Кокоринӑн «Ванька-встанька» (1989) романтикӑллӑ вӑрҫӑ драминчи Раиса ролӗ пулнӑ.
1990 ҫулта (ГИТИСӑн пӗрремӗш курсӗнче) Мускава килнӗ Франци порно-режиссёрӗ Франсис Леруа ӑна «Секс и перестройка» эротикӑлла картинӑра ӳкерӗнме йыхравланӑ.
1991 ҫулта Крюкова Карен Шахназаровӑн «Цареубийца» историпе психологи драмӑра Татьяна кнеҫ арӑмне вылянӑ, ҫавӑн пекех ӑна Валентин Мишаткинӑн «Встретимся на Таити»(выр.)чăв. камитра курӑмлӑ сӑнара шанса панӑ.
ГИТИСра виҫҫӗмӗш курс вӑхӑтӗнче пӗлӳ пухнӑ чухне (1993 ҫулта) Евгения Крюкова Моссовет ячӗллӗ театрта выляма пуҫланӑ. 1994 ҫулта институтран вӗрнсе тухсан вӑл ҫакӑнтах ӗҫе малалла тӑснӑ (курс ертӳҫи — П. О. Хомский(выр.)чăв.). Ҫак театр сцени ҫинче Евгения нумай роль калӑпланӑ, вӗсен хушшинче: Донья Мария Небургская, Испани королеви («Рюи Блаз»), Камилла («Любовью не шутят»), Агнесса («Школа жён»), Елена Корф («Московское гнездо», Порция («Венецианский купец», Виола («Вуниккӗмӗш каҫ, е Пурӗ пӗрех») тата ыттисем те.
Евгения Крюковӑна «Петербургские тайны» тата «Развязка Петербургских тайн» телесериалсем хыҫҫӑн анлӑ пӗлме пуҫланӑ, телесериалсенче вӑл Юлия Бероевӑна вылянӑ. Унтан Евгения «Досье детектива Дубровского» тата «Бандитский Петербург» (Поспелова следователь) сериалсенче ӳкерӗннӗ.
2003 ҫулта Эльдар Рязанов кинорежиссёр Евгения Крюковӑна «Ключ от спальни» камитра тӗп рольсенчен пӗрине выляма чӗннӗ. А. П. Чехов калавӗсем тӑрӑх лартнӑ Сергей Соловьёвӑн(выр.)чăв. «О любви» фильмӗнчи унӑн ролӗ тата тепӗр паллӑ ӗҫ пулса тӑнӑ.
Пӗтӗмпе вара Евгений Крюкова хӗрӗх ытла сӑнар калӑпланӑ.
2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Моссовет ячӗллӗ театрӑн «Под крышей» сцени ҫинчи «Последний роман» спектаклӗн премьери иртнӗ, Евгения Крюкова унта Симон Нильсен рольне вылянӑ[5].
Харпӑр пурнӑҫӗ
1988 ҫулта Михаил Жуков актёра качча тухнӑ[6].
Михаилпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл Андрей Сергеевпа пӗрле пурӑнма пуҫланӑ, лешӗ унран 17 ҫул аслӑрах пулнӑ. Вӗсен романӗ Александр Карев бизнесменпа тӗл пуличчен икӗ ҫула тӑсӑлнӑ. Карев вара унӑн виҫҫӗмӗш упӑшки пулса тӑнӑ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра Евдокия ятлӑ хӗр ҫуралнӑ (18.10.2001 ҫур.)
Михаил Рудякпа(выр.)чăв. (2007 ҫулта виличчен) савниллӗ пулнӑ.
Халӗ Сергей Гляделкин бизнесменпа ҫемье ҫавӑрса пурӑнать. ЗАГСра регистрацилемен, анчах мӑшӑр венчет тӑнӑ. 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче мӑшӑрӑн Михаил ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ, ӑна Рудяка халалласа ят панӑ.
Пултарулăхĕ
2013 ҫулта хӑйӗн ячӗпе «EVGENIYA KRYUKOVA» бренд кӑларнӑ. «EVGENIYA KRYUKOVA» бренд икӗ енпе палӑрать — вӑл эксклюзивлӑ хӗрарӑмсен тумтир пуххисем тата фарфортан, керамикӑран хатӗрленӗ япаласем кӑларать. Евгения Крюкова ертсе пынипе хӗрарӑм тумӗн пуххисене, столовӑй сервизӗсене, илемлӗ фарфор, интерьер япалисене, паннопа каминсем валли плитка туса кӑлараҫҫӗ[7].
Кинематограф
- 1989 — Ванька-встанька — Раиса
- 1990 — Мир в другом измерении (2-мӗш фильм «Зона — мир в другом измерении») — медсестра
- 1990 — Секс и перестройка / Sex еt perestroika (Франция) — Женя
- 1991 — Встретимся на Таити — Лена
- 1991 — Цареубийца / The Assassin of the Tsar (Аслӑ Британи, СССР) — Татьяна Николаевна кнеҫӗн аслӑ арӑмӗ
- 1992 — Далеко от Санкт-Петербурга / Daleko ot Sankt-Peterburga (Латвия, Австрия) — Вера
- 1992 — Три дня вне закона — Маша
- 1993 — Русский роман / Russian Romance / Ruský román (Россия, Словакия, Германия) — Елизавета Санина
- 1994 — Петербургские тайны — Юлия Бероева
- 1999 — Фома Опискин (телеспектакль) — Настенька
- 1999 — Развязка Петербургских тайн — Юлия Бероева
- 1999 — Д. Д. Д. Досье детектива Дубровского — Маша Володина / Тамара Александровна Хромова
- 2000 — Бандитский Петербург. 1-мӗш фильм. Барон — Лидия Александровна Поспелова, прокуратура следователӗ (3-мӗш — 5-мӗш серисем)
- 2000 — Репете — Вера
- 2002 — Упасть вверх — героиня
- 2003 — Последний советский фильм / The Last Soviet Movie (Латвия, Австрия) — Вера
- 2003 — С ног на голову — Ольга «Ландыш», эстрада юрӑҫи
- 2003 — Каждый взойдёт на Голгофу (Казахстан, Раҫҫей) — Анжелика Ростоцкая, кино ҫӑлтӑрӗ
- 2003 — Ключ от спальни — Аглая
- 2003 — О любви — Ольга Ивановна Смирнова
- 2004 — Честь имею! — Анна Сергеевна
- 2005 — Казароза — Милашевская
- 2005 — Небесная жизнь — Лера Ефремова
- 2005 — Умножающий печаль — Марина, Серебровский арӑмӗ
- 2006 — Андерсен. Савăçсăр пурнăç — Йени Линд / «Тень» тата «Свинопас» юмахсенчи принцесса
- 2006 — Ведьма / Noid — Мэрил
- 2007 — Майор Ветров (Беларусь) — Марина
- 2008 — Золотой ключик — Евдокия Романовна
- 2009 — Возвращение мушкетёров, или Сокровища кардинала Мазарини — Луиза де Лавальер
- 2009 — Дом на Озёрной
- 2009 — Анна Каренина — Бетси Тверская княгиня
- 2009 — Савва Морозов — Мария Фёдоровна Андреева
- 2009 — Гамлет. XXI век — Гертруда
- 2011 — Бабушка на сносях — Кира
- 2012 — Марьина Роща — Нина Проходяева
- 2014 — Марьина Роща 2 — Нина Проходяева
- 2017 — Купи меня — Катя амӑшӗ
- 2019 — Формула мести — Галя (Галочка), Калашников йӑмӑкӗ
- 2020 — Катран — Галина Калашникова
Театр
«Человек» театр :
- «Биография» Макс Фриш. Режиссёр: Владимир Скворцов — Антуанетта . Премьера 2018 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче иртнĕ.
Малая Бронная театрӗ:
- «Анна Каренина» Л.Н. Толстой. Режиссёр: А. Житинкин — Анна Каренина. Каярах спектакле Андрей Житинкинăн автор театрĕнче лартнă. Спектаклĕн премьерисем Серпуховкăри Театриум, Киноактер театрĕн сцени çинче тата Ярославльте иртнĕ.
- «Трио». Режиссёр: П. Штейн — Клара Шуман
- «Рюи Блаз» — Донья Мария Небургская, Испани патша майри
- «Любовью не шутят» — Камилла
- «Школа жён» — Агнесса
- «Московское гнездо» — Елена Корф
- «Венецианский купец» — Порция
- «Чёрная невеста, или Ромео и Жанетта» — Жанетта
- «Двенадцатая ночь, или Всё равно что» — Виола
- «Дамская война» — Графиня Сесиль Д’Отреваль
- «Фома Опискин» Ф.М. Достоевский. Режиссёр: П. Хомский — Настенька
- «Не будите мадам» Ж. Ануй. Режиссёр: Ю. Ерёмин — Аглая
- «В случае убийства набирайте „М“» — Ф. Ноттӑн детективлӑ пьеси тӑрӑх — Марго Уэндис
- «В пространстве Теннесси У.» — Т. Уильямспа С. Ямамото хайлавӗсем тӑрӑх. Режиссёр: Ю. Ерёмин — Бланш
- «Циники» А.Б. Мариенгоф. Режиссёр: С. Аронин — Ольга
- «Морское путешествие 1933 года» — С. Крамерӑн «Корабль дураков» фильм тематикипе. Режиссёр: Ю. Ерёмин — Графиня
- «Baden-Баден» — И.С. Тургеневӑн «Дым» романӗ тӑрӑх. Режиссёр: Ю. Ерёмин — Ирина
- «Последний роман» — Леопольд Стефенсен пьесипе. Режиссёр: С. Аронин — Симона Нильсен. Премьера 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче иртнӗ.
Наградӑсемпе премисем
- 2005 — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ 1, 2 Jevgenija Krjukova // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.
- ^ 1, 2 Указ Президента Российской Федерации от 06.06.2005 г. № 650. Сайт Президента России. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Евгении Крюковой — 40! 2014 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ «Последний роман» с Евгенией Крюковой покажут «Под крышей». InterMedia (2025). Пӑхнӑ кун: 2025. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Евгении Крюковой – 40! (выр.). «Вокруг ТВ» (7 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ Бренд "ЕВГЕНИЯ КРЮКОВА", Одежда, Посуда, Интерьер. Фарфор, Керамика. (выр.). evgeniya-kryukova.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.