Кудымкар

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Истори

Кудымкар хули ятне пĕрремĕш хут 1579 çулта асăннă. Вăл IXX ĕмĕрсенче коми-пермяк халăхĕн чăмăртанăвĕн вырăнĕ пулса тăрать. 1472 çулта Кудымкар Аслă Пермьпе пĕрле Раççей патшалăх шутне кĕнĕ. XVI ĕмĕртен пуçласа Иньвенское Поречье тĕлне вырăссем çитеççĕ. 1908 çулта Кудымкарта 1192 çын пурăннă. Кунта 4-класлă хула училищи, земская хĕрарăмсен шкулĕ, вулавăш, пульница, почтă и ветеринари уйрăмĕ; шывармань Кува çинче, вăрман хуçалăхĕ пулнă. 1909 çулта почтăпа телеграф уйрăмне уçнă. 1925 çулта - Коми-Пермяксен автономлă округăн административлă тĕпĕ. Кудымкарта наци интеллигенийĕ аталанма тšтăнать. 1931 çулта Кудымкар салине хула евĕрлĕ посёлок, 1938 çултанпа - хула туса хунă. 1920 çулта кунта Кудымкар ӳнерçи - П. И. Субботин-Пермяк - тăрăшнипе музей уçнă. 1927 çулта педагогика училищине (малтан техникум), 1929 çулта вăрман (малтан техникум уйрăмне) и 1930 çулта ялхуçалăх техникумĕсем, 1930 çулта медицина училищине (малтан фельдшерпа акушер шкулне) уçнă; 1926 çулта «Гэрись» («Пахарь», 1931 - «По Ленинскому пути» ятпа, 1992 - «Парма» ятпа) хаçат тухма пуçланă, 1930 — округăн кăларăвне, 1931 — А. М. Горький ячĕллĕ драма театрне (малтан студи) пуçарса янă. 1939-1957 çулсенче нацин ташăпа юрă ансамблĕ, 1940—1956 çулсенче — учительсен институчĕ ĕçленĕ. 1944 çултанпа учительсен пĕлĕвĕсене ӳстерекен институчĕ ĕçлет.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

Коми-пермяксен йышĕ - 64 %, вырăссен йышĕ - 33 %, анчах та ĕç калаçăвĕсенче, килсенче те вырăс чĕлхипе усă кураççĕ.

Каçăсем

Шаблон:Пермь Ен