Кузнецов Григорий Ильич
Кузнецов Григорий Ильич (1907-1974)—сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Вăл Самар облаçĕн Самар облаçĕн Шунтал районĕ Тăварăм ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Кун-çулĕ
Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. 1941—мĕш çулта ăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Çав çултанах фронтра[1].
1944 çулхи утă уйăхĕнче Григорий Кузнецов сержант 331-мĕш стрелоксен дивизин 1106-мĕш стрелоксен полкĕн отделени командирĕ. Белорусин Минск облаçне ирĕке кăларнă чухне палăрнă.
1944 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кузнецов отделенийĕ Борисов хули патĕнче Березина урлă каçса плацдарм ярса илсе тĕп вăйсем пыриччен тытса тăнă[1].
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 24.03.1945 Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивĕçтернĕ[1].
1974 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Самар облаçĕн Шунтал районĕ Тăварăм ялĕнче вилнĕ.
Чыславсем
- Ленин орденĕ
- медалсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Кузнецов Григорий Ильич (выр.). [1]. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Кузнецов Григорий Ильич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |