Куюмба — Тайшет

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Куюмба — Тайшет — Куюмбӑпа Юрубчен-Тохомо ҫӗр айӗнчи пурлӑх кӑлармалли вырӑнсенчен пуҫласа «Тухӑҫ Ҫӗпӗр — Лӑпкӑ океан» пӑрӑх ҫыхӑнӑвӗ системи таран (Анӑҫри тата Тухӑҫри Ҫӗпӗрте вырнаҫнӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑхсене кӑлармалли вырӑнсене Азипе АПШ экономикисемпе ҫыхӑнтаракан магистраллӑ нефтепровод) тӑсӑлакан нефтепровод.

Проекта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 2012 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тунӑ хушӑвӗпе пурнӑҫланӑ[1].

Нефтепровода 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче хута янӑ[2].

Географи

«Куюмба — Тайшет» магистральлӗ нефтепровод тӑршшӗ — 697 ҫх. Трасса ҫак маршрутпа иртет: Куюмба посёлокӗ — Красноярск Енӗн Эвенк, Богучан тата Анат Ингаш районӗсемпе тата Иркутск облаҫӗн Тайшет районӗн ҫӗрӗсем тӑрӑх иртекен «Тухӑҫри Ҫӗпӗр — Лӑпкӑ океан» труба системин «Тайшет» нефть уҫлакан тӗп станци. Нефтепровод чӑрмав кӳрекен 113 шыв тата ҫичӗ пысӑк юханшыв урлӑ каҫать, ҫав шутра Ангара урлӑ та (каҫӑ йӗркеленӗ вырӑнта юханшыв сарлакӑшӗ 1,5 км ытла)[3][4].

Куюмба нефтьпе газоконденсат ҫӗр айӗнчи пурлӑхӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 300 млн ытла[5]. Юрубчен-Тохомо ҫӗр айӗнчи пурлӑхӑн калӑпӑшӗ, геологсем шутланӑ тӑрӑх, 321 млн тоннӑпа танлашать[6].

Проектлани тата пурнӑҫлани

Ӳкерчĕк:Sxema Kuyumba — Taishet.jpeg
«Куюмба — Тайшет» магистальлӗ нефтепроводӑн схеми

Нефтепровода проектлас тата ӑна пурнӑҫа кӗртес енӗпе заказчикӑн функцийӗсене, ҫавӑн пекех оператор функцийӗсене «Транснефть» ПАО компанийӗ пурнӑҫланӑ. Нефтепровода проектлассине тата ӑна пурнӑҫлассине «Транснефть» компанин инвестици программинче пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫланӑ[7].

Магистральлӗ нефтепровода проектлассипе «Гипротрубопровод» АО-ин проект институчӗ ӗҫленӗ, вӑл «Транснефть» ПАО хушма предприятийӗ пулать[8].

Пӑрӑх хывакан тӗп подрядчиксем — «Велесстройстрой» ТМЯП[9] тата «Стройтрансгаз» ХАО[10].

Пӗрремӗш сыпӑка 2013 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Богучан посёлок ҫумӗнче сыпнӑ. Трассӑна хатӗрлемелли вырӑн чукун ҫултан та халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен те инҫе вырнаҫнӑран тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе техникӑна хӗллехи тапхӑрта хӗллехи ҫулсемпе, ҫулла вара вертолётпа илсе ҫитернӗ. Тӗп станцирен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чулай Тунгуска юханшывӑн ҫыранӗнче тавар йышӑнакан причал туса лартнӑ, вӑл пӗтӗмпе 40 пин тонна тавар йышӑннӑ[4].

Тӑпри те тӗрлӗрен пулнӑран, рельеф та пӗрешкел мартан трассӑна лаптӑкӑн-лаптӑкӑн хатӗрленӗ: хӗлле — шурлӑхлӑ вырӑнсенче, ҫулла — типӗ вырӑнта. Магистральлӗ нефтепровод трасси хӑйӗн ҫулӗ ҫинче ҫичӗ пысӑк юханшыв урлӑ каҫать, вӗсем урлӑ шыв айӗпе иртекен каҫмалли вырӑнсем хатӗрленӗ. Чи вӑрӑм куҫӑ вырӑнӗ — Ангара урлӑ иртекенни, вӑл вырӑнти ҫырансен хушши 1,5 км яхӑн. Дюкер тӑршшӗ — 1,86 км, шыв айӗнче выртакан каҫмалли вырӑн тӑршшӗ — 4,3 км[4].

Ҫичӗ юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑн ӑсталанӑ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ валли резервлӑ пӑрӑх ҫыхӑнӑвне хатӗрлесе хӑварнӑ[11]. Нефть уҫласа куҫаракан станцисене шӑннӑ тӑпрасем ан ирӗлччӗр тесе вентилизацилекен тӗпсакайлӑ сӑвайсем ҫине вырнаҫтарнӑ[4].

Ӳкерчĕк:LEP Angara.jpg
Ангара урлӑ каҫакан электролинисем

Нефтепровод валли проектланӑ тата пурнӑҫланӑ хӑйне евӗрлӗ объектсенчен пӗри — Ангара урлӑ каҫакан электролини. Ку вырӑнта шӑннӑ тӑпра пулнӑран ЛЭП опорисем валли 125 метрлӑ ҫӳллӗш кирлӗ пулса тухнӑ, вӗсене пуҫтармашкӑн Санкт-Петербургран 500 т таран ҫӗклеме пултаракан ятарлӑ автокран илсе килнӗ[12].

Нефть уҫласа куҫаракан станцисемпе линилле пайри объектсенче хатӗрленӗ тапхӑрта тӑпра ӑшне термостабилизаторсем вырнаҫтарнӑ, вӗсем ӗмӗр тӑршшӗ шӑнса выртакан тӑпра тӑрӑхӗнче минуслӑ температурӑна тытса тӑма май параҫҫӗ. Технологи термостабилизацилекен пӑрӑхӗсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ, вӗсене 25 метр таран тарӑнӑша вырнаҫтараҫҫӗ, ҫӗр ҫийӗнче вара 3 метр таран тӑршшӗллӗ конденсатор пайӗ юлать. Ҫак хатӗр ӑшне хладагент вырнаҫтарнӑ, тӑпраран тухакан ӑшӑ ҫӗр ҫинчи конденсатор пайне куҫать те унта сивӗнет, ҫапла май тӑпрара минуслӑ температура упранса юлать[13].

«Куюмба — Тайшет» магистральлӗ нефтепровода тума 124,2 млрд тенкӗ тухса кайнӑ[14].

Нефтепровод тӑрӑх нефть уҫласа куҫармалли тариф — пӗр тоннӑшӑн 869,72 тенкӗ[15].

Техника характеристикисем

  • Тӑршшӗ — 697 ҫм
  • Тавар куҫарас хӑватлӑхӗ — ҫулталӑкне 15 млн т нефть таран
  • Пӑрӑхсен диаметрӗ — 530, 720 мм
  • Нефть уҫласа куҫаракан станцисем: Куюмба ГНПС-1, Юрубчен НПС-2, НПС-3 (Куюмба — Тайшет), НПС-4 (Куюмба — Тайшет)[16]

Трубопровода пӑхса тӑни тата унпа усӑ курни

Нефть юхтармалли пӑрӑхпа «Транснефть» ПАО хушма предприятийӗ — «Транснефть — Восток» ТМЯП — усӑ курать. «Куюмба — Тайшет» магистральлӗ нефтепровод куллен ӗҫлемешкӗн 800 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ангарски тата Октябрьски посёлоксенче пурӑнмалли ҫуртлӑ икӗ комплекс хута янӑ[13].

Ҫулсеренех пӑрӑхсен шалти тӑрӑмне диагностикӑлаҫҫӗ, шӑннӑ тӑпра тӑрӑхӗнчи тӑпрара вырнаҫнӑ температура стабилизацилекен хатӗрсене тӗрӗслеҫҫӗ, трассӑна сывлӑшран лазерпа сканерласа иртеҫҫӗ[17].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Распоряжение Правительства РФ от 17.04.2012 № 532-р. Главбух. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  2. ^ Путин по видеосвязи запустил магистральный нефтепровод «Куюмба — Тайшет» (2017-01-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  3. ^ Магистральный нефтепровод Куюмба — Тайшет введён в эксплуатацию. ООО «Транснефть — Восток» (18 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Как шло строительство нефтепровода Куюмба — Тайшет (2016-12-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  5. ^ Энергия Куюмбы. Как нефтяники развивают собственную генерацию (2020-12-21). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  6. ^ «Чёрное золото» Юрубчена и Тохомо. ЦДУ ТЭК (24 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  7. ^ Распоряжение Правительства РФ от 19 января 2016 года № 31-р «О внесении изменений в Распоряжение Правительства РФ от 17 апреля 2012 года № 532-р». Гарант.ру. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  8. ^ Проекты. 2002—2016. АО «Гипротрубопровод». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  9. ^ Велесстрой завершил строительство нефтепровода «Куюмба — Тайшет». Энергетика и промышленность России. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  10. ^ «Стройтрансгаз» проложит для «Транснефти» участок нефтепровода Куюмба — Тайшет (2013-12-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  11. ^ Нефтепровод МНП Куюмба — Тайшет. Neftegaz.ru (14 ҫӑвӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  12. ^ Транснефть завершила строительство уникального объекта в Красноярском крае. Neftegaz.ru (16 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  13. ^ 1, 2 ООО «Транснефть — Восток» обследовало тысячи термостабилизаторов в зоне вечной мерзлоты (2021-04-08). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  14. ^ «Транснефть» пересчитала стоимость строительства новых нефтепроводов (2015-04-17). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  15. ^ Транснефть повысила тарифы на прокачку нефти на 7,2 % в 2024 году. Neftegaz.ru (2 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  16. ^ Нефтепровод Куюмба — Тайшет. energybase.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  17. ^ Транснефть в 2021 году обследовала 3,6 тыс. км нефтепроводов методом воздушно-лазерного сканирования. Neftegaz.ru (23 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем