Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли кун

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли кункӗнеке тата литературӑна кӑмӑлланнине халалланӑ уяв. Пӗтӗм тӗнчере ҫулсерен нарӑсӑн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1].

Историйӗ

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли куна йӗркелес шухӑш Англири Эмме Перри педагогӑн, ҫыравҫӑн тата икӗ ача амӑшӗн пуҫне пырса кӗнӗ. Вӑл ача-пӑча валли кӗнеке ҫырать, хӑйӗн блогне тата сайтне тытса пырать. Блогӗпе сайтӗнче хӑйӗн ӗҫӗсене вырнаҫтарать, ытти авторсен хайлавӗсене тишкерет, тата вулакансене хӑйсен ачи-пӑчисем валли мӗнле литературӑна суйласа илме май пуррине сӗнет. 2012 ҫулта Перри кӗнеке парнелемелли куна паллӑ тума сӗннӗ. Чи малтанах уява Аслӑ Британире ирттернӗ, каярах ӑна палӑртасси тӗнче шайне сарӑлнӑ. 2024 ҫул тӗлне акцие тӗнчери 40 ҫӗршыври ҫыравҫӑсем, издательствӑсем, ыр кӑмӑллӑх организацийӗсем тата вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ[2].

Уявлани

Кӗнеке парнелемелли кунта мӗнпур тӗнче шайӗнче кӗнеке парнелесси иртет, ытларах туссемпе ҫывӑх ҫынсене парнелеҫҫӗ, унсӑр пуҫне вулавӑшсене, шкулсене тата ыркӑмӑллӑх организацийӗсене те ҫакнашкал парнесемпе тивӗҫтереҫҫӗ. «Кӗнеке юратакансем» ҫынсене ытларах вулама кӑсӑклантарас тесе чылай акци ирттереҫҫӗ[3].

Кӗнеке парнелесси Раҫҫейре

Раҫҫейре ҫак куна уявласси ҫулран-ҫул анлӑрах та анлӑрах пулса иртет. Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли кун умӗн тӗрлӗ ӑслӑлӑхпа пӗлӳ акцийӗсем иртеҫҫӗ, вӗсене ытларах енӗпе ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене явӑҫтараҫҫӗ. Кӗнеке парнелемелли куна халалланӑ мероприятисем ытларах чухне нарӑсӑн 14-мӗшӗччен пӗр эрне маларах пуҫланаҫҫӗ, обществӑра кӗнеке вулассине анлӑлатас тӗлӗшпе вӗсенче обществӑлла юхӑмсемпе организацисем, шкулсемпе университетсем хутшӑнаҫҫӗ[4].