Лемез-Тамак

Лемез-Тамак пушк. Ләмәҙтамаҡ — Лемаз вӑрри) — Пушкӑрт Республикин Мечетлӗ районӗнче[2] вырнаҫнӑ Раҫҫей ялӗ. Лемез-Тамак ял канашӗн административлӑ центрӗ.

1930-мӗш ҫултан пуҫласа 1933-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ялта Дуван-Мечетлӗ районӗн администраци центрӗ вырнаҫнӑ пулнӑ.

Географи

Лемазы юханшыв Ай шывне юхса кӗнӗ тӗлте вырнаҫнӑ.

Географиллӗ вырнаҫӑвӗ

Вырӑна ҫитмелли инҫӗш:[3]

  • район центрне — Мӑн Устьикина — ҫитме: 15 ҫм,
  • чи ҫывӑх чукун ҫул станцине — Сулея станцине: 111 ҫх.

Ял историйӗ

Ячӗ географиллӗ вырнаҫӑвне кура пулнӑ — Лемазы Ай юханшыва юхса кӗнӗ тӗлте вырнаҫнӑран. Лемезтамакова, Лемезтамаково ятсемпе те паллӑ.

Айле йӑхӗн Кошсы ӑратӗнчи пушкӑртсем XVIII ӗмӗр варринче никӗсленӗ. Хажимухамет мулла несӗлӗсем каласа панӑ тӑрӑх мечӗте 1740 ҫулта куҫарнӑ. 1735—1740 ҫҫ. пушкӑртсен пӑлхавне пусарнӑ хыҫҫӑн ялсене ҫунтарса янӑ, унти халӑха ытти ҫӗре хӑваласа янӑ. Ҫапла, халапсем тӑрӑх, Ярастау ялӗн (1802 ҫултанпа Ярославка) ҫыннисен ҫӗнӗ вырӑна куҫма тивнӗ. Чи малтанах яла Лемазы юханшывӗ тӑрӑх 3 ҫухрӑм ҫӳлерех никӗсленӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Октябрьск ялӗччен Кропачёво — Ачит автоҫул ҫинчи кӗперӗн сулахай енӗ вырнаҫнӑ. Халапсем тӑрӑх яла ҫавӑн пекех Мелекасово ялӗнчен тухнисем куҫса килнӗ, ҫакна икӗ ялти пӗрешкел йӑх тӑрӑмӗсем пурри ҫирӗплетет: Метейпе Тугыз. Вӗсемсӗр пуҫне Акай тӑхӑмӗнчен тухнисем те пурӑнаҫҫӗ.

Пӗрремӗш хут официаллӑ асӑннӑ вӑхӑт — 1795 (пиллӗкмӗш ревизи юмахӗ). Ӑранпурти магометан ӑс-хакӑл пухӑвӗн архив фончӗн докуменчӗсем тӑрӑх — 1779[4]. 1865 ҫулта Услючиз (Усть—Лемез тесшӗн пулнӑ пулмалла, е Лемез вӑрри) пек ҫырса хунӑ. Марат Гафаров вырӑнти таврапӗлӳҫӗ, Иван Лепёхин ҫырса хӑварнипе тата ревизи юмахӗсенче халӑха ҫырнисем ҫине таянса, яла, тен, чи малтанах Магаз арҫын ячӗпе Магазово теме пултарнине палӑртать.

Лемез-Тамак ялӗ халӑх йышӗпе пысӑк шутланнӑ. Патша правительстви кашни 100 кил пуҫне пӗр мечӗт тума ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа революциччен унта 2 мечӗт пулнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мечӗт ҫумӗнче медресе тата медресе ҫумӗнчи икӗ сыпӑклӑ мектеб ӗҫленӗ.

1917 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗн килсерен ҫырса тухнӑ карточкӑсем тӑрӑх Златоуст уесӗн Мӑн Кущин вулӑсӗнчи Лемезтамакова ялӗнче 195 кил[5], ҫав шутра лашасӑр 59 ҫын, пулнӑ. 195 килтен 189 — пушкӑртсен пулнӑ, 6 — вырӑссен.

1924 ҫулта Лемез-Тамак ял канашне туса хунӑ.

1924 ҫулта уя пӗр йышпа сухалакансен юлташлӑхне йӗркеленӗ (ТОЗ).

1925 ҫулта мектебран хресчен ҫамрӑкӗсен шкулне (ШКМ) туса хунӑ.

1930 ҫулта Лемез-Тамак ялти потребительсен ушкӑнне (сельпо) туса хунӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри ЦИКӑн 1932 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнчи «Пушкӑрт АССРӗн административлӑ-территориллӗ пайланӑвне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» йышӑнӑвӗпе 1930 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче ВЦИК Президиумӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Пушкӑрт АССР ЦИКӗн 1931 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче йышӑну туса Лемез-Тамака Думан-Мечетлӗ районӗн центрӗ тесе ҫирӗплетнӗ[6]. 1930—1933 ҫулсенче вӑл ҫак районӑн центрӗ пек шутланнӑ.

1930-мӗш ҫулта ялта пурӑнакансем коллективлӑ хуҫалӑх (колхоз) йӗркеленӗ. Каярахпа ӑна Багау Нуриманов революционер ятне панӑ.

1932 ҫулта 1872 ҫулта ҫуралнӑ Дельмухаметов Казый тата Дельмухаметов Янифа ял ҫыннисен пурлӑхне кулак тесе туртса илнӗ[7].

1933 ҫулта Лемез-Тамак вулав ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унӑн никӗсӗ  ҫинче ҫитӗннисем хушшинче хут пӗлменлӗхне пӗтермелли пункт (ликпункт) ӗҫленӗ.

1935 ҫулта Лемез-Тамак тулли мар вӑтам шкул (каярахпа Мечетлӗ районӗнчи вунӑ ҫул вӗрентекен пӗрремӗш шкул) уҫӑлнӑ. Ҫак шкулта 1960-мӗш ҫулсемччен районти 30 яхӑн ял-хулари ача вӗреннӗ.

1940 ҫулта ялта ача ҫуратмалли ҫурт (3 вырӑн) тата фельдшер пункчӗ ӗҫленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ялта нимӗҫсен аллине лекнӗ Белоруҫран эвакуациленнисене вырнаҫтарнӑ.

1948 ҫулта Нуриманов ячӗллӗ колхоз укҫи-тенкипе Лемазы юханшыв ҫинче пӗве тата пӗчӗк хӑватлӑ гидроэлектростанци туса лартнӑ, пӗве ҫывӑхӗнче улма-ҫырла пахчи лартнӑ.

1951 ҫулта Нуриманов ячӗллӗ колхоза ҫывӑхри виҫӗ ялти хуҫалӑхсене пӗрлештерсе пысӑклатнӑ, унта Кутушево, Сабанаково тата Сулейманово ял хуҫалӑхӗсем кӗнӗ.

1962 ҫулта яла республикӑн ҫурҫӗр-тухӑҫӗнче пурӑнакансен архитектурине, йӑли-йӗркипе пурнӑҫне тӗпчес тӗллевпе Истори, чӗлхе тата литература институчӗн этнографи экспедицийӗ килсе кайнӑ.

1966 ҫулта яла патшалӑх электросечӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ.

1967 ҫулта Лемез-Тамак культура ҫурчӗн кирпӗч ҫуртне туса лартнӑ. Стационарлӑ киноустановкӑна вырнаҫтарса лартнӑ хыҫҫӑн тӑтӑш сарлака экранлӑ фильмсем кӑтартма тытӑннӑ. Кунтах Лемез-Тамак ял вулавӑшӗ те вырнаҫнӑ.

1980-мӗш ҫулсенче яла телефон кӗртме пуҫланӑ.

1977 ҫулта яла тепӗр хут Истори, чӗлхе тата литература институчӗн этнографи экспедицийӗ килсе кайнӑ (С. Н. Шитова ертсе пынипе), ун чухне вӗсем кил-ҫурт таврашӗнчи япаласене, савӑн-сапа, наци тумӗн япалисене пухнӑ, ҫуртсен архитектура элеменчӗсене (эрешленӗ чӳрече харшакӗсемпе пӳрт ҫамкисене) ӳкернӗ.

1980-мӗш ҫулсенче шыв башнине туса лартнӑ тата шыв пӑрӑхӗсене хывса урам тӑрӑх колонкӑсем вырнаҫтарнӑ.

1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче яла ҫаврӑнса иртмелле туса Кропачёво — Ачит автоҫулӑн асфальт трассине хывнӑ. Унччен ял витӗр тӳррӗн иртекен Месягутово — Красноуфимск асфальт сарман автоҫул иртнӗ.

1999 яла каллех этнографи экспедицийӗ килсе кайнӑ.

Администраципе территори тӗлӗшпе пайланни

1796 Кущино вулӑсӗ Троицк уесӗ Ӑренпур кӗпӗрни
1798 Мӑн Кущин вулӑсӗн 8 пушкӑрт кантонӗ Ӗпхӳ уесӗ Ӑренпур кӗпӗрни
1816 8 пушкӑрт кантонӗ Ӗпхӳ уесӗ Ӑренпур кӗпӗрни
1859 15 юртӑн 8 пушкӑрт кантонӗ Ӗпхӳ уесӗ Ӑренпур кӗпӗрни
1873 Мӑн Кущин вулӑсне Златоуст уесӗ Ӑренпур кӗпӗрни
1917 Мӑн Кущин вулӑсне Златоуст уесӗ Ӗпхӳ кӗпӗрни
1919 Дуван-Кущин кантонӗ Башреспублика
1922 Дуван-Мечетлӗ вулӑсӗ Месягутово кантонӗ Башреспублики
1930 Лемез-Тамак ял канашӗ Дуван-Мечетлӗ районӗ БАССР
1932 Лемез-Тамак ял канашӗ Мечетлӗ районӗ БАССР
1992 Лемез-Тамак ял канашӗ Мечетлӗ районӗ Пушкӑрт Республики

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ
1795 1816 1834 1850 1859 1865 1897
194 ↘187 ↗226 ↗293 ↗331 ↗373 ↗676
1920 1939 1959 1970 1979 1989 2002
↗867 ↘767 ↘716 ↗759 ↘610 ↘519 ↗522
2009 2010
↗531 ↘483
5-10 ревизире (ревизи чунӗнче) палӑртнӑ халӑх йышӗ
Ревизи ҫулӗсем 1795 1816 1834 1850 1859 1865
Пурӗ 194 187 226 293 336 373
Арҫын 101
Хӗрарӑм 93
Раҫҫейри тата СССР-ти халӑх ҫыравӗсем палӑртнӑ халӑх йышӗ (ҫын)
Ҫырав ҫулӗ 1897 1920 1939 1959 1970 1979 1989 2002 2010
Пурӗ 676 867 767 716 759 610 519 522 483
Арҫын 407 335 313 356 277 246 254 248
Хӗрарӑм 460 432 403 403 333 273 268 235

Кунта ҫуралнӑ паллӑ ҫынсем

  • Зарипов Айрат Янсурович (1962,10,12) — социолог, философ, философ, философи ӑслӑхӗсен докторӗ, профессор[8].
  • Гатауллин Рустам Шакирьянович, пултаруллӑхри псевдонимӗ Рустам Нурыев (1963) — экономист, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ, таврапӗлӳҫӗ. Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ (2003), Статистика отличникӗ (2010). Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх граждан службин 1-мӗш класлӑ советникӗ (2005).
  • Каев Фарит Галиханович[9] (1955), ПР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1992), «Карагай» санатори директорӗ (2012—2019), Мечетлӗ районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2017).

Инфраструктура

2000 ҫулта ял таран газ магистральне ҫитернӗ хыҫҫӑн пурӑнмалли ҫуртсене газ кӗртме тытӑннӑ.

Лемез-Тамак ятла тӗрлӗ ҫулсенче вырнаҫнӑ: Лемез-Тамак ял канашӗн правленийӗ, Нуриманов ячӗллӗ колхоз правленийӗ, районти пушар инспекцийӗн автогаражӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, почта уйрӑмӗ, халӑха йӑла ыйтӑвӗсемпе пулӑшакан комбинат, 3 коопераци лавкки (апат-ҫимӗҫ, промтавар, хуҫалӑх), фельдшер пункчӗ, ача пахчи.

Транспорт

Лемез-Тамак ялне хулапа ҫыхӑнтаракан тӳррӗн маршрут йӗркеличчен ҫапла ҫитме май пулнӑ: Ӗпхӳрен — Сулея чукун ҫул станцине ҫити пуйӑспа, кайран автобус ҫине куҫса ларса Мӑн Устьикин ялӗ таран; Екатеринбургран — малтан Красноуфимск чукун ҫул станцине ҫити, кайран — Мӑн Устьикин сали таран автобуспа.

Интереслӗ фактсем

  • 2018 ҫулхи футбол енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче ялти Ленӑпа Айрат Мухарямов предпринимательсем Екатеринбургран Самара ҫула тухнӑ 12 Мексика болельщикӗн автобусне юсама пулӑшнӑ, вӗсене тӳлевсӗр пельменпе тата пловпа апатлантарнӑ[10].
  • Маларах шкул, каярахпа фельдшер пункчӗ йышӑннӑ ҫуртра халӗ мечӗт вырнаҫать.
  • Лемез-Тамак ял культура ҫурчӗн кирпӗч ҫуртне мечӗте сӳтнӗ вырӑнта туса лартнӑ.
  • Нуриманов ячӗллӗ колхоз правленийӗ мечӗте сӳтнӗ хыҫҫӑн юлнӑ пӗренесенчен тунӑ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ.
  • Ял ҫӑви Кутушевӑпа Лемезтамаково ялсем хушшинче вырнаҫнӑ.
  • Ялти культура ҫурчӗ патӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пуҫ хунисене асӑнма лартнӑ обелиск вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
  2. ^ Администрация Мечетлинского района (выр.) (12 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ . — Ĕпхӳ: Белая Река. — 10 000 экз. — ISBN 978-5-87691-038-7.
  4. ^ ГКУ РБ ЦИА РБ, Фонд № И-295, Опись № 2, Дело № 4, ЛЛ № 189об-190
  5. ^ ЦГИА РБ. Фонд // Р-473 Оп.1 Д 394.
  6. ^ История административно-территориального деления Республики Башкортостан (1708—2001) — Уфа, Китап, 2003. — 536 с. — 109 с.
  7. ^ Раскулаченные: Башкирия. Открытый список.
  8. ^ Справочник «Международные исследования в России». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  9. ^ Каев Фарит Галиханович. Замечательные люди Башкортостана (26 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
  10. ^ Мексиканская ночь на мечетлинской земле. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кузеев Р. Г. Очерки исторической этнографии Башкир. ч. 1. Уфа, 1957.
  • Пушкӑрт Республикин Мечет районӗ. Краткая энциклопедия. Ӗпхӳ, 2000.
  • Давлетбаев Б. С. Твоё шежере. ч. 2. Большеустьикинское, 1997.

Темӑпа ҫыхӑннисем