Гатауллин Рустам Шакирьянович

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Гатауллин Рустам Шакирьянович (пушк. Рөстәм Шакирйән улы Ғатауллин, суя ячӗ Рустам Нурыев (пушк. Рөстәм Нурыев)ҫур. 1963 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Лемез-Тамак, Пушкăрт АССР)[1] — раҫҫей экономисчӗ, статистикӗ, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ[2].

«РУВИКИ» Раҫҫей интернет-энциклопедийӗн тӗп директорӗн канашҫи[3].

1983 ҫулта Ӗпхӳри учёт механизацийӗн техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1999 ҫулта Пӗтӗм союзри финанс-экономика институчӗн (халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗ) Ӗпхӳри уйрӑмӗнче «маркетинг» специальноҫе алла илнӗ.

Пурнӑҫӗ

Рустам Шакирьянович Гатауллин 1963 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Мечетлӗ районӗнче ҫуралнӑ. 1983-1985 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1985-1998 ҫулсенче механик, инженер-программист, инженер-проектировщик пулса ӗҫленӗ[1].

1998-2001 ҫулсенче Мечетлӗ территорин статистика пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2001-2003 ҫулсенче — ПР Патшалӑх комитечӗн председателӗн статистика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ. 2003 ҫулта ПР патшалӑх статистикин комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2005 ҫултанпа — Пушкӑрт Республикипе ӗҫлекен Федераллӑ службӑн патшалӑх статистикин Территорири органӗн ертӳҫӗ ҫумӗ[1].

18 ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Пушкӑртстан Республикин Журналистсен союзӗн пайташӗ (2018)[2].

2023 ҫултанпа — «РУВИКИ» Раҫҫей интернет-энциклопедийӗн регионти уйрӑмӗсемпе ӗҫлекен координаци уйрӑмӗн ертӳҫи[3]. 2024 ҫулта ӑна тӗп директорӗн канашҫине лартнӑ.

Халӑхшӑн ӗҫлени

2015 ҫулта — пушкӑртсен Пӗтӗм тӗнчери IV курултайӗн (конгресӑн) делегачӗ, ӗҫтӑвком пайташӗ.

Рустам Гатауллин — Викимедиа юхӑмне хастар хутшӑнакан ҫын, сӑмахран, пушкӑрт тата вырӑс Википедине аталантарас ӗҫе анлӑ хутшӑнать[2].

Чысланисем

  • Салават Юлаев орденӗ (2022)
  • Пушкӑртсен пӗтӗм тӗнчери курултай (конгресӑн) «Неси людям солнце свет» медалӗ (2021)
  • Чӗлхе нумай енлӗхне упраса хӑвармалли национальноҫсен ӗҫӗсен Федераци агентствин Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӗп сӑмах» обществӑлла премийӗн лауреачӗ (2020)
  • 2014 тата 2018 ҫулсенчи Вики-преми лауреачӗ
  • Статистика отличникӗ (2010)
  • Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ (2003)
  • «2002 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫри хастарлӑхшӑн» паллӑ
  • «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль
  • «Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль
  • «Совет Ҫарӗн отличникӗ» паллӑ[2]

Ӗҫӗсем

  • Рустам Нурыев. Реальные истории старого служака из Кряжа. Проза.ру.
  • Села и деревни рода Кошсо / сборник материалов = Ҡошсо ырыуы ауылдары. Мәғлүмәт йыйынтығы(пушк.) / сост. Гатауллин Р. Ш. — 2007. — 132 с.
  • Мы — мечетлинцы! Книга 1: Важен каждый / сборник очерков, статей, интервью разных авторов о мечетлинцах = Беҙ — Мәсетле! 1-се китап: Һәр беребеҙ мөһим(пушк.) / сост. Рустам Нурыев. — 2014. — 237 с.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Гатауллин Рустам Шакирьянович. Единый республиканский бизнес-портал. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Гатауллин, Рустам Шакирьянович. Финансовый университет: годы и люди. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 В России запускается энциклопедия «Рувики». Ее создатель — о хейтерах и о том, почему ее не стоит путать с «Википедией». Lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.

Каҫӑсем