РУВИКИ
РУВИКИ — вики-форматпа никӗсленнӗ, вырӑс тата Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисемпе ҫырӑнакан уҫӑ онлайн-энциклопеди[1]. Ҫӗнӗ сайт 2023 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Сӑнлав
Проектӑн тӗп тӗшши: экспертсен пысӑк йышне явӑҫтарса ирӗклӗ пӗлӳпе паллашма интеллектуаллӑ пӗрлӗх туса хурасси, пур усӑ куракан валли те юрӑхлӑ шанчӑклӑ даннӑйсен анлӑ массивне йӗркелесси[2].
Палӑртнӑ тӗп хаклӑхсем: нейтраллӑх, тӗрӗслӗх, уҫӑлӑх, хӑтлӑх[3].
Википедин модификациленӗ версийӗнчен уйрӑлса проект йӗркелӳ тата технологи енӗпе урӑхла аталанать. Волонтёрсемсӗр пуҫне энциклопедие редакци тултарать[4].
Унсӑр пуҫне энциклопеди материалсене тишкерес-тӗрӗслес тӗлӗшпе тулашри экспертсемпе ӗҫлет[1]. Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗпе (РАН), Президент библиотекипе, Мускав планетарийӗпе, Мускав музейӗпе, Патшалӑх истори музейӗпе[5], РФ Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствипе[6], Мускав правительствин Социаллӑ комплексӗпе тата РФ Культура министерствипе килӗшӳсем алӑ пуснӑ[7].
Проекта уйрӑм инвесторсем укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ[8].
«РУВИКИ» чӗлхе пайӗсем:
Вырӑс пайӗсӗр пуҫне «РУВИКИ» энциклопедире ҫакӑн пек чӗлхесен пайӗсем пур (12.12.2024 тӗлне):
- Чечен (нохчийн, ce.) — 614 766 статья;
- Тутар (татар, tt.) — 514 151 статья;
- Пушкӑрт (башҡорт, ba.) — 74 573 статья;
- Чӑваш (чӑвашла, cv.) —58 743 статья;
- Якут (саха, sah.) — 22 839 статья;
- Мари (марий, mhr.) — 18 796 статья;
- Туҫи мари (кырык мары, mrj) — 11 158 статья;
- Мордва-ирҫе (эрзянь, myv.) — 9017 статья;
- Вепс (vepsän, vep.) — 7931 статья;
- Удмурт (удмурт, udm.) — 8315 статья;
- Коми (коми, kv.) — 8221 статья;
- Мордва-мӑкшӑ (мокшень, mdf.) — 7310 статья;
- Карел ((karjalan kieli, krl.) — 6850 статья;
- Тыва (тыва, tyv.) — 6465 статья;
- Ингуш (гӏалгӏай мотт, inh.) — 5243 статья;
- Алтай (алтай, alt.) — 4389 статья;
- Коми-перӗм (перем коми, koi.) — 4257 статья;
- Бурят (буряад, bxr.) — 4187 статья;
- Калмӑк (хальмг, xal.) — 3623 статья;
- Хакас (хакас тілі, kjh.) — 1320 статья.
Техника уйрӑмлӑхӗсем
Проект Раҫҫей инфратытӑмӗпе серверӗсенче пурнӑҫланать. «Википедири» тата ытти «Викимедиа» проекчӗсенчи пекех оpen source ирӗклӗ йышӑнусемпе усӑ курать[2]. Хӑш-пӗр компонентсене «РУВИКИ» команди хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ, вӗсем хӑйне евӗрлӗ[9].
«РУВИКИ» палӑртнӑ технологи ҫӗнӗлӗхӗсем хушшинче: усӑ куракан опыта лайӑхлатни, искусствӑлла интеллектпа усӑ курни[9]. Унсӑр пуҫне Рувики авторсем валли геймификаци, статьясен суммаризацине, аудиоформат, монетизаци[7], ҫавӑн пекех VK ID урлӑ авторизаци кӗртнӗ[10].
Пӗрлӗх
Проект ертӳҫи — Владимир Медейко, маларах вӑл вырӑсла «Википедин» администраторӗсенчен пӗри тата «Викимедиа РУ» коммерцилле мар партнерлӑх директорӗ пулнӑ[11].
Проект ӗҫне тӗрлӗ енӗпе энциклопеди пӗлӗвӗллӗ усӑ куракансен (волонтёрсен) тата профессиллӗ редакторсен вӑйӗсене пӗрлештерсе йӗркеленӗ[8]. Редакци онлайн-площадка правилисене тивӗҫтерекен материалсене «Тӗрӗсленӗ статьясем» тесе паллӑ тунӑ. Экспертсем хутшӑннипе хайланӑ статьясем «Рецензиленӗ статьясем» статус илеҫҫӗ. Вулакан материалпа кам ӗҫленине курать, энциклопеди текстне, йӑнӑшпа тӗл пуласран шикленмесӗр, усӑ курма пултарать[12].
Проект стартӗнче рецензентсем хушшинче: Космонавтика музейӗсен ассоциацийӗ (АМКОС), Н. Е. Жуковский профессор ячӗллӗ Ӑслӑлӑхпа мемориал музейӗ, Калугӑри космонавтика историйӗн патшалӑх музейӗ, Раҫҫейӗн ДОСААФ Авиаципе космонавтика тӗп ҫурчӗ (ЦДАиК), РСА фелинологи системи, РФО Вырӑс фелинологи обществи, Раҫҫей авиаци конструктор бюровӗсем пулнӑ[12].
2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗпе (РАН) «РУВИКИ» пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. 2023 ҫул вӗҫленнӗ тӗле РАН вӑйӗсемпе «2 500 статьяран кая мар» рецензилеме палӑртнӑ. Пӗрремӗш тапхӑрта историпе тата физикӑпа ҫыхӑннӑ статьясене тишкерме калаҫса татӑлнӑ[13].
Иккӗленӳ е тавлашу ҫуратакан пур ыйтӑва та профильлӗ специалистсенчен, аслӑ шкулсен тата ӑслӑлӑх институчӗсен предсавителӗсенчен йӗркеленӗ «РУВИКИ» Обществӑлла канашӗн эксперчӗсем сӳтсе яваҫҫӗ[12].
Истори
Ҫӗнӗ сайт 2023 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче бета-версинче ӗҫлеме пуҫланӑ[14].
Усӑ куракансем редакцилеме пултарасси 2023 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, проект туллин 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ[15].
Проекта хута янӑ вӑхӑтра «РУВИКИ» базинче вырӑсла 1,9 млн статья пулнӑ. Вӗсене, ирӗклӗ лицензи условийӗсемпе килӗшӳллӗн, ытларах вырӑсла Википедирен куҫарса илнӗ[8]. 2024 ҫул варринелле (ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн) статьясен шучӗ 2 миллиона ҫитнӗ.
2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «РУВИКИ» 2.0 версипе усӑ курма май килнӗ. Порталта интерфейс лайӑхланнӑ: ҫутӑ тата тӗттӗм тӗссене, шрифт виҫине, ҫавӑн пекех сайт сарлакӑшне суйласа вулав режимне йӗркелеме май пур. Материалсене аудиоформатпа та итлеме пулать. Унсӑр пуҫне, усӑ куракан регистрациленнӗ пулсан, вуласа тухнӑ страницӑсене тӗпе хурса сӗнӳ хӑварас системӑн пӗрремӗш версине ӗҫе кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех экспертсем валли функционал ӗҫлесе кайнӑ: квалификациллӗ авторсем статусне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн материалсене хӑйсен ячӗпе хаклама пултараҫҫӗ, усӑ куракансем статьяна кам рецензиленине курма пултараҫҫӗ[16].
Шкул ачисем валли ятарласа 2024 ҫулта «РУВИКИ» экзаменсене хатӗрленме тӗрӗсленӗ материалсен ярӑмне хатӗрленӗ. «РУВИКИ» порталта шкул ачисем Пӗрлехи патшалӑх экзаменне хатӗрленме 746 статья тата ОГЭне хатӗрленме 705 статья тупма пултараҫҫӗ. Пур материалсене те Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗ рецензиленӗ, унта пур дисциплинӑсенчен кашни енӗпе тытӑмлӑ та тӗрӗс информаци пур[16].
Yandex GPTпе усӑ курса генеративлӑ хурав тупассине 2024 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗ[17].
2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче проект наукӑпа вӗрентӳ ресурсӗсен ҫӗнӗ ӑрӑвне аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн «Рунет паттӑрӗсем» премие тивӗҫнӗ[18].
Акцисем тата ӗҫтешлӗх
2023 ҫулхи ҫулла «РУВИКИ» энциклопеди хальхи вӑхӑтри темиҫе ӳнерҫӗпе пӗрле «Никола-Ленивец» арт-паркри «Архстояние» фестивальте «Умнохранилище» арт-объектпа паллаштарнӑ[19][20]. Арт-объект парк территорийӗнче 2023 ҫул вӗҫӗччен юлнӑ[21].
2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Мускав метрополитенӗн Сокольники йӗрӗпе ултӑ уйӑх «Рувикин пӗлӳ пуйӑсӗ» ҫӳренӗ[22].
2024 ҫулта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн «РУВИКИ» Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ тӑванӗсен паттӑрлӑхӗпе кашнинех паллаштарма, вӗсен ятне Раҫҫейри ҫӗнӗ интернет-энциклопеди страницисенче ӗмӗрлӗхе упрама май туса панӑ. Ятарласа йӗркеленӗ «РУВИКИ» «Пирӗн паттӑрсем — пирӗн истори» порталта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн-тӑванӗн биографине ҫырса кӑтартма пулать[23].
Ăнлантарусем
- ^ 1, 2 Владимир Медейко: «Энциклопедия — это факты, а факты требуют проверки». expert.ru (8 февраля 2024). Дата обращения: 5 марта 2024.
- ^ 1, 2 Medeyko. Запуск проекта Рувики. Хабр (24 мая 2023).
- ^ Интернет-энциклопедия «Рувики» открыла разделы на языках народов России. rg.ru (5 декабря 2023). Дата обращения: 5 марта 2024.
- ^ В России запускается энциклопедия «Рувики». Ее создатель — о хейтерах и о том, почему ее не стоит путать с «Википедией». lenta.ru (29 июня 2023). Дата обращения: 5 марта 2024.
- ^ Интернет-энциклопедия «Рувики» начала сотрудничать с Государственным историческим музеем - Газета.Ru Новости, Газета.Ru. Дата обращения: 12 декабря 2024.
- ^ Минприроды и РУВИКИ запустили проект о заповедниках, ВЗГЛЯД.РУ. Дата обращения: 12 декабря 2024.
- ^ 1, 2 Владимир Медейко : «Мы не считаем «Википедию» нашим конкурентом», Ведомости. Дата обращения: 12 декабря 2024.
- ^ 1, 2, 3 В России запускается энциклопедия «Рувики». Её создатель — о хейтерах и о том, почему её не стоит путать с «Википедией» // Lenta.ru. — 2023. — 29 июня.
- ^ 1, 2 На РИФ презентовали «Википедию» на российских серверах // Lenta.ru. — 2023. — 24 мая.
- ^ «Рувики» и VK объявили об интеграции, Lenta.RU. Дата обращения: 12 декабря 2024.
- ^ Директор российской «Википедии» уволился из-за «Свободной энциклопедии» // РБК. — 2023. — 24 мая.
- ^ 1, 2, 3 В «Рувики» появятся пометки «Выверенная статья» и «Рецензированная статья» // РИА Новости. — 2023. — 29 июня.
- ^ Ученые РАН будут участвовать в рецензировании статей интернет-энциклопедии «Рувики». ТАСС (7 сентября 2023). Дата обращения: 13 сентября 2023.
- ^ Аналог русскоязычной «Википедии» заработал в тестовом режиме. ТАСС (26 июня 2023).
- ^ Российский аналог «Википедии» вышел из бета-тестирования, TACC (15 февраля 2024). Дата обращения: 5 марта 2024.
- ^ 1, 2 Александр Чернов. В «Рувики» рассказали об обновлении энциклопедии и новом спецпроекте. ГАЗЕТА.RU (8 апреля 2024).
- ^ В «Рувики» добавили искусственный интеллект на базе Yandex GPT, Известия (3 октября 2024). Дата обращения: 12 декабря 2024.
- ^ Портал РУВИКИ и "Яндекс" получили премию "Герои Рунета", Вести (12 декабря 2024).
- ^ В арт-парке «Никола-Ленивец» в Калужской области возвели «Умнохранилище». Газета.ru (27 июля 2023). Дата обращения: 1 августа 2023.
- ^ Онлайн-энциклопедия «Рувики» представила объект «Умнохранилище» на фестивале "Архстояние". Блог сайта «Газета.ru» (27 июля 2023). Дата обращения: 1 августа 2023.
- ^ Ольга Иванова. На фестивале «Архстояние» представили арт-объект «Умнохранилище». Деловая газета «Взгляд» (27 июля 2023). Дата обращения: 1 августа 2023.
- ^ В московском метро запустили «Познавательный поезд РУВИКИ». ntv.ru. НТВ (7 декабря 2023). Дата обращения: 8 декабря 2023.
- ^ Арина Орлова. РУВИКИ запустила акцию «Ваши герои – наша история!» LENTA.RU (7 мая 2024).