Юханшыв çăлкуçĕ Дырино ял патĕнче вырнаçнă. Курцево ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, пысăккисем çук. Дырино ялĕнче юханшыва пĕвеленĕ.
Лемша малтан кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать, кайран, Тихăй (выр. Тихая) ял патне çитеспе икĕ çухрăм юлсан хĕвеланăçнелле çул тытать.