Руджеро Леонкавалло

Руджеро Леонкавалло (итал. Ruggero Leoncavallo; 1857 ҫулхи акан 23-мӗшӗ, Неаполь1919 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ, Монтекатини-Терме) — Итали композиторӗ.

Кун-ҫулӗ

Ашшӗ — Винченцо Леонкавалло, судья; амӑшӗ — Вирджиния д’Аурио, Неапольти художник-кӳлепеҫӗсен ҫемьинчен тухнӑ[6].

Неаполь консерваторинче Лауро Росси патӗнче композици класӗнче тата Беньямино Чези патӗнче фортепиано класӗнче вӗреннӗ. 1878 ҫулта Болонья университечӗн литература уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Джозуэ Кардуччи патӗнче вӗреннӗ, литература докторӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[7].

Яш чухне питӗ чаплӑ пианист-аккомпаниатор пулнӑ; Леонкаваллӑпа Энрико Карузо пӗрле ларса инструментпа каланисем ҫырӑнса юлнисем пур. Аккомпаниатор пек Англире, Францире, Германире, Голландире, Египетра гастрольте пулнӑ. Пӗр вӑхӑт, юрӑ-кӗвӗ хайлама пӑрахмасӑр, ҫынсене юрлама вӗрентнӗ[7].

Пултарулӑхӗ

Опера таврашӗ хайланӑ май веризм стильне кӑмӑлланӑ.

Вӑл 20 ытла опера авторӗ, вӗсенчен чи палли — «Паяцсем» (Леонкавалло либретти, 1892, «Даль Верме» театрӗ, Милан). Ҫавӑн пекех вӑл хайланӑ «Богема» (1897; ячӗн пӗр варианчӗ — «Латин кварталӗн пурнӑҫӗ»), «Заза» (1900), «Цыгансем» (1912), «Эдип патша» (1920, туса пӗтермен) оперӑсене те халӑх аван пӗлет. «Кӗл чечексен пӗчӗк патши» (1912) опереттӑн, «Марионетка пурнӑҫӗ» балетӑн (1900 ҫул патнелле), романссемпе юрӑсен, фортепиано хайлавӗсен авторӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ruggiero Leoncavallo // Filmportal.de — 2005.
  2. ^ Ruggero Leoncavallo // Theaterlexikon der Schweiz (нем.) / Hrsg.: A. Kotte
  3. ^ 1, 2 Leoncavallo, Ruggiero (англ.) // The Enciclopædia Britannica — 12 — London, New York City: 1922. — Vol. XXXI English History to Oyama, Iwao. — P. 757.
  4. ^ Ruggero Leoncavallo // Encyclopædia Britannica (англ.)
  5. ^ 1, 2 Archivio Storico Ricordi — 1808.
  6. ^ Руджеро Леонкавалло. Биография. Сайт Н. В. Дроздовой. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Руджеро Леонкавалло (Ruggero Leoncavallo). Классическая музыка (5 кӑрлачӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Леонкавалло, Руджеро статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Темӑпа ҫыхӑннисем