Лине Велта Мартыновна

Ве́лта Марты́новна Ли́не (лат. Velta Līne; 1923—2012[1]) — совет тата латыш актриси. СССР халӑх артисчӗ (1973). 2 Сталин преми (1948, 1951) лауреачĕ.

Биографи

1923 çулта çурлан 28-мĕшĕнче (тепĕр çăлкуçсенче — пуш, 28[2]) Ригăра çуралнă.

Ашшĕ ĕçлесе укçа тунă, амăшĕ киле тытса пынă, çемьере виçĕ ача ӳснĕ. Çулла Велта тĕрлĕ хуçа патĕнче кĕтӳçре вăй хунă. Çамрăклах театра юратнă. 1946 çулта Ригăри Халăх театрĕнчи драма студинче вĕренсе тухнă.

1945 çултанпа — А. Упит ячĕллĕ Латви ССР Ппатшалăх театрĕн (халĕ Латви Наци театрĕ) актриси. Латыш тата тĕнчери драматургинчи классикĕсен пьесисенче хĕрарăмсен чи лайăх ролĕсене сăнарланă.

Латви ССР кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ[3]

ССКП пайташĕ (1953). СССР Аслă Канашĕн 9—10 чĕнĕвĕсен (1974—1984), Латви ССР Аслă Канашĕн 3—4 чĕнĕвĕсен депутачĕ.

Çемье

Асăнмалăх

  • 2008-па Наци театрĕнче юрату пирки лайăх вылянă актрисăна ятарлă Велта Лине çăрине.

Литература

  • Viktors Hausmanis. Velta Līne. — Riga: Zinātne, 1986. — 214 lpp. (латыш.)