Логика

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Логика хăйĕн тĕп темисемпе паллаштарать. Грегор Рейш ĕçĕ.

Логика (грек λογική, λόγος сăмахĕнчен — сăмах, шухăшлав), — тĕрĕс шухăшлаттарма вĕрентекен ăслăлăх.[1]

Сосредоточени тăн карчĕсен свойстви пулса тухать. Тăн карчĕсем пиллĕк: çапкаланчăк, мăка, йĕркесĕр тĕллевлĕ, пăнчăра пуçтарăннă, чарăннă.Вĕсенчен йĕркесĕр тĕллевлĕ тăн сапаланса ирĕлсе пĕтет.

Пăнчăра пуçтарăннă тăн объектсене мĕнле пур, çавăн пек реально çутатса кăларать, аффектсене пĕтерет, тăн малалла сарăлса каяссине чарас тĕллев лартать. Çакăн пек тăн тăватă модуспа çыхăнса ĕçлесе тăрать - уйăрасси,рефлекси,савăклăх тата хăйлăх. Тăн функцийĕсем чарăнса ларсан тăнсăр сосредоточени килсе тухать.

Тăн хăйĕн туртăмĕсем тасаллă, активлă е инерциллĕ пулнипе виçĕ модаллă пулать. Тăн энергийĕне объектсем улшăнтараймаççĕ те, пĕтереймеççĕ те - объектсем хăйсем хăйсене кăтартаççĕ, тăн таса та вĕçĕмсĕр.

Çапла вара тăн чарăнмасăр çаврăнса ĕçлесе тăрать. Тăн хăйĕн функцийĕне ĕçлесе тултарсан хăйĕн пĕртанлăхне куçать е космос циклĕн вĕçĕнчи сăлтавĕнче ирĕлсе пĕтет. Тăн хусканăвĕсем пилĕк тĕрлĕ пулаççĕ - чăн пĕлни, аташни, менталла конструкцилени, ыйăх тата ăс.

Чăн пĕлни - сисни, шухăшласа тупни тата авторитела кăтартса пани.Сисĕмсене туйни чăн пĕлнин çăлкуçĕ пулса тăрать, вăл тăн тулашри объект хăйне палăртнине сисĕм органĕсен каналĕсем урлă куçарнă чух палăрать.Туйнин тĕп функцийĕ - объектсенчи спецификана палăртасси.

Шухăшласа тупни - логикалла вывод тăвас текен пĕр класлă элементсен хушинчи çыхăнусене объект вырăнĕнче палăртакан тăн хусканăвĕ,вăл тĕрлĕ класлă элементсем хушшинче çук.Унăн тĕп функцийĕ - пĕрпĕтĕмлĕхе палăртса лартасси.

Авторитетла кăтартни - аторитетлă этем курнă е логикалла кăларнă объект,вăл ăна сăмахсемпе каласа хăйĕн пĕлĕвне урăх этеме куçарса парать, итлекенĕн тăн пулăмĕ сăмахсене итлесе тупăнса, вĕсен пĕлтерĕшне объектласа пани авторитетла кăтартни пулать. Авторитетла кăтартнине ĕненмесĕр тăма е улшăнтарма май çук. Авторитетла этем е шанма çук, е хăй курман, е логикалла кăларман объектсем çинчен пĕлтерсе калать пулсан унăн кăтартăвĕ силленчĕк пулса тăрать.

Аташни - объектăн хăйĕн мар форми çинчен кăларнă суя пĕлни. Аташнине чăн пĕлни урлă сирсе яма пулать.Тĕслĕх - эпир куçпа икĕ уйăх та курма пултаратпăр, анчах реально уйăх пĕррĕ çеç.

Менталла конструкцилени , унăн объективлă основа çук чухне ,автортетла кăтартнин чăнлăхĕн шайĕнчен тухать.Вăл чăн пĕлни е аташни патне пымасть.Вăл ăсласа кăларнă конструкци, çавăнпа унпа сăмахсен хушшинче усă курма пулать.

Ыйăх - тăн уйрăм хусканăвĕ,пĕлмеллисем çукки çинче тытăнса тăрать.Çак тăн хусканăвĕ уйрăм опыт пулать, мĕншĕн тесен вăрансан ăсра палăрса тухать.Сăлтавсăр ун пек пулмасть.

Ăс - иртнĕ опыта çухатманни.Ăс объектăн формине тата ăнланнин процессне пĕрлештерет.Çакăнта интеллект- ăнланнин процессĕн формипе, ăс- объектăн формипе тĕпрен палăрса тăрать. Ăс икĕ тĕрлĕ - асăнни курăнланса е курăнланмасăр тăрать.Ыйăхра асăни курăнланса тăрать, çывăрман чухне курăнланмасăр тăрать.Çак асăнусем опытран çуралса тухаççĕ.Тăн хусканăвĕн формисем хăйсен тĕпĕнче - савăнни, хурланни тата анрани.

Тăн юхăмĕ икĕ еннелле юхать - ырлăх е усаллăх патне.Юхăм хускалмасăр юхсан тăн сарăлса çаврăнма чарăнать, вара тикĕслĕх пуçланать.

Туйăм объекчĕсен[хĕрарăмсем,апат,власть, çӲлти пурнăç ...] çитменлĕхĕсене пĕлекенсем вĕсене шута илмеççĕ те.

Уйăрасси - тăн объекчĕн тӳрккес опычĕ, рефлекси - çинçе опыт. Савăклăх - шалти çĕкленӳ. Хăйлăх - хамăрăн «эп» тăнпа пĕрленни. Тăнсăр сосредточени - тăн хусканăвĕ чарăнса ларни, вăл сисĕмсем пĕтсен(пĕтерсен) килсе тухать.

Чир, апати,иккĕленни,тимсĕрлĕх,юлхавланни,чарусăрлăх,суя ăнланни, тĕллев тупайманни,стабильность çухални тăна сапаланчăк тăваççĕ.Çак чăрмавсем тăн хусканăвĕсем чарăнсан пĕтеççĕ. Чир - шалти органсен шайлашăвĕ ванни. Апати - тăн функцисене пурнăçлайманни. Иккĕленни - пробламан икĕ енне те пĕр вăхăтра виçни ( ун пк те плма пултарать, кун пек те пулма пултарать). Тимсĕрлĕх - интерес çукки. Юлхавланни - ӳт е тăн йывăррине пула ним те туманни. Чарусăрлăх - сисĕм объекчĕсемпе пĕрлешме туртăнни. Суя ăнланни - йăнăш пĕлӳ . Тĕллев тупайманни - тепĕр карт çине куçайманни. Стабильность çухални - тăн килсе çитнĕ карт çинче фиксациленейменни.

Хурланни виçĕ тĕрлĕ пулать - шалти сăлтавсене пула, урăх существосене пула, естестволла мар япаласене пула.Çак явленисем сапаланчăк тăнра пулаççĕ.Вĕсене туйăмсăрлăха çирĕплетсе пусарма пулать. Чĕрчунсене юратса,хурланакансемпе пĕрлешсе,пулăшакансене савăнса,урăхлисем çине туймасăр туса пырсан таса качество килсе тухать, çак тăнăçлăх патне илсе çитерет.

Литература

  • Шаблон:НФЭ

Тĕпченисем

  • Гуссерль Э. . — Новочеркасск: Сагуна. — 357 с. — ISBN ISBN 5-7593-0138-1.
  • Васильев Н. А. . — Наука. — 264 с. — 6200 экз. — ISBN 5-02-007946-4.

Вĕренӳ тата хыпар литератури

Литература, логика историпе

  • Бажанов В. А. История логики в России и СССР. — М.: Канон+, 2007. — 336 с. — ISBN 5-88373-032-9
  • Маковельский А. О. История логики 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.. — М., 1967. — 504 с.
  • Попов П. С. История логики нового времени. — М., Издательство МГУ, 1960.
  • Стяжкин Н. И. Формирование математической логики. — М., 1967.
  • Scholtz H. Geschichte der Logik, 1931. (Concise History of Logic. — New York, 1961).
Литература, китай логикипе
  • Спирин B. C. О «третьих» и «пятых» понятиях в логике древнего Китая // Дальний Восток. Сборник статей по филологии, истории, философии. — М., 1961.
  • Кроль Ю. Л. Спор как явление культуры древнего Китая // Народы Азии и Африки. — 1987. — № 2.
  • Крушинский А. А. Имена и реалии в древнекитайской логике и методологии (Обзор) // Современные историко-научные исследования: наука в традиционном Китае. — М., 1987.
  • Пань Шимо (КНР). Логика Древнего Китая (краткий очерк) // Философские науки. — 1991. — № 12.
  • Чжоу Юньчжи. Основные вехи развития древнекитайской логики мин бянь, её главные особенности и реальные достижения // Рационалистическая традиция и современность. Китай. 1993. №. — С. 152—178.
  • Крушинский А. А. Логика «И цзина». Дедукция в древнем Китае. — М., 1999.
  • Кварталова Н. П. Логические идеи трактата «Гунсунь Лун-цзы» // Человек и духовная культура Востока. Альманах. Вып. I. — М., 2003. — С. 167—172.
  • Кобзев А. И. Школа имен (мин цзя): коллизия логики и диалектики // Китай в диалоге цивилизации: К 70-летию академика М. Л. Титаренко. — М. 2004. — С. 550—557.

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Шаблон:Логика