Геометри
Геометри (грек γη — Çĕр, μετρηω — виçетĕп) — математикăн уçлăхри хутшăнусене тĕпчекен тата пĕрлештерекен уйрăмĕ.
Геометри уйрăмĕсем
- Элементарлă геометри — пăнчăсен, йĕрсен, çийсен, çавăн пекех çий çинчи тата уçлăхри кӳлепесен геометрийĕ.
- Планиметрирен тата стереометрирен тытăнса тăрать.
- Аналитикăлла геометри — координатсен меслечĕн геометрийĕ. Вăл аффинла е Декартла координатсенче алгебрăллă танлаштарусемпе, алгебра меслечĕсемпе палăртнă йĕрсене, векторсене, кӳлепесене тата улăштарусене тĕпчет.
- Дифференциаллă геометри тата топологи дифференциленекен функцисемпе палăртнă йĕрсене, çийсене, çаплах вĕсен куçарнă улăштăрăвĕсене тĕпчет.
- Топологи — пĕлтерĕшпе татти-сыпписĕрлĕх (татăлмилĕх) çинчен пĕтĕмĕшле ăслăх.
Истори
Геометрие пуçарса яракансем тесе икĕпатсенчен çĕре, кĕлеткесен калăпăшне виçессине вĕренсе ăслăх туса хунă авалхи грексене асăнма пулать. Ку тăрăм япаларăшсен капĕпе вырнаçăвне çеç шута илсе ытти пахалăхсемпе енсенчен абстракциленнипе пулса иртнĕ. Рецептсенчен пĕрлехи виçеллĕ саккунсене туса хурсан тин геометри ăслăх шайне куçать. Геометрири пĕрремĕш систематика тата çирĕплетӳ ĕçĕсене грексем туса хатĕрленĕ. Чи сумлă вырăнта п. эрч. 300 Евклид хатĕрленĕ «Пуçламăшсем» тăраççĕ. Çак ĕç халĕ те аксиоматика меслечĕпе каласа кăтартнă тĕслĕх шутланать: унта шухăшсене тӳррĕн кăтартнă тата çирĕплетмелле мар нумаях мар шухăшсенчен — аксиомăсенчен — логика йĕркипе аталантарнă.
Литература
- Комацу, Мацуо. . — М.: Знание.
- Левитин, К. Е. . — М.: ИД «Камерон». — 216 с. — ISBN 5-9594-0023-5.
- Шаль, Мишель. [[:s:Исторический обзор происхождения и развития геометрических методов|]]. — М.: М. Катков.
- . — М.: Наука. — Т. I.
- . — Наука. — Т. II.
- . — М.: Наука. — Т. III.
- . — М.: Наука. — Т. 2.
- . — М.: Физматгиз. — 568 с.
- . — М.: Наука. — 624 с.
Çавăн пекех
Каçăсем
- Вырăс чĕлхиллĕ геометри ресурсĕсем 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Уçă Каталогра.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Математика уйрăмĕсем |
||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
«Ăслăх» портал | ||||||||||||||
| ||||||||||||||
| ||||||||||||||
Шаблон:Маякилтерĕш математика | ||||||||||||||
|
Ирĕклĕ çичĕ ӳнер |
|
---|---|