Логунов Денис Юрьевич

Логунов Денис Юрьевич (ҫур. 1978 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ, Бишкек) — Раҫҫейри ӑсчах-микробиолог, медицина микробиологийӗн специалисчӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (2011), РАН пайташ-корреспонденчӗ (2016). Н. Ф. Гамалеи ячӗллӗ Патшалӑх тӗпчев эпидемиологипе микробиологи тӗпӗн ӑслӑх енпе ӗҫлевӗн пуҫлӑхӗн улӑштаравҫи, пайрăм микробиологи лабораторийӗн пуҫлӑхӗ. РФ Патшалӑх ӑҫлӑх тата технологисен парнин лауреачӗ(2020).

Вӑл ертсе пынипе Н. Ф. Гамалеи ячӗллӗ НИЦЭМ COVID-19 хирӗҫ пӗрремӗш Раҫҫей вакцинине шутласа кӑларнӑ (Гам-КОВИД-Вак, суту-илӳ палли «Спутник V»).

Пурнӑҫӗ

1978 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Фрунзе хулинче (халӗ вӑл Бишкек) ҫуралнӑ.

2000 ҫулта Курск патшалӑх медицина университечӗн биотехнологи факультетӗнчен, «Биомедицина инженерийӗ» кафедринчен вӗренсе тухнӑ[1].

2002 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх биотехнологийӗн НИИ-нче кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Диссертацин теми: «Сӗтпе ҫӳрекенсен тата кайӑксен организмӗнче генетика информацийӗ экспрессийӗ валли кайӑксен CELO рекомбинантлӑ аденовирусӗсене конструкцилени». Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.

2003 ҫултанпа Д. И. Ивановский ячӗллӗ вирусологи НИИ-нче ӗҫленӗ. 2014 ҫулта ҫак института Н. Ф. Гамалей ячӗллӗ НИЦЭМ йышне кӗртнӗ[2].

2011 ҫулта Н. Ф. Гамалей ячӗллӗ НИЦЭМ-ре доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Диссертацин теми: «Микоплазма инфекцийӗ вӑхӑтӗнче транскрипци регуляторӗсен p53 тата NF-kB активносчӗн модуляцийӗ эукариот клеткисем трансформацийӗ тата опухоль прогрессийӗ валли фактор пек». Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулса тӑнӑ.

2016 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспондентне(выр.)чăв. суйланӑ[3].

2019 ҫулта II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.

2020 ҫулта кӑшӑлвирусран пулӑшакан Раҫҫей вакцинине ӑсталас ушкӑна ертсе пынӑ. Вӑл ертсе пынипе Н. Ф. Гамалей ячӗллӗ НИЦЭМ-ре коронавирус хирӗҫ пӗрремӗш Раҫҫей вакцинине ӑсталанӑ (Гам-КОВИД-Вак, суту-илӳ марки «Спутник V»)[4].

2021 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче 2020 ҫул валли ӑслӑлӑхпа технологи енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.

2022 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн академикне суйланӑ[3].

2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Н. Ф. Гамалей ячӗллӗ эпидемиологипе микробиологи наци тӗпчев центрӗн (НИЦЭМ) директорӗ пулса тӑнӑ. Ку вырӑнта вӑл центрӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи пулса ӗҫлеме куҫнӑ Александр Гинцбурга улӑштарнӑ[5][6].

Хисепӗсем

  • 2020 ҫул валли ӑслӑлӑхпа технологи енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗ. Ку премипе ӑна Эбола лихорадкипе ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен (COVID-19) пулӑшакан эффективлӑ рекомбинантлӑ вакцинӑсем ӑсталанӑшӑн тата вӗсене практикӑна кӗртнӗшӗн, Эбола вирусӗн гликопротеинӗн генне тата SARS-CoV-2 вирусӗн S-белокӗн генне кӗртмелли вирус системисене конструкциленӗшӗн тивӗҫтернӗ[7].
  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ ятарлӑ кӑларӑм «КГМУ БИОТЕХНОЛОГИ ФАКУЛЬТЕЧӖ 25 ҫулта» , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнчи копийӗ, КУРСК МЕДУНИВЕРСИТЕЧӖН ХЫПАРӖСЕМ, 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  2. ^ Кам кам пулни. Раҫҫей Федерацийӗн статуслӑ элити. Справочник. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Логунов Денис Юрьевич. Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ "Спутник V" аталантараканӗ: (2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ Гамалея центрӗн ертӳҫи Денис Логунов пулса тӑчӗ (2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  6. ^ Н. Ф. Гамалея ячӗллӗ НИЦМ-ре ертӳҫӗ улшӑннӑ. Medvestnik.ru (2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 09.06.2021 № 336 Указӗ ∙ Право акчӗсене официаллӑ пичетлени ∙ Право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗ. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.

Каҫӑсем