Луи Дагер

Луи Жак Манде Дагер (фр. Louis Jacques Mandé Daguerre, 18 чӳк 1787 — 10 утӑ 1851) — франци ӳнерҫи, химикӗ тата ӑславҫи, фотографи шутласа кӑларакансенчен пӗри.

Кун-ҫулӗ

Дагер химиллӗ япаласемпе чылай тӗпчевсем туса пӑхнӑ, кайран Нисефор Ньепс ҫинчен пӗлнӗ, лешӗ те ҫавӑн пек ыйтусемпе кӑсӑкланнӑ. Дагер ун патне ҫыру ҫырса ярать, вара Ньепс ӑна пӗрле ӗҫлеме килӗшӳ тума сӗнет. 1820-ҫулсенче вӑл Ньепспа пӗрле фотографи меслетне уҫас тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ. 1833 ҫулта Ньепс вилсе кайнӑ.

Дагеротипине Дагер ун хыҫҫӑн тин, ӑнсӑртран тенӗ пек, яланхи пек ҫӗнӗ тӗпчевсемпе аппаланнӑ вӑхӑтра уҫнӑ.

Вуламалли

  • Гершун А. Л. Дагерр, Луи Жак // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Буринский В. Ф. Дагерр и Ниэпс, их жизнь и открытия в связи с историей развития фотографии : биографические и популярно-научные очерки. - СПб., 1893.