Лукиянов Викентий Анатольевич

Лукиянов Викентий Анатольевич (1970 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ, Аслӑ Чурачӑк, Комсомольски районӗ) — чӑваш художникӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн художниксен пӗрлӗхӗн членӗ (2005), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2013)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Викентий Анатольевич 1970 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑкра ҫуралнӑ[2].

Викентий мӗн ачаранах ашшӗ вӑл е ку япалана ӑсталанине сӑнанӑ, ҫапла май унӑн художник пулас ӗмӗт ҫуралнӑ. Хӑйен ӗмӗтне вӑл 6-мӗш класра ӳкерме пуҫланӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ темелле. Малтан хӑйне килӗшнӗ сӑнсене ӳкернӗ, каярах асра юлнӑ самантсене тата натурӑран ӳкерме пуҫланӑ. Рисовани урокӗсем 7-мӗш класчен кӑна пытӑ пулин те Викентий кӑмӑллакан ӗҫе пӑрахман. Килӗнче йӗри-тавра унӑн картинисем ҫакӑнса тӑнӑ[2].

Ялти шкултан 1987 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1988 ҫулта совет ҫарне хӗсмете кайнӑ, Украинӑра пулнӑ. Ҫарта пулнӑ пулин те юратнӑ ӗҫне пӑрахман, политпайра художник пулса тӑрӑшнӑ[2].

1990 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ те 1994 ҫулта рисованипе черчени вӗрентекенӗн специальноҫне илсе институтран вӗренсе тухнӑ[2].

Хӑйӗн пӗрремӗш куравне «ЧАЗ» УАО клубӗнче йӗркеленӗ. Курав ӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна художник пек ӗҫе илнӗ[2].

Пӗрремӗш куравне йӗркеленӗ хыҫҫӑн вӑл вунӑ ытла персоналлӑ курав йӗркеленӗ, вӗсем Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче те иртнӗ. Тӗслӗхрен, 1993 ҫулта унӑн «Атӑл ҫинчи хумсем» ӗҫне Чулхулара иртнӗ «Аслӑ Атӑл» куравра кӑтартнӑ[2].

2005 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн художниксен пӗрлӗхӗн членӗ пулса тӑнӑ[2].

Ҫемье

Амӑшӗ — Мария Николаевна, ял администрацийӗнче ӗҫленӗ[2].

Ашшӗ — Анатолий Данилович, плотник пулса ӗҫленӗ[2].

1993 ҫулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн 3 курсӗнче вӗреннӗ чухне, авланнӑ, ҫапла май куҫамсӑр меслет ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн унӑн пӗр ҫулталӑк ытларах вӗренме тивнӗ. Каярахпа вӗсен ҫемйинче виҫӗ ача ҫуралнӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Викентий Лукияновӑн официаллӑ сайчӗ (выр.).
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Тарханское сельское поселение Батыревского района. Лукиянов Викентий Анатольевич (выр.).

Каҫӑсем