Лымарев Александр Андреевич

Лымарев Александр Андреевич (ҫур. 1983 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей кинопа театр актёрĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлĕ

1983 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Пиллĕк çултанах степ ташшипе хăтланнă. Унăн пĕрремĕш вӗрентӳçи ват кукаçи — РСФСР халӑх артисчӗ Сергей Александрович Русанов.

1993 çулта Александр Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Иванович Кирсанов патĕнче степ ташлама вĕренет. 1996 çулта Европăри степ чемпионатĕнче Александр бронза медале çĕнтерсе илет. Ку унăн пĕрремĕш ăнăçăве пулать. 1997 çулта Александр Лымарев тата Кирсанов патĕнче вĕренекен Антон Молотков «Братья ПарАвозовы» степ-дуэт йĕркелеççĕ. Çичĕ çул хушши вĕсем хăйсен программипе Мускавăн каçхи клубĕсенче ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш вĕсем «Тропикана» ресторанра пуçлаççĕ.

Есть брат бас-гитарист, который играет в группе «Глюкоза».

Совет Союзӗн Паттӑрӗсен Зоя тата Александр Космодемьнскисен ячӗллӗ Мускаври 201-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Артист профессине суйлама РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ Зинаида Кулакова, вӗсен класс ертӳҫи ӑс панӑ[1]. Вӗсене физикӑна РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ тата маттур фотограф Г. М. Черных вӗрентнӗ.

В. И. Кирсанов канашĕпе, Александр 15 çултанпа тимлĕнех театр училищине кĕме хатĕрленме тытăнать. Гуманитари колледжран вĕренсе тухсан вăл Тĕнчери славян институчĕн актёр факультетне, Ю. М. Авшаровăн курсне пĕлӳ пухма кĕрет. 1-мĕш курса вĕçлесен Александра Родион Овчинников ăна Б. Щукин ячӗллӗ театр училищине(выр.)чăв. хăйĕн курсне чĕнет.

Пуларулăх ĕçĕ-хĕлĕ

2003 çулта, тăваттăмĕш курсра вĕренекенскер, Александр Леонид Марягин режиссёрăн «Здравствуй, столица!» фильмĕнче Сева Мокшин тĕп рольне сăнарлать. Çав çултах Александр Лымарев криминаллă «Медовый месяц» мелодрамăра тĕп роле вылять. Ăнчах та çамрăк актёр 2004 çулта РЕН ТВ(выр.)чăв. телеканалра «Солдаты» сериалта Михаил Медведев салтака выляса паллă пулать. 2006 çулта украин режиссёрĕн Александра Кириенкăн «Сăрă тӳпе» фильмĕнче Марк Задуха Киев кĕпернетĕрĕн ывăлĕн тĕп рольне вылять. 2007 çултанпа Александр А. Арбузов пьесипе хатĕрленĕ «Ватă Арбатăн юмахĕсем» спекталĕнче вылять, 2009 çултанпа «Самая, самая» пьесинче тăрăшать. А. Лымарев «Барин, пора жениться» спектакльте вылять.

Кунсăр пуçне вăл фотографипе, компьютерпа тата графикăпа кăсăкланать.

Фильмографи

  • 2003 — Здравствуй, столица! — Сева Мокшин
  • 2003 — Медовый месяц — Женя
  • 2003 — Пятый ангел — эпизодическая роль
  • 2004-2005 — Солдаты 1-3 — рядовой/младший сержант/сержант Михаил Медведев
  • 2005 — Аэропорт — растаман Алик
  • 2006 — Плата за любовь (Аве Мария) — Михаил Лихачёв
  • 2005-2006 — Солдаты 5-10 — бизнесмен, депутат Михаил Медведев
  • 2006 — Оранжевое небо / укр. Помаранчеве небоМарк Задуха
  • 2006 — Рельсы счастья — Сергей, дезертир
  • 2006 — Угон — Саня
  • 2007 — Возвращение Турецкого — Андрей Черкасов (серия «Граффер»)
  • 2007 — Нулевой километр — Костя
  • 2007 — Свой-чужой — Егор Якушев
  • 2008 — Застава Жилина — Павел Юрьевич Жилин
  • 2008 — Божья матерь в кровавых снегах — Илья
  • 2008 — Игра — вратарь Цыбинский
  • 2008 — Платон — Антон
  • 2008—2010 — Обручальное кольцо — Володя, бывший водитель Гаврилова
  • 2011 — Товарищи полицейские — Михаил Гурин
  • 2011 — Операция «Горгона» — мотоциклист Ваня, старший лейтенант по званию, циркач-каскадёр
  • 2011 — Я тебя никогда не забуду — Бажан Андрей
  • 2015 — Чужое лицо — Андрей
  • 2018 — Жёлтый глаз тигра
  • 2019 — Гадалка (861-я серия) — Владимир
  • 2020 — Калашников — старший лейтенант Анатолий
  • 2020 — Новенький — Роман
  • 2020 — Новенький 2 — Роман
  • 2024 — Змеиный полдень — Павел Соболев
  • 2024 — Переведи её через Майдан — Свят
  • 2025 — Одесса — фильм в производстве

Театр

  • «Сказки старого Арбата»;
  • «Самая, самая»;
  • «Барин, пора жениться»;
  • «Семейная фотография»[2].

Хисепӗсем

  • Европăри степ чемпионачĕн бронза медалӗ (1996);
  • Ялтăри VI Пӗтӗм тĕнчери продюсер фильмĕсен фестивалĕнче «Чи лайӑх арçын ролĕ» номинацире «Оранжевое небо» илемлĕ фильмри рольшĕн (2006) тӗп парне;
  • Тверь хулин XVI «Çăлтăрлăх» кинофестивалĕн этем пĕрлĕхĕн жюри «Нулевой километр» (2008) фильмри Костя ролĕшĕн «Чи лайӑх арçын ролĕ» номинацире «Ылтăн Çăлтăр» парне[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ .::Неофициальный сайт Александра Лымарева::. - Биография. lymarev.ucoz.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  2. ^ ::Неофициальный сайт Александра Лымарева::. - Спектакли. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
  3. ^ Кинофестиваль «Созвездие»