Лядова Елена Игоревна
Елена Игоревна Лядова (ҫур. 1980 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Моршанск, Тамбов облаçĕ) — Раҫҫей театрпа кино актриси. Виҫшер хутчен «Ника» тата «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парнисен лауреачӗ, Мускав кинофестивалӗн чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн (2015) тата «ТЭФИ» (2016) парнисен лауреачӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1980 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Тамбов облаҫӗнчи Моршанск хулинче ҫар инженер-разведчик тата экономист ҫемьинче ҫуралнӑ. Елена ача чухнех ҫемье арканнӑ, амӑшӗпе хӗрӗ Мускав облаҫӗнчи Одинцовӑна пурӑнма куҫнӑ. Унта Елена пӗрремӗш класа кайнӑ. Унӑн 17 ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗ Никита Лысенко пур. Ҫавӑн пекех Щепкин училищинчен вӗренсе тухнӑ та актёр карьерине пуҫланӑ[1].
М. С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче(выр.)чăв. 2002 ҫулта вӗренсе тухнӑ та ӑна Мускав ҫамрӑксен театрӗн(выр.)чăв. труппине илнӗ, унта вӑл вунӑ ҫул хушши ӗҫленӗ. Г. Яновская режиссёрӑн «Трамвай «Желание» (2005) (уншӑн ана «Ылтӑн питлӗх» преми илме те тӑратнӑ), К. Гинкасӑн «Роберто Зукко» (2007) спектаклӗсенче тӗп рольсене вылянӑ тата урӑх спектакльсене хутшӑннӑ[2].
Кинора пӗрремӗш хут 2005 ҫулта Алексей Учитель режиссёрӑн «Космос как предчуствие» фильмӗнче ӳкерӗннӗ.
2012 ҫулта Андрей Звягинцевӑн «Елена» фильмӗнчи тӗп геройӑн хӗрӗн сӑнарӗшӗн «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» тата «Ника» парнесене тивӗҫнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан каллех «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» тата «Ника» парнесене тивӗҫнӗ «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире, ку хутӗнче Александр Велединский режиссёрӑн «Географ глобус пропил» фильмӗнчи тӗп хӗрарӑм сӑнарне калӑпланӑшӑн. 2015 ҫулта каллех ҫак премисене Андрей Звягинцевӑн «Левиафан» фильмӗнчи ролӗшӗн тивӗҫнӗ.
2015 ҫулта качча кайсан, хӑйӗн мӑшӑрӗ-актёрӗн Вдовиченковӑн директорӗ-продюсерӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн актёр карьерине те хастар малалла тӑсать.
Харпӑр пурнӑҫ
Студент чухне Илья Исаевпа(выр.)чăв. роман пулнӑ[3].
Гражданла мӑшӑрланура 8 ҫул Александр Яценко(выр.)чăв. актёрпа пурӑннӑ, вӗсен романӗ «Солдатский декамеро» фильмпа ӗҫленӗ вӑхӑтра пуҫланнӑ[4].
2015 ҫулта Владимир Вдовиченковпа «Левиафан» фильмӗпе ӗҫленӗ тапхӑрта паллашнӑ та качча тухнӑ[5]. Пӗтӗмӗшле ачасем ҫук, Вдовиченковӑн унчченхи икӗ мӑшӑрлануран ывӑлӗ Леонид тата хӗрӗ Вероника пур[1].
Театрти рольсем
- 2005 — «Трамвай „Желание“», реж. Г. Яновская — Стелла
- 2007 — «Роберто Зукко», реж. К. Гинкас — хӗрача
Фильмографи
| Год | Название | Роль | |
|---|---|---|---|
| 2005 | ф | Космос как предчувствие | Римма |
| 2005 | ф | Собака Павлова | Ксюша |
| 2005 | ф | Солдатский декамерон | Марина |
| 2007 | ф | Изгнание | Вера (голос) |
| 2007 | с | Завещание Ленина | Галина Коваль |
| 2008 | ф | Защита | Татьяна Калитина |
| 2009 | с | Братья Карамазовы | Грушенька |
| 2009 | ф | Бубен, барабан | подруга |
| 2009 | с | Возвращение Синдбада | Эля Шахова |
| 2009 | с | Исчезнувшие | Галка |
| 2009 | тф | Любка | Любка |
| 2009 | ф | Любовь на сене | Надя Лемешева |
| 2009 | с | Московский дворик | Светка |
| 2010 | тф | Когда зацветёт багульник | Анна Седова |
| 2010 | тф | Крыса | Наталья Сорокина-Лефабье |
| 2010 | ф | Метель | Маша |
| 2010 | тф | Плен страсти | Мария (Мура) Закревская |
| 2011 | ф | Елена | Екатерина |
| 2011 | тф | Биение сердца | Нина Ильина |
| 2011 | ф | Я дождусь | Клава Синцова |
| 2012 | с | Инкассаторы | Вера |
| 2012 | с | Отрыв | Рада |
| 2012 | с | Время Синдбада | Эля Шахова |
| 2012 | ф | Соло на саксофоне | Вика |
| 2013 | ф | Везучая | Ирина Боярова |
| 2013 | ф | Географ глобус пропил | Надежда Васильевна Служкина, жена Виктора Сергеевича |
| 2013 | с | Пепел | Рита |
| 2014 | ф | Левиафан | Лилия Сергеева |
| 2015 | с | Измены | Ася |
| 2015 | ф | Орлеан | Лидка |
| 2016 | ф | День до | Лариса |
| 2017 | ф | Рубеж | Мария Шурова |
| 2018 | ф | МакМафия | Ирина, сотрудница ФСБ |
| 2018 | ф | Довлатов | молодой редактор |
| 2018 | с | Презумпция невиновности | Маргарита Ароновна Кофтун, гендиректор телеканала «City News» |
| 2019 | ф | Тварь | Полина |
| 2020 | с | Псих | Вера |
| 2020 | с | Случайный кадр | Нина Николаевна Нестерова, майор юстиции, старший следователь |
| 2021 | ф | Батя | мама Максима, жена Бати |
| 2021 | с | Вне себя | Марина, жена Дмитрия и его фантом |
| 2021 | ф | Молоко птицы | Виорика, мать Андриана |
| 2022 | с | Что делать женщине, если у неё два любовника, а выбрать нужно одного | Анна |
| 2022 | с | Неличная жизнь | Рита, жена |
| 2024 | ф | Воздух | Рита |
| 2024 | с | Первый класс | Вика |
| 2024 | ф | Подростки. Первая любовь | мать Олега |
| 2022 | с | Что делать женщине, если у мужа её подруги две любовницы | Анна |
| 2025 | ф | Первый на Олимпе | Имя персонажа не указано |
| 2025 | ф | Чистый лист | Татьяна Николаевна, учительница, мать Саши |
| 2025 | ф | Поле чудес | жена бизнесмена |
Хисепӗсем тата номинацисем
- «Амур кӗркунни» фестивальте «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн» тӗп парне (2006, «Собака Павлова» фильмшӑн);
- «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» номинацийӗ «Телекураври чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн» (2010, «Братья Карамазовы»);
- «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парне «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2012, «Елена» фильмшӑн)[6];
- «Ника» парне «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2012, «Елена» фильмшӑн);
- Ӗренпурти «Восток & Запад. Классика и Авангард» VI кинофестивалӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн» тӗп парне (2013, «Географ глобус пропил» фильмшӑн)[7];
- Онфлёрти 21-мӗш вырӑс киновӗн фестивалӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн» тӗп парне (2013, «Географ глобус пропил»)[8];
- «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парне, «Кинори чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2014, «Географ глобус пропил» фильмшӑн);
- «Ника» парне, «Кинори чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2014, «Географ глобус пропил» фильмшӑн);
- XXII кинофестиваль «Виват, кино России!» (Санкт-Петербург) — «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн» парне («Географ глобус пропил»)[9];
- Раҫҫейри киноведсен тата кинокритиксен гильдийӗн «Шурӑ слон» парни чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн (2014, «Географ глобус пропил»)[10];
- «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парне, «Кинори чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2015, «Левиафан»);
- Раҫҫейри киноведсен тата кинокритиксен гильдийӗн «Шурӑ слон» парни чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн (2015, «Левиафан»)[11];
- «Ника» парне, «Кинори чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2015, «Левиафан»);
- XXXVII Мускаври тӗнче кинофестивалӗн «Кӗмӗл Таса Георгий» парни чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн (2015, «Орлеан»)[12];
- «ТЭФИ» парне чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн (2016, «Измены» телесериал)[13];
- «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парне «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире (2025, «Воздух» фильм)[14].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Елена Лядова биография, фото, карьера, личная жизнь. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Елена Лядова: «Служение в театре невозможно без магии и любви…» «Отзвуки театра» с Александром Калягиным. Радио России (24 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Пережила измены, но увела Вдовиченкова из семьи: построила ли Лядова счастье на чужом горе. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Власова, Александра. Измены бойфрендов, брак с Вдовиченковым и отсутствие детей. Все о Елене Лядовой. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Никита Карцев. Актёры Вдовиченков и Лядова поженились после «Левиафана» (выр.). Московский комсомолец (3 акан 2015). Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
- ^ «Елена» Андрея Звягинцева награждена главным «Золотым орлом» (выр.). Российская газета (27 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Финал кинофестиваля. В Оренбурге названы лучшие российский и международный фильмы. ИА REGNUM (21 юпан 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Валерий Кичин. В Нормандии закончился фестиваль российских фильмов. Российская газета (30 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ В Северной столице закрылся XXII кинофестиваль «Виват кино России!» Вечерняя Москва (17 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Премия «Белый слон». Церемония прошла в Белом зале Дома кино. Кинопресса (Нарӑс 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Валерий Кичин. «Белый слон» назвал лучшие киноработы года. Российская газета (3 нарӑсӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Призы за лучшие актёрские работы на ММКФ получили Елена Лядова и Еркербулан Дайыров. ТАСС (26 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Церемония вручения премии ТЭФИ-2016 (выр.). РИА Новости (29 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Объявили победителей премии «Золотой орел — 2025»: лучший фильм — «Воздух» (2025-01-31). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Елена Лядова(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Елена Лядова Мускаври çамрăк куравçă театрĕн сайтĕнче 2014 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче архивланӑ.