Ылтăн питлĕх
Раҫҫейӗн «Ылтӑн питлӗх» наци театр премийӗ тата фестивалӗ — Раҫҫей Федерацийӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ(выр.)чăв. (РФ СТД) 1993 ҫулта йӗркеленӗ[1] (хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсенче 1994 ҫула асӑннӑ)[2][3] Раҫҫейри общество проекчӗ. Пуҫӑруҫи РФ СТД председателӗ (1986—1996) СССР халӑх артисчӗ М.А. Ульянов пулнӑ, ӑна ку тӗлӗшӗнчен В. Г. Урин(выр.)чăв. театроведпа и В. В. Павлов(выр.)чăв. драматург пулӑшнӑ.
Пӗрремӗш хут чыслав мероприятийӗ 1995 ҫулта иртнӗ. РФ СТД йӗркеленӗ проекта «Ылтӑн питлӗх» преми тата фестиваль» автономлӑ коммерциллӗ мар организаци (АНО) пурнӑҫлать, ку енӗпе ӑна Мускав Правительстви тата Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви(выр.)чăв. (2022) пулӑшать.
2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче преми президенчӗн вырӑнне РФ Раҫҫей Федерацийӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн(выр.)чăв. председателӗ Владимир Машков йышӑннӑ[4].
Награда
Наградӑн «Ылтӑн питлӗхӗн» сӑнарне вӑл вӑхӑтра РФ СТД секретарӗ пулнӑ Раҫҫей сценографӗ, Раҫҫей халӑх художникӗ О. А. Шейнцис шутласа кӑларнӑ. 1993 ҫулта автор эскиз хатӗрленӗ[5], пӗрремӗш чыслав мероприятийӗ тӗлне (1995 ҫулта) папье-машерен(выр.)чăв. «Ленком» театрӑн ӳнерпе декораци цехӗнче «Ылтӑн питлӗхӗн» пӗрремӗш ҫичӗ экземплярне ӑсталанӑ. Кашни маскӑна тума пӗр уйӑх кирлӗ пулнӑ. Папье-машерен ӑсталанисем фарфортан(выр.)чăв. тунисенчен чылай ҫирӗпрех тата чӑтӑмлӑрах пулнӑ пулин те малашне маскӑсене фарфортан ӑсталама пуҫланӑ. «Ку питлӗхсен хакӗ ҫук, мӗншӗн тесен алӑпа тунӑ ӗҫе хаклама йывӑр. Вӗсене фарфортан мар тунӑ, ку ювелир ӗҫӗ мар, теме май ҫук», — ҫирӗплетет «Ленком» театрӑн бутафор цехӗн заведующийӗ Татьяна Крылова. Унӑн шучӗпе хальхи вӑхӑтра ҫак малтанхи питлӗхсем хаклӑ ювелир ӗҫӗ пекех тӑраҫҫӗ[6][7].
Чыслакан «Ылтӑн питлӗх» — хашак ӑшне вырнаҫтарнӑ тӗкӗр ҫийӗллӗ япала. Вӑл маскарад питлӗхлӗ сӑна сӑнлать. Олег Шейнцис никӗс пеке венеци питлӗхне илнӗ, икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк сӑнарӗпе пӗрпеклетнӗ. Раҫҫей патшалӑхӗн символӗ Европа театрӗн символӗн контурӗсене евӗрленӗ. Питлӗх ҫине Арлекинӑн хӗрлӗ калпакне «тӑхӑнтартнӑ». Ҫамки ҫинче «виҫҫӗмӗш куҫ» евӗр тепӗр питлӗх пур. Наградӑна тӗкӗр пек йӑлтӑртатакан тӗксӗм тӗс ҫине, тӑваткал рамка ӑшне вырнаҫтарнӑ[8][9]. Дирекци питлӗхӗн фарфор составӗ мӗнрен тӑни пирки вӑрттӑнлӑха уҫса паман, ӑна ӑсталама питӗ хакла кайса ларни ҫинчен кӑна пӗлтернӗ[5].
Премие йӗркелени тата унӑн аталанӑвӗ
Йӗркелени
1994 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Раҫҫей театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗнче «Ылтӑн питлӗх» ятлӑ ҫӗнӗ театр премийӗркелени тавра пресс-конференци иртнӗ. Журналистсен умӗнче РФ СТД председателӗ Михаил Ульянов тата правлени секретарӗ Владимир Урин(выр.)чăв. тухса калаҫнӑ. Кӗтмен лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкессинчен е кам та пулин витӗм кӳрессинчен сыхланас тӗллевпе премин ни спонсорсем, ни пулӑшакан фондсем ҫуккине вӗсем пӗлтернӗ[3]. Ӑна коммерципе ҫыхӑнман преми пек шухӑшласа хунӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем питлӗхпе диплома кӑна тивӗҫеҫҫӗ. Михаил Ульянов шухӑшӗпе вӑл театрти ҫитӗнӳсемшӗн паракан никама пӑхӑнман профессиллӗ награда пулмалла пулнӑ, «ӗҫтешсем ӗҫтешсене» — премие илме тӑратассипе чысланин тӗп принципне вӑл ҫапла палӑртнӑ[10].
Чи малтанах премие Мускав шайӗнчи пек йӗркеленӗ, 1993—1994 ҫулсенчи созоншӑн пӗрремӗш чыслава 1995 ҫулта ирттернӗ. Пӗрремӗш лауреатсене палӑртма РФ СТД театрсене икӗ пин анкета салатнӑ, вӗсене тӗпе хурса премие тивӗҫлисене палӑртмалла пулнӑ. Ултҫӗр анкетӑна тултарса таврӑрса панӑ, анкетӑланин кӑтартӑвӗсем ӑнӑҫлӑ пулнӑ, критиксен рейтингӗсене шута илсе номинацисен ретне палӑртнӑ. Критиксемпе анкета тултарнӑ практиксен шухӑшӗсем пӗтӗмпех тенӗ пекех пӗрешкел пулнӑ[3]. Малалла режиссёрсенчен, актёрсенчен тата критиксенчен тӑракан жюри йышӗ вӑрттӑн сасӑлавпа номинантсенчен кам лауреат пулассине палӑртнӑ. Чысламалли мероприятиччен сасӑлав мӗнле иртнине пӗлтермен, вӑрттӑнлӑхра тытнӑ[6].
Наци (Раҫҫей) шайне тухни
1996 ҫултан пуҫласа фестиваль дирекцине Эдуард Бояков(выр.)чăв. ертсе пынӑ[11]. 1996 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире РФ СТД преми наци (Раҫҫей) премийӗн шайне тухни ҫинчен пӗлтернӗ, тепӗр хут вӑл унӑн профессиллӗ статусне (ӗҫӗсене ӗҫтешсем ҫеҫ хаклаҫҫӗ) ҫирӗплетнӗ. Преми Раҫҫей шайне хӑпарсан принципсене пӑхӑнма вара ҫӑмӑлах пулман. Жюрие регионсенчи ӗҫсене хаклама илсе тухма май пулман (профессиллӗ театрсенче премьерӑсен шучӗ кӑна сезонра икҫӗр алла яхӑн пулнӑ), пӗрлӗхлӗ суйлав турне ирттересси вара ытла хакла кайса ларнӑ. Компромислӑ йышӑну вара — Мускаври номинантсене театр ӗҫченӗсенчен ыйтса суйласа илни, Раҫҫей шайӗнчисене регионти тата тематикӑллӑ фестивальсен ҫӗнтерӳҫисем хушшинче тата «Нацисен театрӗ» репертуарӗнчен суйлани — ҫитменлӗхсӗмсӗр пулман[12].
Компромислӑ йышӑну часах хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене палӑртнӑ — 1996 ҫулхи чыслав уйрӑм номинантсене кӑштах тӗлӗнтернипе кӑна иртнӗ пулсан[13], 1997 ҫулхи «Ылтӑн питлӗх» кӑтартӑвӗсене критиксем, театр ӗҫченӗсем тата процеса явӑҫнӑ пур енсен (ҫав шутра Культура министерстви(выр.)чăв. енӗпе те) хушшинче те пысӑк тавлашу ҫуратнӑ. Критиклекенсем ытларах енӗпе шӑпах спектакльсене суйласа илесси тата «Ылтӑн питлӗх» жюрине йӗркелесси тавра тавлашнӑ. Сезонти хӑш-пӗр тӗп премисем регионти театрсене (сӑмахран, Омскри драма театрӗн «Хӑйӑрти хӗрарӑм» спектаклӗ харӑсах виҫӗ номинацире ҫӗнтернӗ) лекнӗ, ҫакӑ вара вӑйлӑ тавлашусем ҫуратнӑ, ытларах чухне премие Мускаври тата регионти ҫине пайлама сӗннӗ[14].
«Ылтӑн питлӗхӗн» ҫак сезонӑн Вахтангов театрӗнче иртнӗ чыслав мероприятине те самай тиркенӗ. Владимир Мирзоев режиссёр шутласа кӑларнӑ церемонин шухӑшӗпе «XX ӗмӗрти театра хупни» пулса тухнӑ. Мероприятие ертсе пынӑ Юлия Рутбергпа(выр.)чăв. Сергей Маковецкий виле пытаракансен костюмӗсене тӑхӑннӑ пулнӑ, Оксана Мысина Алиса Коонен мӗлкен ячӗпе монологсем каланӑ. «Пӗтӗмпех питӗ аркатуллӑ пулнӑ. Халӑх хӑйӗн тарӑхӑвне палӑртаймасӑр чӑтайман…» «Финала ҫывӑхарах галёрка шӑхӑрма, усал сӑмахсемпе кӑшкӑрма пуҫларӗ… » — ҫапла аса илеҫҫӗ вӑл церемоние хӑш-пӗр кӑларӑмсем[15][16].
«Известия» хаҫата панӑ интервью вӑхӑтӗнче Александр Калягин (1996 ҫултанпа РФ СТД председателӗ) 1997 ҫулхи финал церемонийӗн йӗркеллӗ пулма тухманнине йышӑннӑ, анчах ун шухӑшӗпе Омскри театр тӗп премине илнине пула шӑв-шав ҫӗклени критиксемпе килӗшмен, унӑн шухӑшӗпе, Омскри театр тӗп премине илнишӗн ахалех шӑв-шав ҫӗкленӗ, малашнехи «Ылтӑн питлӗхсене» йӗркелес ӗҫе тӗплӗнрех тума шантарнӑ[17]. Калягин преми шӑп та лӑп Раҫҫей шайӗнче иртмешкӗн ӑнтӑлнӑ: «Эпӗ «Ылтӑн Питлӗхсем» ытларах та ытларах Мускавран инҫерех саланассишӗн, тӗп хулари театрсенче кӑна мар вырнаҫассишӗн тӑратӑп. Ҫӗнӗ пулӑмсене уҫма май пултӑр, ҫӗнӗ пултаруллӑ артистсен, режиссёрсен, художниксен ячӗсене палӑрмта май пултӑр… Шансах тӑратӑп — вӗсем пирӗн пысӑк ҫӗршывра пурах. Ун чухне вара «Ылтӑн Питлӗх» Раҫҫейри театрӗсене тата та ытларах пӗрлештерсе тӑрӗ, сцена ҫинче ӗҫлекенсене тата куракансене вӑйлӑрах пӗрлештерӗ!» Ку ӗҫе вӑл тума пултарнӑ теме пулать — апла пулин те ҫак истори преми историйӗнче юлашки тавлашу пулса тӑман, апла пулин те «Ылтӑн питлӗх» Раҫҫейӗн тӗп театр пулӑмӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[18], вӑл чӑн та халӑха ҫӗнӗ ятсемпе чи лайӑх пултарулӑх ӗҫӗсене тупса панӑ[19][20].
«Ылтӑн питлӗх», ӑна критикленӗ пулсан та, йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ пулин те, малалла аталаннӑ. 1998—2005 ҫулсенче общественноҫпа ҫыхӑну тытакан директорта ӗҫленӗ Наталья Николаева каланӑ тӑрӑх: «Фестивалӗн малтанхи ҫулӗсем — ушкӑнпа ӗҫленӗ вӑхӑтри питӗ хӑйне евӗр сывлӑш, пурте пӗр ӗҫ тунӑ, ҫакӑншӑн хӑйсене шеллемесӗр пӗтӗм чунне панӑ. Эпир пӗр 10 ҫын пулнӑ-тӑр. Ӗҫӗ йӗркелекенни, паллах, Эдуард пулнӑ. Хальхи фестиваль структури шӑпах Мускав премийӗнчен наци преми шайне куҫнӑ самантра йӗркеленнӗ. Эпӗ командӑна дефолт ҫулталӑкӗнче, укҫа-тенкӗпе чи пӗчӗк шайра тивӗҫтернӗ чухне, спонсорсем пат ту хутшӑнма пултарайман чухне килтӗм. Ӗҫе кайнӑ май метро ҫывӑхӗнчи «Чечек» киоск патне пынине астӑватӑп — церемони валли пире чечек кирлӗччӗ — ертӳлӗхӗн телефон номерне ыйтрӑм. Ку чечекпе опт мелӗпе суту-илӳ тӑвакан база пулчӗ, эпӗ вӗсене преми ҫинчен каласа патӑм, ҫапла вара пире тӳлевсӗр чечексем лекрӗҫ. Ҫав принципа тӗпе хурса нумай ӗҫе пурнӑҫларӑмӑр, манӑн туссем буклетсем пичетлерӗҫ, пурте хайсен чун хавалӗпе ӗҫлетчӗҫ»[5].
2015—2016 ҫулхи пулӑмсем
«Пӗтӗмпех «Тангейзер» айӑплӑ — ҫак тапхӑрта «Ылтӑн питлӗх» тавра пулса иртнӗ ӗҫсене «„Золотая Маска“: кто и как расколол театральный мир» статьяра РИА Новости корреспонденчӗ Анна Кочарова ҫапла хакланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, «театр тӗнчи пайланни» эксперт канашӗ Ҫӗнҫӗпӗрти оперӑпа балет театрӗнче(выр.)чăв. Тимофей Кулябин режиссёр лартнӑ сахал мар тавлашу ҫуратнӑ «Тангейзер» спектакле преми илме тӑратнӑ номинантсен списокне кӗртнинчен пуҫланнӑ[21][22].
2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тулӑра иртнӗ «Раҫҫей федерацийӗн патшалӑх культура политикин никӗсӗсене пурнӑҫласси ҫинчен» Культура министерствин канашлӑвӗнче РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Аристархов хӑйӗн сӑмахӗнче «Ылтӑн питлӗхе» вӑйлӑ критиклесе каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе «Ылтӑн питлӗх» «кӑмӑл-сипет нормисене хирӗҫлекен, обществӑна провокацилекен, вырӑссене курайманлӑх элеменчӗллӗ, пирӗн ҫӗршыв историне ним вырӑнне хуман, ятарласах кӑмӑл-сипет ӗлкинчен тухакан» ӗҫсене ҫул парать. Ҫавӑн пекех вӑл патшалӑх шайӗнче Культура министерстви урлӑ тата Сбербанкӑн спонсор пек «унӑн хальхи вӑхӑтра фортматра» фестивале пулӑшни иккӗленӳ ҫуратни ҫинчен палӑртнӑ[10].
2015 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче театрпа кино актёрӗсен никама пӑхӑнман профсоюзӗ (профсоюз председателӗ Денис Кирис) культура министрӗ Владимир Мединский(выр.)чăв. патне ҫыру янӑ, унта та «Ылтӑн питлӗхе» критикленӗ. Профсоюзӑн асӑнман пайташӗсен шухӑшӗпе, «Ылтӑн питлӗх» «фестивальпе преми ҫинчен калакан» положенине палӑртнӑ тӗллевсемпе задачӑсене пурнӑҫламасть, ытларах Санкт-Петербургри тата Мускаври театрсене чысланӑран ӑна «наци» шайӗнче теме май ҫук. Ҫыру авторӗсем министра фестивальӗн йывӑрлӑхӗсене татса пама ыйтнӑ[23][24].
«Известия» хаҫат ыйтсан Культура министерствинче ведомство Владимир Аристарховӑн шухӑшӗпе тӗппипех килӗшме хатӗр марри тата Культура министерствин позицине «профессиллӗ обществӑн экспертизине шута илсе» каярахпа хатӗрлесси пирки хуравланӑ. Анчах та Культура министерствин обществӑлла канашӗн хӑш-пӗр пайташӗсем «Ылтӑн питлӗх» таврашӗнчи критикӑна ырланӑ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Николай Бурляев премине «тупӑшлӑ промысел» тата «хӑйсен хушшинчи ӗҫ-пуҫ» тесе хакланӑ, премине «хӑйсен хушшинчи палланӑ ҫынсене, ытла та ирӗклӗ шухӑшлакансене, хӑш-пӗр чухне вырӑссене курайманлӑхпа витӗннисене те» пани пирки каланӑ[23]. Общество канашӗнче тӑракан унӑн ӗҫтешӗ, Павел Пожигайло(выр.)чăв., тиркеве малалла тӑснӑ, «Ылтӑн питлӗх» «малалла наци шайӗнчи преми пултараймасть», унӑн лауреачӗсем вара «талант ҫуккине пула халӑха эпатацилеме хӑтланаҫҫӗ» тесе ҫирӗплетнӗ[23].
Ҫак пулӑмсене тула ун тавра театрсенче тата прессӑра хӗрӳ калаҫӳсем пуҫланнӑ. Актёрсем, критиксем, тӳре-шара, журналистсем хӑйсен шухӑшне каланӑ. Вӗсем икке пайланнӑ. Пӗр пайӗ критикӑпа килӗшнӗ[20], теприсем, пачах урӑхла, «Ылтӑн питлӗхе» хӳтӗленӗ[19]. Тӗпрен илсен, премире реформа кирли ҫинче чарӑннӑ[25]. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тавлашу ҫӗнӗрен аталанма пуҫланӑ — ҫӗре яхӑн критик, вӗсен шухӑшӗпе никама пӑхӑнман премийӗн ҫӗнӗ эксперт канашне йӗркелеме РФ Культура министерстви витӗм кӳнине пула РФ СТД адресӗпе ҫыру янӑ, «Ылтӑн маскин» «эксперт канашне» салатса яма ыйтнӑ[26][27]. РФ СТД тата Культура министерстви ятарласа йӗркеленӗ ӗҫ ушкӑнӗ 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи ака уйӑхӗччен нумай хут сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, общество шухӑшне пӗрре мар итленӗ хыҫҫӑн, канашлусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Ылтӑн питлӗх» премипе фестиваль валли 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи ҫӗнӗ положенине хатӗрленӗ[28].
Йӗркелӳ тытӑмӗ
Премипе фестивале йӗркелекенсем — Раҫҫей Федерацийӗн театр ӗҫченӗсен союзӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви. Йӗркелес тата ирттерес ыйтусенче вӗсем пӗр-пӗринпе килӗшсе татса параҫҫӗ, консенсуса ҫитсе йышӑнусене пӗрле тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах консенсуса ҫитме май килмесен татӑклӑ сӑмаха РФ СТД председателӗ калать[28]. Автор йышӑнӑвӗпе тавар паллипе (усӑ курнин паллипе) усӑ курмалли пӗтӗм правасене «Ылтӑн питлӗх» преми йӗркелекенне — Раҫҫей Федерацийӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхне — панӑ, Роспатентра(выр.)чăв. регистрациленӗ[1].
Йӗркелӳҫӗсем «Ылтӑн питлӗх» Раҫҫей наци театр премийӗпе фестиваль пирки положенине, дирекци пирки положенине ҫирӗплетеҫҫӗ, тӗп тата уйрӑм номинацисен, ятарлӑ премисен йышне улӑштарма пултараҫҫӗ, «Театр ӑсталӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» тата «Раҫҫейри театр ӳнерне пулӑшнӑшӑн» ятарлӑ премисен лауреачӗсене палӑртаҫҫӗ. Пӗрлехи йышӑнупа йӗркелӳҫӗсем фестиваль президентне суйлаҫҫӗ, эксперт канашӗн (РФ СТД пултарулӑх комиссине) йышне, жюри йышне хатӗрлесе ҫирӗплетеҫҫӗ, кашни жюрин председательне палӑртаҫҫӗ, преми илме спектакльсем суйласа илеҫҫӗ[28].
1995 ҫултан пуҫласа 2017 ҫулччен «Ылтӑн питлӗх» президенчӗ РСФСР халӑх артисчӗ Георгий Тараторкин(выр.)чăв. пулнӑ. 2005 ҫулта Эдуард Бояков фестиваль дирекцинчен кайнӑ, ҫак вӑхӑтран пуҫласа РФ СТД преми тата фестиваль дирекцийӗн ӗҫне «Ылтӑн питлӗх» фестивалӗ» АНО-на (2005 ҫулта йӗркеленӗ, тӗп директорӗ Мария Ревякина) панӑ[29]. «Ылтӑн питлӗх» фестивалӗ» АНО йӗркелӳ, укҫа-тенкӗ, пурлӑхпа техника, ҫавӑн пекех премине илме тӑратни, преми парасси, фестивале йӗркелесе ирттересси, ӑна уҫакан церемони ӗҫӗнчи информаципе право енчен тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтупа ӗҫлет.
2002 ҫултанпа премин яланхи тӗп спонсорӗ Раҫҫейри Перекет банкӗ шутланать[1][10].
2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Георгий Тараторкин вилнӗ хыҫҫӑн РФ СТД секретариачӗ йышӑннипе «Ылтӑн питлӗх» президенчӗ пулма Игорь Костолевские(выр.)чăв. суйланӑ[30].
2023 ҫулта РФ СТД «Ылтӑн питлӗх» фестиваль тата преми» АНО йышӗнчен тухнине, ҫавӑн пекех «Ылтӑн питлӗх» премипе фестивалӗн хӑйӗн уйрӑм ӗҫ тӑвакан дирекцине йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗ. Премипе фестиваль директорӗ Владимир Мишарин пулмалла пулнӑ[31].
2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче преми президенчӗн тивӗҫӗсене РФ СТД председателӗ Владимир Машков хӑй ҫине илнӗ[4].
Премипе фестиваль пирки положенисем
«Ылтӑн питлӗх» премипе фестиваль пирки калакан паллӑ положенисем
- 1999 ҫул — ҫӑвӑн 24-мӗшӗ — «Ылтӑн Питлӗх» наци театр премийӗ ҫинчен калакан положени»[32][33]
- 2000 ҫул — юпа уйӑхӗ — «Ылтӑн Питлӗх» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗ ҫинчен калакан положени»[34][35][36][33]
- 2008 ҫулхи ҫавӑн 20-мӗшӗ — «Ылтӑн Питлӗх» Пӗтӗм Раҫҫейри преми ҫинчен калакан положени»[37]
- 2011 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ — «Ылтӑн Питлӗх» Раҫҫейри наци театр премийӗ ҫинчен калакан положени»[38]
- 2014 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ — «Ылтӑн Питлӗх» Раҫҫейри наци театр премипе фестивалӗ ҫинчен калакан положени»[1]
- 2016 ҫулхи ана 4-мӗшӗ — «Ылтӑн Питлӗх» Раҫҫейри наци театр премипе фестивалӗ ҫинчен калакан положени»[28]
Преми ҫинчен калакан положенийӗн 2016 ҫулхи акан 4-мӗшӗнчи тӗп пунктсем
Премипе фестивалӗн тӗллевӗсемпе задачисем
— Раҫҫейри театрӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата аталантарасси;
— Раҫҫей театр искусствин тӗрлӗ тӗсӗсемпе жанрӗсенче чи лайӑх пултарулӑх ӗҫӗсене тупса палӑртасси;
— пултаруллӑ театр авторӗсемпе вылякансене тупса палӑртасси, йышӑнасси тата хавхалантарасси;
— хальхи театр процесӗнчи юхӑмсене палӑртасси;
— ҫӗршывӑн пӗрлехи культура уҫлӑхне ҫирӗплетесси тата пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗ валли условисем тӑвасси.«Ылтӑн Питлӗх» Раҫҫейри наци театр премипе фестивалӗ ҫинчен калакан 2016 ҫулхи акан 4-мӗшӗнчи положенийӗ[1][28]
Премипе театр ӳнерӗ енӗпе пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсемшӗн ҫулталӑкра пӗр хутчен театр сезонӗн вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗмлетсе конкурс йӗркелесе чыслаҫҫӗ, пур жанрлӑ спектакльсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: драма(выр.)чăв., опера, балет тата хальхи ташӑ, оперетта тата мюзикл(выр.)чăв., пукане театрӗ, эксперимент[9].
Спектакльсене конкурссене суйласа илме икӗ эксперт канашӗ йӗркелеҫҫӗ — пӗри драма театрӗпе пукане театрӗсен спектаклӗсене хаклать, иккӗмӗшӗ опера, оперетта/мюзикл тата балет спектаклӗсене хак парать. Номинант йышӗнчи лауреатсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма (вӑрттӑн сасӑласа) эксперт канашӗсем пекех икӗ профессиллӗ жюри йӗркелеҫҫӗ — пӗри драма театрӗсемпе пукане театрӗсен спектаклӗсем хушшинче суйлать, тепри опера, оперетта/мюзикл тата балет спектаклӗсем хушшинче. Жюри йышне фестивале хутшӑнакан спектакльсене йӗркелекенсем тата унта вылякансем, ҫавӑн пекех эксперт канашӗн пайташӗсем кӗме пултараймаҫҫӗ[28][9].
«Ылтӑн питлӗхӗн» эксперт канашӗсемпе жюрие актёрсем, режиссёрсем(выр.)чăв., драматургсем, дирижёрсем(выр.)чăв., хореографсем(выр.)чăв., сценографсем(выр.)чăв., балетмейстерсем, ҫавӑн пекех критиксем(выр.)чăв. (искусствоведсем, музыковедсем, театроведсем) кӗреҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче номинантсемпе преми лауреачӗсене палӑртас енӗпе Игорь Костолевский, Алексей Бартошевич профессор, Олег Басилашвили, Святослав Бэлза, Константин Райкин, Алла Демидова, Александр Калягин тата ыттисем ӗҫленӗ. Фестиваль кульминацийӗ — Мускавра иртекен тата Раҫҫейри тӗп телеканалсемпе трансляцилекен «Ылтӑн питлӗх» премипе чыслакан церемони[28][9].
Пӗрремӗш чыславра ултӑ тӗп номинаципе пӗр «ятарлӑ преми» — «Чыспа тивӗҫлӗхшӗн» — кӑна пулнӑ, иккӗмӗш ҫултанпа преми майӗпен, ҫултан-ҫул, ӳссе пырса «тӗп номинацисемпе», «уйрӑм номинацисемпе» тата «ятарлӑ премисемпе» хушӑнса пынӑ. Спектакльсемсӗр, актёрсемсӗр тата режиссёрсемсӗр пуҫне, «Ылтӑн питлӗхе» сцена художникӗсем, ҫутӑ художникӗсем, костюм художникӗсем, драматургсем, хореографсем, дирижёрсем, ҫавӑн пекех меценатсем тивӗҫме пуҫланӑ[28][9].
Преми ҫинчен калакан 2016 ҫулхи положенипе килӗшӳллӗн, ултӑ тӗп конкурс пур — «Драма театрӗн спектаклӗсен конкурсӗ», «Опера театрӗн спектаклӗсен конкурсӗ», «Оперетта/мюзикл спектаклӗсен конкурсӗ», «Балет спектаклӗсен конкурсӗ», «Пукане театрӗн спектаклӗсен конкурсӗ», «Экспериментсен конкурсӗ». Ҫак конкурссенчи премисемпе сакӑр «тӗп номинацире», ҫирӗм тӑхӑр «уйрӑм номинацире» чыслаҫҫӗ.
Драма театрӗн спектаклӗсен конкурсӗнче икӗ тӗп номинаци пур: «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» тата «Пӗчӗк формӑллӑ чи лайӑх спектакль». Сакӑр уйрӑм номинаци лауреачӗсене ҫак конкурссенче палӑртаҫҫӗ: «Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ», «Чи лайӑх художник-постановщик ӗҫӗ», «Костюм художникӗ хатӗрленӗ чи лайӑх ӗҫ», «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», «Чи лайӑх арҫын ролӗ», «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», «Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ». Драма театрӗн спектаклӗсен конкурсӗнче спектакле хӑш форми шутне уйӑрассине — пысӑкки е пӗчӗкки шутне — эксперт канашӗ палӑртать. Ҫав вӑхӑтрах эксперт канашӗ пӗчӗк формӑллӑ спектакльсем шутне ӑна куракансен аудиторийӗ икҫӗр ҫынран ытла маррине шута илет. Асӑннӑ пайланӑва «Ылтӑн Питлӗх» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗ ҫинчен калакан 2000 ҫулхи положенине кӗртнӗ[35].
Опера театрӗн спектаклӗсен конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тӗп номинаци пур, уйрӑм номинацисен лауреачӗсене ҫак конкурссенче палӑртаҫҫӗ: «Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ», «Чи лайӑх дирижёр ӗҫӗ»,«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», «Чи лайӑх арҫын ролӗ».
Оперетта/мюзикл театрӗн спектаклӗсен конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тӗп номинаци пур, уйрӑм номинацисен лауреачӗсене вара ҫак конкурссенче палӑртаҫҫӗ: «Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ», «Чи лайӑх дирижёр ӗҫӗ»,«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», «Чи лайӑх арҫын ролӗ», «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль».
Балет спектаклӗсен конкурсӗнче икӗ тӗп номинаци пур: «Чи лайӑх балет спектаклӗ», «Чи лайӑх хальхи ташӑ спектаклӗ», уйрӑм номинацисем тӑваттӑ: «Чи лайӑх постановщик (балетмейстер/хореограф) ӗҫӗ», «Чи лайӑх дирижёр ӗҫӗ»,«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», «Чи лайӑх арҫын ролӗ».
Пукане театрӗн спектаклӗсен конкурсӗнче тӗп номинаци «Чи лайӑх спектакль» пур тата виҫӗ уйрӑмми — «Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ», «Чи лайӑх художник ӗҫӗ», «Чи лайӑх актёр ӗҫӗ».
Уйрӑммӑн «Эксперимент» конкурс тӑрать (ӑна 1999 ҫулта кӗртнӗ тата 2008 ҫулччен «Новаци» ятлӑ пулнӑ), ӑна ирттерсе хальхи театрӑн ҫӗнӗ курӑмлӑ хатӗрӗсене шыраҫҫӗ. Унта пур театр жанрӗсенчи спектакльсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ, «Чи лайӑх спектакль» тӗп номинацире палӑртаҫҫӗ.
Драма театрӗпе пукане театрӗн спектаклӗсем валли пӗрлехи уйрӑм номинацисем пур — «Чи лайӑх драматург ӗҫӗ» (2016 ҫулта кӗртнӗ)[28], музыка театрӗсем валли вара — «Музыка театрӗнчи чи лайӑх композитор ӗҫӗ», «Музыка театрӗнчи чи лайӑх художник-постановщик ӗҫӗ», «Музыка театрӗсенчи чи лайӑх костюм художникӗн ӗҫӗ», «Музыка театрӗнчи чи лайӑх ҫутӑ художникӗн ӗҫӗ».
Конкурс премийӗсемпе пӗрлех «Ылтӑн питлӗхӗн» «ятарлӑ премисене» йӗркеленӗ — «Театр ӳнерӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн», «Раҫҫейри театр ӳнерне пулӑшнӑшӑн», «Раҫҫейре кӑтартнӑ чи лайӑх ют ҫӗршыври спектакль», «Жюри премийӗсем» тата «Театр журналисчӗсемпе критиксен премийӗ»[28].
Премийӗн «Чи лайӑх спектакль» тӗп номинацине тивӗҫме пултаракансем — спектакль лартакан авторсен пултарулӑх ушкӑнӗ, вӑл спектакле лартас ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнакан (лартакансем: режиссёр, дирижёр, балетмейстер, художник; тата актёрсем — тӗп сӑнарсене калӑплакансем) чи пысӑк пултарулӑх тӳпи хывнӑ тӗп авторсенчен тӑрать. Асра юлмалли «Ылтӑн питлӗх» паллӑна «Чи лайӑх спектакль» номинацире преми лауреачӗсене — ҫӗнтернӗ спектакле лартнӑ авторсен пултарулӑх ушкӑнне параҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ушкӑнӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑрать, асра юлмалли «Ылтӑн питлӗх» паллӑ малашне камра тата ӑҫта пулмаллине вӗсем хӑйсен хушшинче татса параҫҫӗ. Премин асра юлмалли «Ылтӑн питлӗх» паллипе уйрӑм лауреата чысланӑ пулсан вӑл унӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑрать[28].
«Ылтӑн питлӗх» фестиваль мероприятийӗсем
Мускавра ҫулсерен иртекен конкурс фестивальне тата премипе чыслассине ирттересси — «Ылтӑн питлӗхӗн» тӗп ӗҫӗ-хӗлӗ. Унсӑр пуҫне, «Ылтӑн питлӗх» театр уҫлӑхӗнче темиҫе пысӑк мероприяти пуҫарса янӑ, тӗслӗхрен, «Ҫӗнӗ драма» (2002 ҫултанпа) хальхи пьеса фестивальне[39], «Ҫӗнӗ пьесӑна» (2010 ҫултанпа) йӗркелеме хутшӑннӑ[40], ҫулсерен (2000 ҫултанпа) «Ылтӑн питлӗх» ют ҫӗршыв хӑнисене минифестиваль шайӗнче Раҫҫейри хальхи театр пурнӑҫӗпе темиҫе кун маларах паллаштаракан «Russian Casean» халӑхсен хушшинчи программӑна ирттернӗ[41]. РФ Культура министерствипе пӗрле тата спонсорсем пулӑшнипе[42] «Ылтӑн питлӗх» улсерен (2000 ҫултанпа) театр гастролӗсемпе фестивалӗсен регионти анлӑ программисене («Раҫҫей хулисемпе Балти тӑрӑхӗн ҫӗршывсенчи чи лайӑх спектакльсем») ирттерет. Ҫак программӑна пурнӑҫланӑ вӑхӑтра «Ылтӑн питлӗх» Раҫҫейӗн тата ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчи вӑтӑр ытла хулинче пулса курма ӗлкӗрнӗ. Регионти фестивальсен шайӗнче ҫӗнӗ театр ӗҫӗсене кӑтартнисӗр пуҫне семинарсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, спектакльсем лартакансемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ[43][44].
2005 ҫултанпа «Чапа тухнӑ спектакльсемпе ятсем» мероприятисем ирттереҫҫӗ[45]. 2009 ҫултанпа ҫулсерен «Хушма питлӗх» ирттерме тытӑннӑ, вӑл «Ылтӑн питлӗх» фестивалӗн конкурс тулашӗнчи программа шутланать, унта экспертсем сӗннӗ, анчах тӗп конкурса кӗмен кӑсӑклӑ спектакльсемпе паллаштараҫҫӗ[44]. 2013 ҫултанпа Всеволод Мейерхольд ячӗллӗ центрта уҫнӑ «Театр лидерӗсен шкулӗпе» пӗрле «Театр институчӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Проект ҫамрӑк режиссёрсем, продюсерсем, дизайнерсем, артистсем, критиксем валли ӑсталӑх класӗсем, лабораторисем, лекцисем ирттерет, театрпа обществӑна интеграцилеме пулӑшакан проектсем пурнӑҫлать, театрта экспериментсем лартать, пултарулӑх вузӗсенчен нумай пулмасть вӗренсе тухнисем валли программӑсем хатӗрлет[40][46].
«Ылтӑн питлӗх» ҫирӗм ҫул тултарнӑ тӗле 2014 ҫулта «Тӗнчерен чи лайӑххи. Хӑй каласа панӑ театрӑнисторийӗ» ятлӑ медиапроект хатӗрленӗ, ӑна театр историне уҫса паракан сайт пек пурнӑҫланӑ. Тӗрӗссипе, вӑл интервьюсемпе, статьясемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, эскизсемпе, афишӑсемпе тултарнӑ театр ҫинчен каласа паракан библиотека. Ку шухӑш авторӗсем: Мария Бейлина, Филипп Дзядко(выр.)чăв.[47]. Сайтра «Цифры» пай пур, унта театр пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ фактсене илсе панӑ. Тӗслӗхрен, Раҫҫейри чи кӗске спектакль — Павел Пряжко Дмитрий Волкостреловӑн ӗҫӗпе лартнӑ «Салтак», вӑл 15 минута кӑна тӑсӑлать, чи вӑрӑм спектакль вара — Борис Юханановӑн(выр.)чăв. «Ҫирӗп принципӗ», ӑна «Драма ӳнерӗн шкулӗнче» лартнӑ, вӑл 11 сехете тӑсӑлать[48].
Ылтӑн питлӗх 2024
2024 ҫулта «Крокус сити холлта» теракт пулса иртнӗ хыҫҫӑн, «Ылтӑн питлӗхӗн» «Театр ӳнерӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» ятарлӑ премипе чыслассине каярахри паллӑ мар вӑхӑта куҫарнӑ. Кун пирки Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ(выр.)чăв. пӗлтернӗ[49].
Ылтӑн питлӗх 2025
2025 ҫулта конкурсӑн тӗп наградисемпе чысламалли церемоние ҫӗртмен 26-мӗшӗнче палӑртса палӑртса хунӑ, вӑл Хусанта Галиасгар Камал ячӗллӗ тутар театрӑн ҫӗнӗ ҫуртӗнче иртмелле[50]. Ултӑ конкурсра (драма театрӗ, опера, оперетта е мюзикл, пукане театрӗ, балет, эксперимент) премине тивӗҫме 86 тӑрӑхран 734 заявка килнӗ. Вӗсенчен конкурса хутшӑнма 567 заявкӑна ырланӑ, преми канашӗсен пайташӗсем номинантсене суйланӑ[51]. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Ылтӑн питлӗхӗн» театр ӳнерне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн паракан ятарлӑ премипе чысласси пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пысӑк театрта иртнӗ. 2025 ҫулта лауреатсем Никита Михалков, Марина Неелова(выр.)чăв., Марк Розовский(выр.)чăв., Евгений Стеблов(выр.)чăв., Наталья Тенякова(выр.)чăв., Борис Бланк(выр.)чăв., Александр Титель(выр.)чăв., Юрий Александров, Александр Орлов, Айрат Ахметшин, Ирина Ситнова, Владимир Уваров(выр.)чăв., Михаил Развожаев(выр.)чăв. тата Олег Кожемяко(выр.)чăв. пулса тӑнӑ[52].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Об организационной структуре Российской национальной театральной премии «Золотая Маска». Союз театральных деятелей Российской Федерации (14 ҫӑвӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Михаил Ульянов. «Приворотное зелье : автобиографическая проза». — ЭКСМО-Пресс: Алгоритм, 2001. — С. 221. — 288 с. — ISBN 5-04-007486-7. Архивировано 8 ҫӑвӑн 2016 года.
- ^ 1, 2, 3 Лариса Юсипова. Театральная «Ника» выступит под золотой маской. Газета Коммерсантъ № 238 (15 раштавӑн 1994). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Машков стал президентом премии «Золотая маска». Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Алексей Киселёв. «Золотая маска» Краткая история «Золотой маски»: 20 лет сюрпризов и экспериментов. Афиша.ру (31 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Вручение театральных премий. Газета Коммерсантъ № 46 (15 пушӑн 1995). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Ксения Шарапова. Корпорация декораций. Журнал Коммерсантъ (издательство ҫурчӗ) № 48, стр. 40 (10 раштавӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ «Золотая Маска» Олега Шейнциса. Союз театральных деятелей Российской Федерации (18 акан 2014). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 История фестиваля и премии «Золотая маска». Справка. РИА Новости. МИА «Россия сегодня» (28 нарӑсӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Организаторы «Золотой маски» ответили открытым письмом на критику из Минкультуры. Интерфакс (25 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Дарья Шамина. Скрытое под «Маской»: что происходит с главным театральным фестивалем страны. «Бюро 24/7» (25 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Юрате Гураускайте. «Золотая маска» хочет стать театральным «Оскаром». Газета Коммерсантъ № 29, стр. 13 (23 нарӑсӑн 1996). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Роман Должанский. «Золотая маска» закончилась кувырком. Газета Коммерсантъ № 50, стр. 13 (27 пушӑн 1996). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Роман Должанский. Не надо играть в «Оскара». Газета Коммерсантъ № 41, стр. 9 (29 пушӑн 1997). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Екатерина Васенина. Талант — это частная собственность? Досье театральных премий: кто, кому, зачем и сколько. Новая газета (2 пушӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Золотая лихорадка. Известия (26 пушӑн 2004). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Алексей Филиппов. Сыграть роль Ленина проще, чем председателя СТД. Известия (23 нарӑсӑн 1998). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Лауреатов Национальной театральной премии «Золотая маска» объявят в Москве. На «Золотой маске» представлены все виды и жанры сценического искусства — от оперы и балета до театра кукол. ТАСС (16 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ответ на обвинения Минкульта: открытые письма в поддержку «Золотой Маски». Газета Музыкальное обозрение (2 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Пешкова Виктория. Когда в товарищах согласья нет. Литература хаҫачӗ, № 28 (6516) (8 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Long list премии «Золотая маска». Официальный сайт фестиваля и премии «Золотая маска» (2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Анна Кочарова. «Золотая Маска»: кто и как расколол театральный мир. Новости РИА (2 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Олег Кармунин, Виктория Иванова. Мединского просят вмешаться в проблемы «Золотой маски». Известия (29 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Рита Русакова. На «Золотую маску» нацелился профсоюз. Газета Коммерсантъ № 94, стр. 5 (30 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Олег Кармунин. Хватит давать премии Серебренникову. Известия (14 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ Анастасия Новикова, Алиса Курманаева. Критики потребовали распустить совет премии «Золотая маска». «РБК-стиль» (19 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Юлия Бедерова. Химия давления. Что происходит с «Золотой маской». Colta.ru (19 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Александр Калягин. Новая редакция Положения о Премии и Фестивале «Золотая Маска». Союз театральных деятелей Российской Федерации (8 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Учредитель. АНО «Фестиваль «Золотая маска». Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ Свистунова О. Игорь Костолевский стал новым президентом театральной премии «Золотая маска». На этом посту Костолевский сменит скончавшегося в начале февраля Георгия Тараторкина, возглавлявшего премию с 1993 года. ТАСС (13 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Изменения в организации и проведении Премии и Фестиваля «Золотая маска». Союз театральных деятелей Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ Премия «Золотая маска». Газета «Музыкальное обозрение» 181-192, стр. 12 (Ҫурла 1999). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Положение о всероссийской премии „Золотая маска“» 2000 г. Сравнение с 1999 г. Вебархив сайта «Золотая маска» (2000). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2002 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Марина Давыдова. Небольшая перемена. Положение о всероссийской премии «Золотая маска» опять изменили. Время новостей (25 юпан 2000). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дина Годер, Ярослав Седов. Формы большие и малые. Журнал «Итоги» № 52/238 (26 раштавӑн 2000). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Роман Должанский. Лучших спектаклей будет два. Так решил Союз театральных деятелей. Газета Коммерсантъ № 201, стр. 13 (26 юпан 2000). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ «Положение о всероссийской премии „Золотая маска“» 2008 года. Вебархив сайта «Золотая маска» (2008). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ «Положение о всероссийской премии „Золотая маска“» 2011 года. Вебархив сайта «Золотая маска» (2011). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Роман Должанский. Пьесы свалились в кучу на фестивале «Новая драма». Газета Коммерсантъ № 86, стр. 22 (23 ҫӑвӑн 2002). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 О «Золотой Маске». Официальный сайт фестиваля и премии «Золотая маска». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ «Золотая маска» открывает программу для зарубежных гостей. Общероссийский государственный телеканал «Культура» (31 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Фестивали «Золотая маска» при поддержке ОАО «Северсталь». Северсталь. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Региональные проекты. Официальный сайт фестиваля и премии «Золотая маска» (2014). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Гендиректор премии «Золотая Маска»: наш театр в хорошей форме. Россия сегодня (11 нарӑсӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Н. Берман. Мир, который построил Геббельс. Газета.Ру (25 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Институт театра. Официальный сайт фестиваля и премии «Золотая маска». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Церемония вручения премии «Золотая маска» началась в Москве. Официальный сайт фестиваля и премии «Золотая маска» (27 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Цифры. История театра, рассказанная им самим. «Лучший из миров». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Анастасия Ермолова. Вручение специальных «Золотых Масок» перенесли из-за трагедии в «Крокусе». Театръ (25 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Исток — дело тонкое (выр.). www.kommersant.ru. — статья. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Утвержден список номинантов театральной премии "Золотая маска" (выр.). ria.ru. — новость. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
- ^ "Золотая Маска" объявила имена лауреатов спецпремии (выр.). rg.ru. — новость. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.