Л. Н. Толстойӑн портречӗ (бюст)

Gerb-icon.png

РФ культура министерстви

Arrow-Right.png
Gerb-big.png
Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви

Л. Н. Толстой портречӗбюст, ӑна 1909 ҫулта Илья Яковлевич Гинцбург скульптор тунӑ. Ӗҫ вырӑс ҫыравҫине Лев Николаевич Толстоя халалланӑ. Объектӑн номенклатура ячӗ: Портрет Л. Н. Толстого[1].

Сӑнласа пани

Бюста кӑкӑр таран касса кӑтартнӑ. Хуҫпуҫҫипе ҫурӑмне вертикаллӗ каснӑ. Пуҫне кӑшт сылтӑмалла ҫавӑрнӑ. Л. Н. Толстоя хутламаллӑ ҫухаллӑ кӗпепе сӑнланӑ. Бюст винтпа малти енӗпе ҫавракалатнӑ йывӑҫ никӗс ҫине ҫирӗпленет. Сулахай хулпуҫҫи каснӑ вырӑнта «Гинцбургъ 1909 г» тесе касса ҫырнӑ. Ҫурӑмӗ ҫинче «ФАБ. К. Ф. ВЕРФЕЛЬ СПБ» инициалсене, сылтӑмра вара — «20» цифрӑна кӑтартнӑ. Бюст виҫи 15×12,5×10 сантиметр, никӗсӗн — 5×12×8 сантиметр.

Усӑ курнӑ материалсемпе техника

Кӳлепен малтанхи моделӗ гипсран пулнӑ. Юлашки тапхӑрта, макета туса ҫитернӗ хыҫҫӑн, скульптурӑна бронзӑран шӑратса тунӑ. Бюст тунӑ чухне йывӑҫпа та усӑ курнӑ. Ӗҫре шӑратас, касса кӑларас тата чеканкӑлас техникӑсемпе усӑ курнӑ. Патинӑлани тата тӗс пани ӗҫе тӗплӗн кӑтартма тата хӑйне евӗрлӗх пама май парать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Портрет Л.Н.Толстого. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Портрет Толстого Л.Н. Скульптура. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ Портрет Л. Н. Толстого. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  4. ^ Скульптура. Толстой Л.Н. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Станковая скульптура. Портрет Льва Николаевича Толстого. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.

Шаблон:Лев Толстой скульптурӑри сӑнарӗсем

Темӑпа ҫыхӑннисем