Л. Н. Толстой креслора (кӳлепе)
РФ культура министерстви

Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви
Пукан ҫинчи Л. Н. Толстой — Лев Николаевич Толстой ҫыравҫӑна сӑнлакан кӳлепе, ӑна Илья Яковлевич Гинцбург скульптор 1904 ҫулта пурнӑҫланӑ. Объектӑн номенклатура ячӗ: Л. Н. Толстой в кресле[1].
Сӑнласа пани
Ҫыравҫӑн кӳлепине пӗтӗм ӳсӗмпех ӑсталанӑ. Унта Л. Н. Толстоя пукан ҫинче ларнӑ пек кӑтартнӑ. Пуҫне кӑшт сулахаялла пӑрнӑ, аллисене чавса ҫине хунӑ, сылтӑм урине сулахаййи ҫине хурлӑ. Постаменчӗ каснӑ кӗтеслӗ параллелепипед формиллӗ. Постаментӑн сулахай енче «Гинцбургъ // 1904» ҫырӑва каснӑ, хыҫалти хӗрринче «А. Моран пр.» паллӑ пур. Ӗҫе плинф ҫине лартнӑ та ултӑ шуруп ввинчӗпе ҫирӗплетнӗ. Статуя виҫисем: ҫӳллӗшӗ — 29 сантиметр; никӗсӗ — 23×15 сантиметр.
Усӑ курнӑ материалсемпе техника
Кӳлепен малтанхи модельне гипсран тунӑ. Юлашки тапхӑрта, макета туса ҫитернӗ хыҫҫӑн, кӳлепене бронзӑран шӑратса кӑларнӑ. Шӑратса кӑларас технологи кашни пая тӗплӗн кӑтартма май панӑ.
Вырнаҫӑвӗ
РФ Музей фончӗн Патшалӑх каталогӗн списокӗнче кӳлепе куравра тӑракан музейсене, ҫавӑн пекех ӑна хӑш ҫулта шӑратса кӑларнине кӑтартнӑ:
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Скульптура. Толстой Л.Н в кресле. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Статуэтка. Л.Н. Толстой в кресле. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.