Мăнкăмăллăх

Мăнкăмăллăх — виçесĕр мăнаçлăх, вĕçкĕнлĕх, эгоизм[1].

Тĕнсенче

Христос тĕнĕ

Православире мăнкăмăллăх çылăхлă саккăр хĕрӳлĕхĕнчен пĕрри шутланать[2][3].

undefined

Католици тĕнĕнче те мăнкăмăллăх çиччĕ вилĕмлĕ çылăх концепцине кĕрет.

Мăнкăмăллăха кĕнĕ çын Турă умĕнче хăйĕн пахалăхĕсемпе, хăйне вĕсене Хуçа панине манса кайсах мухтанать. Çакăн пек çын пурнăçри мĕнпур ăраскала хăйех, Турă пулăшмасăрах, Унăн ирĕкĕсĕрех, туянма пултарнине ĕненме тытăнать. Мăнкăмăллăха путнă этем килнĕ пуянлăхшăн (тĕслĕхрен куç курни, хăлха илтни, пурнăç, апат-çимĕç, çурт-йĕр, ача-пăча) Турра тав тумасть[2][3].

Ислам

Исламра кибр (виçесĕр мăнаçлăх) пысăк çылăх тата урăх çылăхсене кăларакан сăлтав пулать[4]. Çакă ĕнтĕ Иблиса Аллах тунă Этеме пуç тайма паман, вăл вара этем йăхĕн тăшманĕ пулса тăнă.

«Вара Турă каланă: „Эй Иблис, мĕн ĕнтĕ сана Эпĕ Хамăн алăсемпе тунине саламласран чарчĕ?“... Вал хуравланă: „Эпĕ унран лайăхрах: Эсĕ мана çулăмран турăн, ăна — тăмран“» (Коран(шухăшне куçарнă), сура Сад 38:75-76)

Çавăн пекех

  • Гибрис — авалхи грексен мăнкăмăллăхĕ

Ӑнлантарусем

  1. ^ . — М.: Астрель, АСТ, Транзиткнига. — 1056 с. — 3000 экз. — ISBN 5-17-034923-8, ISBN 5-271-13324-9, ISBN 5-9578-3398-3.
  2. ^ 1, 2 Игнатий Брянчанинов, Восемь главных страстей с их подразделениями и отраслями
  3. ^ 1, 2 священник Павел Гумеров, Восемь главных страстей с их подразделениями и отраслями
  4. ^ Статья «Кибр». // «Исламский энциклопедический словарь». Ансар Али-заде, 2007

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем