Майкова Евдокия Макаровна

 

Майкова Евдокия Макаровна (ҫур. 1923 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ, Мӑштавӑш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — трактористка, 8 ача пӑхса ӳстернӗ амӑшӗ[1].

Кун-ҫулӗ

Платкари пуҫламӑш шкулта пӗлӳ илнӗ. 1935 ҫултанпа тӑван ялӗнчи колхозра тӑрӑшнӑ.

1941 ҫулта Кӳкеҫ МТСӗ ҫумӗнче трактористсем валли йӗркеленӗ виҫӗ уйӑхлӑ курссенче вӗренсе тухнӑ[1]. Чи пӗрремӗш трактористка-хӗрсен йышӗнче 10 ҫул ӗҫленӗ[2]. «Самолет» колхозра трактористка, А.С. Пушкин ялӗллӗ колхозра тата Ленин ячӗллӗ колхозра ӗне сӑвакан пулса ӗҫленӗ.

1951 ҫулта Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутатне суйланӑ[1]. Унччен маларах ӑна вырӑнти ял канашӗн, район канашӗн депутатне суйласа илнӗ пулнӑ.

Хисепӗсем

Евдокия Макаровна ҫакӑн пек орденсемпе медальсене тата ытти хисепсене тивӗҫнӗ[1]:

  • III тата II степеньлӗ «Амӑшӗн мухтавӗ» орден;
  • I тата II степенлӗ «Ача амӑшӗн медалӗ»;
  • ВЛКСМ Чӑваш обкомӗн хисеп хучӗ (1949);
  • СССР ял хуҫалӑх министерствин хисеп хучӗ;
  • ВЛКСМ обкомӗн тата райкомӗн дипломӗсем.

Ҫемьи

Упӑшки — Майков Семён Ефимович, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, хастарлӑхшӑн тата паттӑрлӑхшӑн ӑна медальсемпе тата орденсемпе чысланӑ.

Ачисем[2]:

  • аслӑ хӗрӗ Евелина (1951 ҫ.ҫ.) Чӑваш патшалӑх ял хуҫлӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ, агроном специальноҫе алла илнӗ.
  • Фаина хӗрӗ (1952 ҫ.ҫ.) тӑван колхозра ӗне сӑвакан пулса ӗҫленӗ, III степеньлӗ Ӗҫ мухтавӗн орденне тивӗҫнӗ.
  • Викентий (1954 ҫ.ҫ.) 4-мӗш номерлӗ ПТУ-ра каменщик ӗҫне алла илнӗ.
  • Владимир (1956 ҫ.ҫ.) И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхе факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
  • Виталий (1957 ҫ.ҫ.) Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ ПТУ-ра слесарь-сантехник ӗҫне алла илнӗ.
  • Геронтий (1959 ҫ.ҫ.) Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче пӗлӳ илнӗ, кайран Мускаври инженер-землеустроительсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
  • Александр (1962 ҫ.ҫ.) Апаш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Ленин ячӗллӗ колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ.
  • xи кӗҫӗн хӗрӗ Екатерина (1965 ҫ.ҫ.) И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхе факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Егоров Д.Е. Женщины-матери земли Чуваш. Кн.4. - Чебоксары, 2004 — 290 с. — 204 с.

Вуламалли

  • Егоров Д.Е. Женщины-матери земли Чуваш. Кн.4. - Чебоксары, 2004.
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 244. — 505 с.

Каҫӑсем