Малышкин Николай Фёдорович
Малышкин Николай Фёдорович (1958 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ, Тӑрӑм, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (1990).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1958 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Елчӗкри вӑтам шкула (1976), Баку ҫар округӗнчи ҫар корреспонденчӗсен куҫӑн мар шкулне (1977), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне (1984), Чулхулари социаллӑ политика институтне (1991) вӗренсе пӗтернӗ.
1977—1979 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Ӗҫ биографийӗ пуян та тӗрлӗ енлӗ:
- 1979—1982 ҫулсенче — Шупашкарти В. И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн прессовщик-вулканизаторщикӗ,
- 1982—1985 ҫулсенче — «Колхоз ялавӗ» (халӗ — «Елчӗк ен») хаҫат корреспонденчӗ,
- 1985—1987 ҫулсенче — КПСС Елчӗк райкомӗн инструкторӗ, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ,
- 1987—1990 ҫулсенче — ВЛКСМ райкомӗн I секретарӗ, 1991-2002 ҫулсенче – Тӑрӑмри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул директорӗ,
- 2002—2011 ҫулсенче — Елчӗк район администрацийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперчӗ,
- 2011—2018 ҫулсенче — Аслӑ Елчӗкри Г. Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул директорӗ,
- 2018—2023 ҫулсенче — «Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,
- 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнчен — редактор.
Обществӑлла ӗҫсем
Яланах районти лобществопа политика ӗҫне, таврапӗлӳ тата ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Малышкин Николай Фёдорович —
- Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш членӗ (1992—2023),
- Чӑваш наци конгресӗн Елчӗк округӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи (2014—2024),
- Елчӗк округӗнчи таврапӗлӳҫӗсен Канашӗн председателӗ (2003 ҫултан),
- Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи депутатсен Пухӑвӗн икӗ суйлаври (2015, 2020) депутачӗ[1],
- Раҫҫей Журналистсен пӗрлешӗвӗн членӗ (2014).
Ҫутатакан ыйтусем
Ытларах ҫак ыйтусемпе ҫырнӑ:
- физкультурӑпа спорт аталанӑвӗ,
- ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парасси,
- тӑван таралӑха, историе тӗпчесси — таврапӗлӳ,
- районти хуҫалӑхсен ӗҫӗ-хӗлӗ.
Кӑсӑк самантсем
- Юрлама ӑста, районта пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрет[2].
Кӗнекесем
Малышкин Н. Ф. «Елчӗк районӗ. Кӗске энциклопедийӗ» (Яльчикский район. Краткая энциклопедия, 2007) кӗнекен авторӗсенчен пӗри. Унӑн тӑван районн историйӗпе, Елчӗк районӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен ҫырнӑ ҫакӑн пек кӗнекисем кун ҫути курнӑ:
- «Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем» (2000),
- «Чыслӑх салтакӗсем» (2015),
- «Елчӗк ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ» (2019)[3],
- «За землю русскую» (2024).
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Хисеп грамоти (2001),
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав сӑмахӗ (2017),
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (1999),
- Чӑваш Республикин физкультурӑпа, спорт тата туризм министерствин Хисеп грамоти (1999),
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп грамоти (2001,2014),
- Халӑхсем хушшинчи этнопедагогика ассоциацийӗн Г. Н. Волков ячӗллӗ медалӗ (2017),
- «Патриотла ӗҫе активлӑ хутшӑннӑшӑн» медаль (2015),
- Пӗтӗм Союзри халӑх пултарулӑхӗн 2-мӗш фестивалӗн лауреачӗ (1987).
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Яльчикский район. Краткая энциклопедия. — 202.
Каҫӑсем
- https://yal-pressa.cap.ru/SiteMap.aspx?id=757823&ysclid=m2abr4o3yo428180596
- https://uchebana5.ru/cont/2054563-p21.html
- https://www.cheboksary.ru/education/58836_sostojalas_prezentatsija_knigi_nikolaja_malyshkina_voiny-internatsionalisty.htm
- https://vk.com/wall298716705_448
- https://yaltch.cap.ru/news/2019/08/22/elchek