Елчӗк ен
Елчӗк ен — Чӑваш Республикин Елчӗк муниципаллӑ округӗнче эрнере пӗрре тухса тӑракан обществӑпа политика хаҫачӗ.
Учредителӗсем:
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви,
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Елчӗк районӗн «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ.
Редакци адресӗ: Чӑваш Республики, Елчӗк ялӗ, Пӗрремӗш май урамӗ, 16-мӗш ҫурт[1].
Тӗп редакторӗ — Петрова Елена Геннадьевна.
Регистрациленӗ хучӗ: ПИ № ТУ21-00236, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ[2].
Хаҫат кунҫулӗ
Елчӗк район хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ 1932 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче «Колхоз ялавӗ» ятпа тухнӑ, ВКП (б) Елчӗк райкомӗн, райӗҫтӑвкомӑн тата райпрофканашӑн органӗ шутланнӑ. Хаҫат Патӑрьелти типографире кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш тата ун хыҫҫӑнхи номерсене кӑларассине парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ М. Кузьмин тата партин районти комитечӗн яваплӑ ӗҫченӗсем алӑ пуснӑ. Вырӑнти типографи ҫуккипе 1933 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хаҫат Патӑрьел типографийӗнче пичетленнӗ. Ку вӑхӑт тӗлне Елчӗкре типографи валли ҫӗнӗ йывӑҫ ҫурт туса лартнӑ, полиграфи оборудованийӗпе набор шрифчӗсене кӳрсе килнӗ. Партин Чӑваш обкомӗ янипе района упӑшкипе арӑмӗ Ковалевскисем — Пелагея Никифоровнӑпа Григорий Сергеевич — килнӗ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем опытлӑ полиграфистсем шутланнӑ, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул Шупашкар хулин типографийӗнче ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ типографи директорне Григорий Ковалевские лартнӑ. Вырӑнти халӑхран типографире ӗҫлеме кадрсем хатӗрлес ӗҫе вӗсем нумай вӑй хывнӑ.
1933 ҫул пуҫламӑшӗнче хаҫат редакторне Павел Данилович Данилова лартнӑ, хаҫата вӑл 1934 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗччен редакциленӗ. Яваплӑ секретаре Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, «Коммунар» (Мускав) чӑваш хаҫачӗн корреспондентне Павел Семенович Шипцова чӗннӗ. Вӗсене пула хаҫатӑн ялти штатра тӑман корреспондентсен йышне йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш ҫулхине хаҫат эрнере икӗ хутчен пӗр листапа тухнӑ. Ҫулталӑкран вӑл эрнере виҫӗ хутчен пичетленнӗ. Хаҫат тиражӗ 1550 экземпляр пулнӑ. Анчах хаҫат хучӗ ҫитменнипе 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗчченех 2-2,5 пин экземпляр шайӗнче юлнӑ.
1930-1940-мӗш ҫулсенче хаҫат лаптӑкӗн ҫуррине яхӑн официаллӑ материалсем йышӑннӑ. Апла пулин те редакци ӗҫченӗсем, тӗрӗсрех каласан хаҫат редакторӗпе яваплӑ секретарь, район пурнӑҫне тӗплӗн ҫутатма тӑрӑшнӑ.
1958 ҫулта хаҫата эрнере виҫӗ хутчен 4 страницӑпа кӑларма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑталла тираж 3000 экземпляра ҫитнӗ. Редакци штачӗ те ӳснӗ. Редакцие ытларах вӗреннӗ ҫынсем килнӗ. Хаҫат формипе, содержанийӗпе улшӑннӑ. Ҫӗнӗ интереслӗ рубрикӑсем, ятарлӑ страницӑсем тухма пуҫланӑ: «Вулакансен ҫырӑвӗсем», «Литература страници», «Ҫыру йӗрӗ тӑрӑх», «Капкӑн кӗтесӗ», «Социализмла обязательствӑсем мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?» , «Малта пыракансен шкулӗ» тата ыттисем те.
Елчӗк район хаҫачӗ 1932 ҫултан пуҫласа 1997 ҫулччен «Колхоз ялавӗ» ятпа тухнӑ. Вӑл ҫав вӑхӑтри сывлӑша ҫав тери лайӑх сӑнланӑ, мӗншӗн тесен Елчӗк районӗ ялхуҫалӑх районӗ шутланать. Социализмла строй тапхӑрӗнче вара тӗп ялхуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем колхозсем шутланнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен районта фермерсем, производство кооперативӗсем, уйрӑм предпринимательсем палӑрнӑ. Кӗскен каласан, производство хутшӑнӑвӗсем тӑрук улшӑннӑ. Ҫавӑнпа та депутатсен районти Пухӑвӗн йышӑнӑвӗпе район хаҫатне тепӗр ят панӑ та вӑл 1997 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа «Елчӗк ен» («Яльчикский край») ятпа тухма пуҫланӑ.
Хаҫат чи пысӑк тиражпа – 6665 экземпляр — 1991 ҫулта пичетленсе тухнӑ. 2003 ҫулта хаҫат тиражӗ 2050 экземпляр таран ӳкнӗ. 2004 ҫултанпа тираж ӳсни палӑрать, халӗ 4051 экземплярпа танлашать.
«Елчӗк ен» Елчӗк район хаҫачӗн редакцийӗ» автономлӑ учреждение 2009 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗнче йӗркеленӗ. АУ ҫак ӗҫ-хӗле пурнӑҫлать: хаҫат кӑларасси, полиграфи продукцине ӑсталасси, ҫав шутра кӗнекесемпе брошюрӑсем кӑларасси те, юридици тата ҫынсене информаци, реклама пулӑшӑвӗсем парасси.
«Елчӗк ен» районти общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Ҫулсеренех ҫӑмӑл атлетика тата кире спорчӗ енӗпе «Елчӗк ен» хаҫат парнисемшӗн ӑмӑртусем ирттерет.
Аталану тапхӑрӗсем
- 1927 ҫулта Чӑваш АССРӗнче районсем ҫине уйӑрас административлӑ ӗҫ пуҫлансан район хаҫачӗсене йӗркелеме тытӑннӑ. Ку ӗҫ уйрӑмах «Районти тата вырӑнти ял пичечӗ ҫинчен» йышӑну хыҫҫӑн вӑйланнӑ.
- Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1932 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче «Колхоз ялавӗ» ятпа тухнӑ, ВКП (б) Елчӗк райкомӗн органӗ шутланнӑ.
- 1962 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Елчӗк районне пӑрахӑҫланӑ, вӑл пӗтӗмӗшле Патӑрьел районне кӗнӗ, ҫырӑнса илекенсем чӑвашла тата тутарла тухса тӑракан районсем хушшинчи «Авангард» хаҫата илсе тӑнӑ.
- 1965 ҫултан пуҫласа 1996 ҫулччен «Колхоз ялавӗ» хаҫат тухса тӑнӑ.
- Елчӗк районӗн депутатсен Пухӑвӗн 1996 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 17-мӗш постановленийӗпе хаҫата «Елчӗк ен» ят ҫине куҫарма йышӑннӑ. Устава регистрациленӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Пичет патшалӑх комитечӗн регистраци управленийӗ 1997 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнчи 4 № свидетельство панӑ.
- «Елчӗк ен» хаҫат учредителӗсем улшӑннӑ май 2000 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ҫӗнӗ юридици формипе «Елчӗк ен» Елчӗк райхаҫат редакцийӗ» республикӑн унитарлӑ предприятине йӗркеленӗ.
- Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2002 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнчи 259-мӗш Постановленийӗпе «Елчӗк издательство ҫурчӗ» республикӑри патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ туса хунӑ.
- Пичет тата информаци политикин министерствин 2003 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Елчӗк издательство ҫурчӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ туса хунӑ.
- Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2007 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнчи 56-мӗш постановленийӗпе «Елчӗк издательство ҫурчӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ вырӑнне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерствисен «Елчӗк ен» Елчӗк район хаҫачӗн редакцийӗ» республикӑри патшалӑх учрежденийӗ туса хунӑ.
Тӗп редакторсем
Район хаҫатӗнче тӗп редактор пулса 23 ҫын вӑй хунӑ:
- П. Д. Данилов (1932 — нарӑс, 1934),
- Н. О. Осипов (1934, ака уйӑхӗччен),
- А. Матвеев (ака, 1934 — 1938),
- Н. Н. Волков (1938),
- Ф. М. Майков (1938—1941,1946—1947),
- И. С. Васильев (юпа, 1941 — пуш, 1942),
- А. Ф. Чернов (1942—1946),
- М. Т. Егоров, И. А. Алексеев (1946),
- Н. Д. Филиппов, Е. П. Поликарпова (1947—1948),
- И. Т. Петров (1949—1950),
- В. А. Наумов (1948, 1950—1953),
- В. П. Семенов (1953—1954, 1958—1962),
- М. П. Челяков (1954—1956),
- С. Н. Доброхотов (1956—1958),
- П. М. Михайлов (ҫурла-юпа, 1954, 1965—1971),
- А. Г. Миллин (1971—1977),
- Л. А. Васильева (1978—1986),
- А. А. Тимофеев (1986—1989),
- А. Ф. Карлин (1989—1996),
- И. П. Иноходов (ҫурла, 1996 — пуш, 2004),
- Н. В. Алексеев (пуш, 2004 — авӑн, 2017),
- С. А. Архипова, тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан (авӑн – раштав, 2017),
- Е. Г. Петрова, тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан (раштав, 2017 — нарӑс, 2018),
- Н. Ф. Малышкин (нарӑс, 2018 — нарӑс, 2023),
- Е. Г. Петрова (2023, нарӑс уйӑхӗнчен).
Обществӑлла корреспондентсем
Ял пурнӑҫне ҫутатма район хаҫачӗн страницисенче обществӑлла корреспондентсем пысӑк пулӑшу панӑ. 40 тата ытларах ҫул хушши хаҫатпа ҫыхӑну тытнисем
П. А. Печков, П. В. Сидоров, Г. А. Рахмуллин, К. А. Воробьев, Г. К. Данилов, А. А. Дмитриев, Г. Т. Дмитриев, М. С. Кадышев, П. К. Комиссаров, П. В. Зайцев, Н. И. Круглов, И. И. Левый, Н. Е. Московский, П. П. Павлов, Б. Р. Романов, К. Р. Романов, О. А. Сазонов, Б. Л. Тихонов, В. Г. Щербаков, А. С. Яковлев, А. В. Богданов, Н. Н. Круглов тата ыттисем те.
Паян та хаҫат штатра тӑман корреспондентсен пулӑшӑвӗ ҫине таянса тӑрать. Чи хастаррисем:
А. А. Тимофеев, К. М. Леонтьева, В. Г. Вастулова, Е. И. Баринова, Н. В. Богданов, В. Н. Воронова, О. А. Марков, В. С. Ёлкин, Л. А. Енедерова, Т. Н. Захарова, В. Г. Захаров, Е. К. Игнатьева, В. Н. Круглов, Н. А. Левая, О. Г. Миронова, А. Н. Михеева, В. Н. Московский, В. О. Сазонов, П. П. Сидоров, В. Д. Николаев тата ыттисем те.
Хисепӗсем
Район хаҫатне Хисеп хучӗсемпе тата Дипломсемпе нумай хутчен чысланӑ. Ҫав шутра:
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Хисеп грамоти (1981),
- Чӑваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин Хисеп грамоти,
- Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Хисеп грамоти.
«Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗ республикӑри тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсем ирттерекен конкурссенче хастар хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Коллектив Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин МИХсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен республикӑри конкурсӗнче ҫулсерен хутшӑнса ҫӗнтерет, тӗрлӗ грантсене пурнӑҫа кӗртет. Тӗрлӗ ҫулсенче ҫак проектсене пурнӑҫланӑ:
- «Пурнӑҫ пӗрре килет» (2010) ,
- «Туслӑх. Килӗшӳ. Мир» (2012) ,
- «Черкки — пӗчӗк, хуйхи — пысӑк» (2013),
- «Илем каҫчен, чун вара ӗмӗрлӗхе» (авторӗ — Петрова Елена Геннадьевна, 2014 ),
- «Эпӗ – Раҫҫей гражданинӗ» (авторӗ — Петрова Елена Геннадьевна, 2019),
- «Паллӑ мар ентешсем» (авторӗ — Малышкин Николай Федорович, 2019),
- «Тӑван ялӑм — савнӑ ялӑм» (автор — Кириллова Валентина Алексеевна, 2020),
- «Астӑватпӑр, мӑнаҫланатпӑр» (авторӗ — Петрова Елена Геннадьевна, 2020),
- «Ҫемье вӑл — ҫичӗ эпӗ» (авторӗ — Кириллова Валентина Алексеевна, 2021),
- «Эпӗ — фермер» (авторӗ — Архипова Светлана Анатольевна, 2021),
- «Эпе — ял хӗрарӑмӗ» (авторӗ — Кириллова Валентина Алексеевна, 2022),
- «Ҫӑкӑр шӑршиллӗ аллусене мухтав!» (авторӗ — Архипова Светлана Анатольевна, 2022),
- «Ял тата унӑн ҫыннисен» (авторӗ — Петрова Елена Геннадьевна, 2023),
- «Ял пуласлӑхӗ пирӗн алӑра» (авторӗ — Архипова Светлана Анатольевна, 2024 ҫул).
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 126-128. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- В. П. Комиссаров. Городские и районные газеты Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 229—246. — 256 с. — ISBN 978-5-7670-1515-3.
- К. М. Леонтьева, Н. Ф. Малышкин. Яльчикский район = Елчӗк районӗ. — 2-е изд. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 81. — 462 с. — ISBN 978-5-7670-1502-3.
- Иноходов, Иван Павлович. Елчӗк район хаҫачӗн кӗске энциклопедийӗ. — Елчӗк, 2007.
- Иноходов, Иван Павлович. Елчӗк район хаҫачӗн кӗске энциклопедийӗ. — Хушса тӳрлетнӗ иккӗмӗш кӑларӑм. — Елчӗк : [и. ҫ.], 2012. — 68 с., [4] л. ил. : портр.
Ӑнлантарусем
- ^ Редакция газеты «Елчек ен» (выр.). https://yandex.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Елчек ен («Яльчикский край») (выр.). АО «Почта России». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.