Кириллова Валентина Алексеевна

Кириллова Валентина Алексеевна (хушма ячӗ — Тимӗр Алюш Вали, ҫур. 1963 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ, Нӗркеҫ, Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей журналисчӗ, ҫыравҫи, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2001), Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1963 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Смирнов Алексей Владимирович, ӗмӗрне «Гигант» колхозра механизаторта ӗҫлесе ирттернӗ. Амӑшӗ, Смирнова Христиния Николаевна, ҫак хуҫалӑхрах ветеринари фельдшерӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

1971 ҫулта Нӗркеҫри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗрремӗш класа кайнӑ. 1979 ҫулта ӑна пӗтерсен Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ, 1981 ҫулта алла аттестат илнӗ.

Район хаҫачӗпе, «Пионер сасси» хаҫатпа, «Хатӗр пул» журналпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑран, тӑван литературӑна кӑмӑлланӑран И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗме шут тытнӑ. Экзаменсене тытнӑ хыҫҫӑн 0,5 балл ҫитейменрен, документсене тӳрех куҫӑн мар уйрӑма парса хӑварнӑ.

Яла таврӑнсан пӗр вӑхӑт «Гигант» колхозра ӗҫленӗ. Унтан ӑна Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ Уткин Геннадий Алексеевич редакцие ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Хаҫата пиллӗкмӗш класран тӗрлӗ заметкӑсем ҫырса тӑнӑран, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра та хаҫата тӗрлӗ статья ярса панӑран хастар хӗр ҫинчен илтнӗ-пӗлнӗ ӗнтӗ. Смирнова В. А. хаҫатҫӑ ӗҫне 1982 ҫулта ялхуҫалӑх пайӗн корреспондентӗнчен тытӑннӑ. Тӑватӑ ҫул вӑй хурсан кӳршӗ района куҫса кайнӑ. 1986—1988 ҫулсенче Патӑрьелӗнчи ВДПО райсоветӗнче инструкторта тӑрӑшнӑ. 1988 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтерсе «Филолог. Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ» квалификациллӗ диплом илнӗ.

Шӑпа ӑна Елчӗк тӑрӑхне илсе ҫитернӗ, 1988 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗн «Колхоз ялавӗ» (1997 ҫултан — «Елчӗк ен») хаҫатӑн обществӑпа политика пайӗн корреспондентӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1992 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2003 ҫулхи кӑрлаччен ҫырусемпе тата обществӑлла корреспондентсемпе ӗҫлекен пай заведующийӗнче, 2003 ҫултан тытӑнса мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен — 2022 ҫулхи раштав вӗҫӗччен — «Елчӗк ен» хаҫатӑн ҫырусен пайӗн редакторӗнче вӑй хунӑ, пурӗ 34 ҫул ытла. Хаҫатсенче ӗҫленӗ пӗтӗмӗшле стаж — 38 ҫул ытла.

Обществӑлла ӗҫсем

  • Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн членӗ (2001),
  • Елчӗк районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн членӗ,
  • икӗ хутчен Елчӗк ял тӑрӑхӗн депутатне суйланнӑ (2006—2010 ҫулсем),
  • 2006 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх канашӗ» общество организацийӗн учредительсен съездне хутшӑннӑ,
  • 2019 ҫултанпа «Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн пайташӗ[1],
  • чылай ҫул редакципе типографин профсоюз организацине ертсе пынӑ.

Ҫутатакан ыйтусем

Ӗҫленӗ тапхӑрта район хаҫатӗнче тӗрлӗ страницӑсемпе кӑларӑмсем ертсе пынӑ: «Ҫемье клубӗ», «Культура», «Сывлӑх», «Вӗренӳ», «Ҫул утти», «Тӑван ялӑм, савнӑ ял», «Пурнӑҫри ӳкерчӗксем», «Мораль темипе».

2013 ҫулта «Елчӗк Ен» хаҫатӑн «Пӗрле ларса вулар-и?» хушма кӑларӑмне вулакансем хавхаланса йышӑннӑ.

Чӑваш Республикин массӑллӑ информаци хатӗрӗсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен конкурсне виҫӗ хутчен хутшӑнса ҫӗнтернӗ, грант пулӑшӑвӗпе ятарлӑ кӑларӑмсем кӑларса тӑнӑ: «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» (2020), «Юрату. Ҫемье. Ачасем» (2021), «Эпӗ — ял хӗрарӑмӗ» (2022).

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинчи конкурссенче пӗрре мар малти вырӑнсене йышӑннӑ:

  • «Учитель тата общество» конкурсра «Материалсен чи лайӑх ярӑмӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2010),
  • Культура ҫулталӑкӗнче «Район хаҫачӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материал» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2014),
  • МЧСӑн «Вутлӑ калем» конкурсра «МИХ, район хаҫачӗсем» номинацире 1 степеньлӗ диплом (2016),
  • Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫыннисен ҫулталӑкӗнче « Район (хула) хаҫачӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материал (материалсен ярӑмӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн (2017).

Кӗнекесем

Унӑн ҫак кӗнекисем кун ҫути курнӑ:

  • «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» (2008);
  • «Сиплев утравӗ» (2013);
  • «Сас пачӗ чӗрӗ чун» (2018);
  • «Ҫирӗм ҫулӑн ҫичӗ кунӗ» (2019);
  • «Сас пачӗ ывӑлӑм» (2023)[2];
  • «Нарпике ăраскалӗ» (2025).

2025 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Нарпике ӑраскалӗ» — ҫыравҫӑн пысӑк калӑпӑшлӑ пӗрремӗш хайлавӗ. Романри ӗçсем 1900—2023 çулсенче пулса иртеççӗ. Тӗп сăнар — Нарпике ятлă чăваш хӗрӗ. Унăн аслашшӗпе асламăшӗн — Тимреспе Сарпин, ашшӗпе амăшӗ — Арханпа Элиме. Вӗсен шӑпине те уҫса парать ҫыравҫӑ. Нарпике — Арханпа Элимен пӗрремӗш ачи[3].

Ҫавӑн пекех хайлавӗсем Чӑваш Республикинчи «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Елчӗк Ен» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл» журналта, Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пичетленеҫҫӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Пичет тата информаци политикин министерствин Хисеп грамоти (2002);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2007);
  • Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2007, 2008, 2012, 2020);
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ (2013);
  • Елчӗк район администрацийӗн Хисеп грамоти (2014);
  • Раҫҫей хӗрарӑмӗсен обществин Хисеп грамоти (2017);
  • Республикӑри ветерансен канашӗн президиумӗн Хисеп грамоти (2018);
  • «Чувашрессовпроф» профсюзӗн Хисеп грамоти (2018);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти (2018);
  • «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» общество организацийӗн Тав хучӗ (2019);
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль (2018).

Кӑсӑк самантсем

  • Ҫемьере пилӗк ача ҫитӗннӗ. Валентина — чи асли.
  • Елчӗк муниципаллӑ округӗн Акчел ялӗнче пурӑнать.
  • Виҫҫӗмӗш кӗнекере хӑйӗн хушма ятне Тимӗр Алюш Вали тесе палӑртнӑ:

«Манӑн асатте Тимӗр (Владимир), атте — Алюш, эпӗ вара, чӑн-чӑн ялтилле каласан, Тимӗр Алюш Вали».

Ӑнлантарусем

  1. ^ Профессионал çыравçă. Елчĕк ен. Елчĕк район хаçачĕ (28 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ О жизни современной чувашской деревни – в книге Валентины Кирилловой (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики Официальный интернет-портал. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ Ольга Австрийская. «Нарпике ăраскалӗ (выр.). Газета «Сувар» (9 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 204—205. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • К. М. Леонтьева, Н. Ф. Малышкин. Яльчикский район = Елчӗк районӗ. — 2-е изд. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 158. — 462 с. — ISBN 978-5-7670-1502-3.