Терехова Маргарита Борисовна

Маргари́та Бори́совна Те́рехова (1942, ҫурла, 25, Туринск, Свердловск облаçĕ) — совет, раççей актриси тата театрпа кино режиссёрĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (21.12.1976), РФ халăх артисчĕ (1996).[2]

Биографи

1942 çулхи çурлан 25-мешĕнче Свердловск облаçĕн Туринск хулинче Облаç драмтеатрĕн Борис Тереховпа Галина Томашевич актёрĕсен çемьинче çуралнă. Шкула ылтăн медальпе вĕçленĕ.

1959 çулта Ташкент университечĕн физика-математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕ çул вĕреннĕ хыççăн, университета пăрахса , Мускава тухса кайнă, унта вăл Моссовет ячĕллĕ театр çумĕнчи Ю. А. Завадскин шкул-студине вĕренме кĕнĕ [3].

Вĕренсе пĕтерсен, 1964 çулта, Моссовет ячĕллĕ театр актриси пулса тăнă, унăн сцени çинче нумай çул хушши ĕçленĕ. 1983 - 1987 çулсенче актриса Игорь Тальковпа пĕрле йĕркеленĕ «Балаганчик» театр коллективĕнче вăй хунă[4].

Театрти ĕçĕсем

Актриса

Режиссёр

  • «Когда пройдёт пять лет» (Г. Лорка)

Фильмографи

Актёр ĕçĕсем

Çемье

  • Ашшĕ — Борис Иванович Терехов[9] — Свердловск театрĕн актёрĕ.
  • Амăшĕ — актриса Галина Станиславовна Томашевич.
  • Пĕрремĕш упăшки (1964—1967) — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Вячеслав Бутенко.
  • Иккĕмĕш упăшки (1967—1969) — полхар актёрĕ Савва Кириллович Хашимов (пуш, 5 - 1940 — кăрлач, 11 - 2012). 1967 çулта «Бегущая по волнам» фильмра Томас Гарвей рольне сăнарланă.
  • Виççĕмĕш упăшки (1980—1995) — режиссёр Георгий Юрьевич Гаврилов (1958 çур.) 1998 çулта Нью-Йорка куçса кайнă.
  • Ачисем:
    • хĕрĕ — актриса Анна СаввовнаТерехова (1967 çур.), мăнукĕ - Михаил Добрынин (1988 çур.);
    • ывăлĕ — актёр, фотограф, ӳкерӳçĕ Александр Терехов[10][11] (род. 12 июля 1981[12]), окончил ВГИК[9]. Официаллă версипе, ашшĕ Георгий Гаврилов шутланать, çапах та прессăра пĕрре çеç мар Александрăн ашшĕ таджик усламçи тата политик Сайфиддин Тураев пулать тесе çырнă[13]. Терехова тата Тураев 1980 çулта актриса Истаравшанра (Таджикистан) пулнă чухне тĕл пулнă. Ун чухне Тураев трикотаж фабрикин директорĕ пулнă, авланнăскер Тереховăна качча илеймен. Тураев хăйне ашшĕ тесе йышăнмасть[14].
  • Кинĕ — Татьяна Найник, Александр арăме, вĕсен хĕрĕ — Вера Терехова (2015 çур.)[15].

Асăрхавсем

  1. ^ Margarita Terehova // Filmportal.de — 2005.
  2. ^ Указ Президента РФ от 22 октября 1996 г. № 1062 «О присвоении почётных званий Российской Федерации» 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Маргаритa Тереховa. ВокругТВ. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  4. ^ Биография Маргариты Тереховой. РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ Актриса Тарковского
  6. ^ «Из первых уст…»
  7. ^ Актриса Тарковского
  8. ^ Актриса Тарковского
  9. ^ 1, 2 http://gazeta.aif.ru/online/sv/116/07_01.ru/online/sv/116/07_01( ӗҫлемен каҫӑ)
  10. ^ Маргарита Терехова: «Я не буду до конца своих дней актрисой»
  11. ^ Терехов (Тураев) Александр
  12. ^ Прекрасный сфинкс Маргарита Терехова
  13. ^ Мистическая женщина. 25 августа - 75 лет Маргарите Тереховой // Российская газета Неделя. — 2017. — № 189. — .
  14. ^ Сайфиддин Тураев отрицает отцовство сына Маргариты Тереховой. Радио Озоди (1 августа, 2014).
  15. ^ Маргарита Терехова во второй раз стала бабушкой

Литература

  • Мария Воробьёва. «Маргарита Терехова. Из первых уст». — М., 2012