Мари Эл Республикин кунӗ
Мари Эл Республикин кунӗ — Мари Эл Республикин патшалӑх уявӗ. Ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв кун-ҫулӗ
1920 ҫулхи хӗлле Хусанта Наркомнац ҫумӗнчи мари тӗп пайӗ пуҫарнипе ҫармӑс тӑрӑхӗнчи хастар ӗҫченсен Пӗтӗм Раҫҫейри канашлӑвӗ иртнӗ. Мероприятире пухӑннисем административлӑ единицӑсене уйӑрма май пултӑр тесе ҫармӑссем компактлӑ пурӑнакан территорисене палӑртнӑ. Вӑл вӑхӑталла Тутар-Пушкӑрт Совет республикипе Пушкӑрт АССРӗ йӗркеленнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ытти халӑхсем те наци юхӑмӗсене пӗрлешсе хӑйсен автономийӗсем пирки шухӑшлама пуҫланӑ[1][2].
1920 ҫулхи ҫулла ҫармӑс хастарӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри коммунист ҫармӑссен конференцине пухӑннӑ, унта В. А. Мухин докладне тӗпе хурса хӑйсен малашнехи утӑмӗсене палӑртнӑ. Мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсене Наркомнац ҫумӗнчи мари тӗп пайӗн заведующийӗ С. А. Черняков документ проекчӗсем туса Совнаркома тӑратнӑ[1][2].
1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Совнарком тата ВЦИК «Мари халӑхен автономи облаҫне туса хурасси ҫинчен» декрет йышӑннӑ. Документ территорие, чикӗсене, администраци центрне, управлени органӗсене палӑртман, ҫавӑнпа та ҫав ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче хушма декрет кӑларнӑ, унта территорипе управлени ыйтӑвӗсене татса панӑ. Документпа килӗшӳллӗн автономи облаҫне ӗлӗк Хусан кӗпӗрнин Краснококшайск тата Чикме уесӗсене, Вятка кӗпӗрнин Уржум тата Яранск уесӗсен пайӗсене, ҫавӑн пекех Чулхула кӗпӗрнин Васильсурск уесне кӗртнӗ. Тӗп хулана Краснококшайска суйласа илнӗ[1][2].
Мари автономи облаҫне туса хунине революци комитечӗ 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче официаллӑ пӗлтернӗ, ҫавӑнпа та 1921 ҫултан пуҫласа 1930 ҫулччен уява ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче паллӑ тунӑ[3][1].
1921 ҫулхи ҫӗртмен 21—24-мӗшӗсенче Канашсен облаҫри пӗрремӗш Съезчӗ иртнӗ, унта облисполком пайташӗсене — регионти ертсе пыракан органа — суйланӑ. Унӑн пӗрремӗш председателӗ И. П. Петров обществӑпа политика ӗҫченӗ пулса тӑнӑ[2].
1929 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мари облаҫӗ ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Чулхула (Горький) крайӗн пайӗ пулса тӑнӑ. 1936 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче ку административлӑ территорине пӑрахӑҫланӑ, Мари автономи облаҫӗ унӑн йышӗнчен тухса Мари АССР пулса тӑнӑ[1][4].
1931—1959 ҫулсенче Мари автономи облаҫне никӗсленӗ куна ҫӗртмен 21-мӗшӗнче паллӑ тунӑ — шӑпах ҫак кун 1921 ҫулхи Советсен облаҫри пӗрремӗш Съезчӗ уҫӑлнӑ, ревком хӑйӗн полномочийӗсене облисполкома панӑ[3].
1960 ҫултанпа республикӑн официаллӑ уявне чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче — Владимир Ленинпа Михаил Калинин «Мари халӑхӗсен автономи облаҫне йӗркелесси ҫинчен» декрета алӑ пуснӑ кун палӑртаҫҫӗ[5][3].
1990 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнчен патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Деклараципе килӗшӳллӗн республикӑна Мари ССРӗ теме пуҫланӑ, хальхилле Мари Эл Республики 1992 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче пулса тӑнӑ[4].
Уяв
Мари Эл Республикин кунне чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уявра тӗрлӗ мероприяти — концертсем, куравсем, тематикӑлла тӗлпулусем — иртеҫҫӗ, унта палӑрнӑ ӗҫченсене чыслаҫҫӗ. Уяв умӗн республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенче Тӑван тӑрӑх историпе ҫыхӑннӑ конкурссемпе викторинӑсем ирттереҫҫӗ[5][6][7][8].
Ҫавӑн пекех ҫак уяв тӗлне ҫӗнӗ е реставрациленӗ объектсем уҫасси йӑлара. Тӗслӗхрен, 2006 ҫулта Республика кунӗ тӗлне — Мари Эл правительствин ҫӗнӗ ҫуртне, 2009 ҫулта — Царевококшайск кремлӗн территорийӗнчи архитектурӑпа истори комплексне, 2011 ҫулта — Патриарх лапамӗнче «12 апостол» ҫӗнӗ сехет, 2015 ҫулта — Ачалӑх музейӗ, 2016 ҫулта Православи историйӗн музейне уҫнӑ[9].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Елена Яшметова. День Республики Марий Эл: страницы истории Марийского края, Информационный портал SM.news (2022-11-03). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Республика Марий Эл. Марийской автономии - 82 года, Регнум (01.11.2002). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 В. Г. Востриков. 100 лет Марий Эл. Три даты в календаре – три вехи в становлении Марийской автономии (выр.). Национальная библиотека имени С.Г. Чавайна Республики Марий Эл (4 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дата образования Республики Марий Эл (выр.). ВДПО. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 День государственности Республики Марий Эл, Кидшер (2023-10-30). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ День образования Республики Марий Эл 2024. Марий Эл и Йошкар-Ола. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ Т. Ю. Смирнова. "Знаешь ли ты свой край?". Межпоселенческая центральная библиотека Советского района Республики Марий Эл (3 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ Лилиана Гарифуллина. День Республики Марий Эл 2022, что будет на День народного единства в Йошкар-Оле со 2 по 5 ноября, куда сходить, самая полная программа мероприятий на каждый день, концерты, выставки, конкурсы, музеи, kazan.kp.ru (2022-11-03). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 4 ноября – как это было 2006, 2007... 2020 годы, МариМедиа (04.11.2020). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Востриков, В. Г. Марий Эл: хроника столетия: 1920—-2020 / В. Г. Востриков, А. М. Клёнов. — Йошкар-Ола: Издательский дом «Марийское книжное издательство», 2020. — 100 с.
- Калинина, О. А. Мари уявӗсем = Марий пайрем-влак: справочник /О. А. Калинина. — Йошкар-Ола, 2006. — 52 с.
- Марийцы: коллективная монография / О. А. Калинина, М. Н. Мамаева, Т. Л. Молотова и др.; М-во культуры, печати и по делам национальностей Респ. Марий Эл; МарНИИЯЛИ им. В. М. Васильева. — Йошкар-Ола, 2008. — 213 с.
- Автономирен суверенитет патне. — Йошкар-Ола: Марийское книжное издательство, 1991. — 64 с.
- Сануков, К. Н. Марийская автономия: к 90-летию образования Марийской автономной области / К. Н. Сануков. — Изд-е 2-е, доп. — Йошкар-Ола: Марийское книжное издательство, 2010. — 176 с.
- Свечников, С. Мари автономийӗ: мифсемпе фактсем / Сергей Свечников // Мари тӗнчи = Марий сандалык. – 2020. – № 4 (47). – С. 2-10.
- Хлебников, А. В. Образование и развитие советской автономии марийского народа (1917—1929) / А. В. Хлебников. — Йошкар-Ола: Марийское книжное издательство, 1970. — 272 с.
- Мари Эл Республикин энциклопедийӗ / МарНИИЯЛИ им. В. М. Васильева. — Йошкар-Ола, 2009. — 872 с.
- Янтемир, М. Н. Марийская автономная область: (с приложением административной карты области) / М. Н. Янтемир. — Йошкар-Ола, 2005. — 188 c.