Мартинсон Сергей Александрович

Серге́й Алекса́ндрович Мартинсо́н (25.1.1899, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 2.9.1984, çавăнтах) — совет театрпа кино актёрĕ. РСФСР халӑх артисчӗ (1964).

Биографи

Сергей Мартинсон Санкт-Петербургăн хисеплĕ гражданинĕ, швед кăкĕнчен тухнă Александр Александрович Мартинсонпа Феодосия Александровна (хĕр чухне — Петрова) килйышĕнче çуралнă. Владимир Баршай мăнукĕ каласа панипе, Мартинсон маçаккăшĕ-швед 15 çулта Раççее Юсупов кнеç патне вĕренме килнĕ пулнă[1][2][3].

Тĕрлĕ çăлкуçсенче А. А. Мартинсона çурт-йĕр тăвакан инженер, çурт-йĕр сутакан тата хапрăкçă тенĕ[1][4]. Актёр хăй каланипе — унăн сăмахĕсене Людмила Кафанова театр пĕлевçи асăнать — унăн ашшĕ бриллиантсем сутнă, çаплах император килне хаклă чулсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем Петербург варринче Миллион урамĕнчи уйрăм çуртра пурăннă, кунта хулари культура элити пуçтарăннă, Александр Скрябин — ашшĕн çывăх тусĕ — концертсем панă[3][5].


1984 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Кунцево çăвинче пытарнă[6].

Килйыш

Виçĕ хутчен авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ — Екатерина Ильина:

Иккĕмĕш упăшки — Габай Генрих Саулович режиссёр (1962). Икĕ хĕр.

1930-мĕш çулсен вĕçĕнче С. Мартинсон мăшăрланмасăрах Елена Добржанская балеринăпа пурăннă (ăна репрессиленĕ, Воркутлагра 1952 çулта вилнĕ):

  • ывăл — Александр Сергеевич Мартинсон (1939—2003).

Виççĕмĕш арăмĕ — Луиза:

  • хĕрĕ — Наталья, актриса.

Пултарулăхĕ

Театрти ролĕсем

Мейерхольд театрĕ. «Рычи, Китай!» С. Третьякова (1923)— американский корреспондент[7]

«Последний решительный» Вс. Вишневскин — американец[7]

«Мандат» Н. Р. Эрдманăн (1925) — Валериан[7]

Революци театрĕ.

«Воздушный пирог» Ромашова — Плюхов [8]

«Павел Греков» — Левицкий

«Бесприданница» А. Н. Островскин (1940) — Карандышев

Киноактёр театр-студийĕ

«Дочь русского актера» — Ушица

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2 «В поисках утраченного. Сергей Мартинсон», ОРТ, 1997
  2. ^ «Сергей Мартинсон. Комический злодей», Пĕрремĕш канал, 2009
  3. ^ 1, 2 Владимир Баршай, публикация и предисловие Александра Баршая. Дед для меня всегда - Гамлет. Заметки по еврейской истории (Пуш 2014).
  4. ^ Виталий Вульф. Мой серебряный шар. Сергей Мартинсон. Мой серебряный шар. Россия-1 (2006).
  5. ^ Половец А. Б. О книге Л. Кафановой «Любовь и мистика». Журнал «Чайка» (Seagull Magazine) (1 ҫӗртмен 2008).
  6. ^ Могила Сергея Мартинсона. Могилы знаменитостей. Московский некрополь.
  7. ^ 1, 2, 3 Русский драматический театр: Энциклопедия / Под общ. ред. М. И. Андреева, Н. Э. Звенигородской, А. В. Мартыновой и др. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2001. — 568 с.: ил. ISBN 5-85270-167-X
  8. ^ Актер Мартинсон Сергей Александрович: биография, фото – Московский академический театр имени Вл. Маяковского. (выр.). www.mayakovsky.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.

Каҫӑсем