Мас-рестлинг

2014 ҫулта Раҫҫейре иртнӗ мас-рестлинг ӑмӑртӑвӗ

Мас-рестлинг (якут. мас тардыhыы, патак туртни) — Якутсен спорчӗн наци тӗсӗ, патак туртса ӑмӑртнӑ халӑх вӑййинчен йӗркеленнӗ[1]. «Мас» тени якут чӗлхинчен куҫарсан «йывӑҫ, патак» тенине пӗлтерет, «рестлинг» — акӑлчанларан — «кӗрешӳ».

Историйӗ

Патака туртасси моряксен хушшинче сарӑлнӑ хобби пулнӑ, ҫавӑнпа та мас-рестлингӑн тӗрлӗ тӗсӗсене Аляскӑпа Ҫурҫӗр Европӑра тӗл пулма пулать. Ку тӑрӑхсенче вӑйӑ уйрӑмах XIX ӗмӗрте анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ[2].

Сӑнласа пани

Мас-рестлинг енӗпе иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хире-хирӗҫ лараҫҫӗ, ӑмӑрту лаптӑкне икӗ пая уйӑракан хӑма ҫине урисемпе тӗкӗленеҫҫӗ, йывӑҫ патака (мас) хӑмапа паралеллӗ тытма тӑрӑшса ҫапла май ӑна хӑйсем ҫине туртса илме тӑрӑшаҫҫӗ. Мас-рестлингра ҫӗнтерес тесен алӑ ҫинчи, ҫавӑн пекех ҫурӑмпа урасен тата хырӑм пресӗн мышцисем вӑйлӑ пулмалла. Ӑмӑрту икӗ е виҫӗ раунд хушшинче кӗрешӳҫӗсенчен пӗри икӗ хут ҫӗнтериччен пырать. Кӗрешекенсенчен пӗри теприне патака туртса ӑна хӑй енне каҫарма пултарнӑ пулсан е хирӗҫри тупӑшакан патака алӑран вӗҫертрӗ пулсан ҫав ӑмӑртуҫӑ ҫӗнтернӗ пулать[3][4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Прыжки через нарты, перетягивание палки и другие виды спорта северных народов | ДетиАрктики.РФ (выр.). arctic-children.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  2. ^ English, Nick The Insane Rise of Mas Wrestling, the Best Strength Sport You Haven't Tried Yet. BarBend (20 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ Национальный якутский вид спорта покоряет мир - Татьянин день. www.taday.ru. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  4. ^ О мас-рестлинге | Международная федерация мас‑рестлинга. www.mas-wrestling.org. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем