Матьянова Ираида Васильевна

Матьянова Ираида Васильевна (псевдоним — Ираида Телейпи; ҫур. 1979 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ, Йăранар) — чӑваш ҫӑвӑҫи, педагог[1][2].

Пурнӑҫӗ

И. В. Матьянова 1979 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССР‑ӗн Элӗк районӗнчи Йӑранар ялӗнче ҫуралнӑ[1].

1996 ҫулта Тени вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2006 ҫулта Шупашкарти культура училищинче пӗлӳ илнӗ[1].

2012 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].

2006 ҫултанпа Шупашкар хулинчи 166‑мӗш номерлӗ ача пахчинче воспитатель пулса ӗҫленӗ[1]. 2025 ҫулта Шупашкарти хавшак ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ[2].

2025 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» профессионаллӑ конкурсра Чӑваш Республики ятӗнчен хутшӑнса финалистсен йышне кӗнӗ[3][4].

Пултарулӑхӗ

2005 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин писательсен пӗрлӗхне илнӗ[1].

Хӑйӗн сӑввисене хаҫат-журналта пичетлет, вӗсем тӑрӑх юрӑсем те хывнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем

  • «Чӗрем ыйтнипе»;
  • «Ҫырма урлӑ сукмак хыврӑм»[1].

Хисепӗсем, ҫитӗнӗвӗсем

  • Альпӑрт Канаш ячӗллӗ преми лауреачӗ (2005)[1];
  • Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутӗҫ министерствин Хисеп хучӗ (2023)[2];
  • Раҫҫей Федераци Президенчӗн педагогика ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ чи лайӑх вӗрентекенсене паракан преми (2023)[2].

Кӑсӑклӑ фактсем

2017 ҫулта «Халӑх шкулӗ» журналӑн 6-мӗш номерӗнче Ираида Матьяновӑна кӑларӑмӑн хуплашки ҫинче пичетленӗ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Матьянова (Телейпи) Ираида Васильевна. МБУК «ЦБС» Аликовского района ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Матьянова Ираида Васильевна. teacher.natlang.ru (28 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ Названы имена лучших учителей родных языков и литератур России. Интернет-портал «Россия для всех» (16 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  4. ^ Учительница из Чувашии прошла в полуфинал всероссийского конкурса «Лучший учитель родного языка». Про Город Чувашия (12 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  5. ^ Вышел в свет заключительный за 2017 год шестой номер журнала «Халăх шкулĕ – Народная школа» (выр.). myseldon.com (29 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Ирина Телейпи — литература тӳпинчи телей ӑлтӑрӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. — 2005. — 21 сент. — С. 4.
  • Матьянова (Телейпи) Ираида Васильевна // Календарь 2009. Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. — Чебоксары: Новое Время, 2009. — С. 109.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем