Мешаков Илья Григорьевич

МЕШАКОВ Илья Григорьевич (1924-1971)—рядовой, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Вăл Чăваш Республикиăн Пӑсӑрман ялĕнче çуралнă. Чăваш. КПСС ретне 1946-мĕш çулта кĕнĕ.

Кун-çулĕ

113-мĕш стрелоксен дивизин 1292-мĕш стрелксен полкĕн Мешаков рядовой 1944-мĕш çулхи пушăн-25 каç ушкăнпа пĕрле чи малтан Кăнтăр Буг урлă каçнă. Ушкăн хăйсенчен пысăкрах йышлă тăшмана позицисенчен çапса кăларса плацдарм ярса илнĕ. Пысăкрах вăйсем килсе çитиччен плацдарма тытса тăнă, тăшманăн 9 контратакине сирсе янă. Мешаков 13 гитлеровеца пĕтернĕ. Пушăн 26-мĕшĕнче, плацдарма сарас çапăçусенче, Мешаков маларах кайса автоматран персе ушкăна тăшман траншеине илме май панă. 6 нимĕçе пĕтернĕ, 2 плена илнĕ.

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 03.06.1944 Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивĕçтернĕ.

Вăрçă хыççăн демобмлизацилнĕ. ВЛКСМ Муркаш райкомĕн секретарĕ, уйăм пуçлăхе, КПСС райком секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1954-1971-мĕш çулсенче Муркаш вăтам шкул вĕрентекенĕ, Ярапайкасси шкул директорĕ.


1971 çулхи юпăн 12-мĕшĕнче нумай вăхăт чирленĕ хыççăн Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Ермак ялĕнче вилнĕ.

Чысĕсем

  • Ленин орденĕ
  • Хисеп палли
  • Моркашри шкулта асăну хăми, тата Муркашри Паттăрсен аллеинче ун ятне асăннă.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
  • Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии : [изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
  • Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Мешаков Илья Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

.