Михайлов Лазарь Андреевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Михайлов Лазарь Андреевич
Çуралнă вăхăт 1911 ҫулхи акан 10-мӗшӗ(1911-04-10)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2004
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
Сталинская премия

Михайлов Лазарь Андреевич (1911 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ, Мӑн Тукташ, Кӑрмӑш уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни[1]2004 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Челепи, Раҫҫей) — совет инженер-конструкторӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. III степеньлӗ Сталин премийӗн лауреачӗ.

1911 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче (ака, 10) Мӑн Тукташ ялӗнче (халӗ Элӗк районӗ, Чӑваш Ен) ҫуралнӑ. Нурӑсри II ступеньлӗ шкулта вӗреннӗ, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ.

1930 ҫултанпа СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин Самарти уйрӑмӗн корректорӗ, литература редакторӗ, техника редакторӗ тата производство заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.

Чӑваш хаҫачӗсен кӑларакан редакторӗ пулса ӗҫленӗ. 1932–1933 ҫулсенче издательство уйрӑмӗнче ӗҫленипе пӗрлех Куйбышеври индустри институтӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан вӑл 1936 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1936 ҫулта ЧТЗ электротехника лабораторийӗн пуҫлӑхӗ пулма шанса янӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Челепи совнархозӑн НИИ тӗп инженерӗ, техника информацийӗпе стандартизаци службин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Челепири трактор савутӗнче лаборатори пуҫлӑхӗ (1936–1945), детальсене пысӑк тӑтӑшлӑхлӑ токпа хӗртекен цех начальникӗ (1945–1948) тата ытти должноҫсене йышӑннӑ; производствӑна техника енчен ҫӑмӑллатакан мелсем тата ҫӗнӗ изобретенисемпе усӑ курассине пурнӑҫа кӗртнӗ.

1952–1959 тата 1963–1974 ҫулсенче Челепири электромашинӑсен савутӗнче тӗп инженерӑн ҫумӗ, тӗп инженер, 1959–1963 ҫулсенче Кӑнтӑр-Уралти совнархозӑн электротехника тата приборсем тӑвакан промышленноҫ управленийӗн тӗп инженерӗ пулса ӗҫленӗ. 1974–1991-мӗш ҫулсенче «Ротор» (Челепи) ятарлӑ конструктор бюровӗнче вӑй хунӑ.

20 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ авторӗ. Атом бомби тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери федерацин автоматикӑлла управленипе усӑ курасси тавра ирттернӗ I конгреса (1960) хутшӑннӑ.

2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Челяпире вилнӗ.

Ун ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Михайлов, Л. А. Моя жизнь, мои достижения : воспоминания ветерана труда [уроженца деревни Большие Токташи Аликовского района Чувашии] / Лазарь Андреевич Михайлов ; [предисл. В. А. Иванова]. - Чебоксары : Новое Время, 2016. - 58, [1] с. : портр., ил. ; 20 см. - Загл. обл. : Лауреат Государственной премии СССР. - Текст рус., чуваш. - Библиогр.: с. 57-58 (29 назв.). - Перечень трудов Л. А. Михайлова: с. 55-56 (23 назв.). - 300 экз.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]