Михайлов Юрий Николаевич

Михайлов Юрий Николаевич (пултарулӑхри хушма ят — Юрий Снегопад) (1966 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Йӑлӑм Патăрьел, Патăрьел районӗ, Чӑваш АССР) — журналист. Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, 1990 ҫултанпа Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1966 çулхи раштав уйăхӗн 22-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Патăрьел районӗнчи Йӑлӑм Патăрьел ялӗнче çуралнă. 1975 çул Кӗçӗн Патăрьелӗнчи пуçламăш шкула кайнă. 1982 çулта Тăрăнти сакăр çул вӗренмелли шкултан (1982), Патăрьелти 1-мӗш вӑтам шкултан (1984) вӗренсе тухнӑ.

1984 çулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх университетне историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ.

1985—1987 çулсенче Совет Çарӗнче, Германири совет çарӗсен ушкăнӗнче, хӗсметре тăнă. Çар званийӗ – сержант, 122 миллиметрă гаубицăн командирӗ пулнă. Çарта кандидат пулса КПСС ретне тăнă.

Ҫартан таврӑнсан 1991 çулта университетра вӗренӗвне малалла тӑснӑ, ӑна ăнăçлă вӗçлесе «СССР халăхӗсен чӗлхисем тата литература» специальноçа алла илнӗ, «Филолог, чăваш чӗлхи тата литература вӗрентекенӗ, журналист» квалификацие тивӗçнӗ.

Ӗç лавне 1989 çулта студент вăхăтӗнчех кÿлӗннӗ – тăваттăмӗш курсра Пушкăрт АССРӗнчи Пелепей районӗнчи «Малалла» дубляжла хаçатра редактор çумӗнчен пуçланă.

1990 çулхи раштав уйăхӗнче тин çеç йӗркеленекен «Урал сасси» республика хаçачӗн тӗп редактор тивӗçӗсене пурнăçлама шаннă. Паянхи кунччен çак ӗçре вăй хурать.

«Пушкăртстанри чăвашсен кӗске энциклопедийӗ» кӗнекен (2014 ç.) редколлеги канашӗн пайташӗ пулнă май ăна хатӗрлесе калăплас, вулакан патне çитерес ӗçре нумай тар тӑкнӑ.

Обществӑлла ӗҫ

  • 1990—1994 çулсенче Пелепей хулипе районӗнчи К. Иванов ячӗллӗ Чăваш культура обществине йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ, ӑна ертсе пынă.
  • 1991—2014 çулсенче Пушкăртстанри Пелепей хулинчи культура ӗçченӗсен профсоюз организацин председателӗ пулнă.
  • 1998 çултан пуçласа Раççей Журналистсен союзӗн пайташӗ.
  • 1999-2014 çулсенче Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашӗн ӗçтăвком пайташӗ пулнă.
  • 2009 çулта Пушкăртстанри Халăхсен ассамблейин Аслă канашӗн пайташне суйланă.
  • 2012 çулта 10-мӗш округпа Пелепей хула Канашне депутата суйланнă, 2016 çулччен ку лава туртнă.

Хисепӗсем

  • Чăваш Республикин Пичет патшалӑх комитечӗн Хисеп хучӗ (1999),
  • Чăваш Республикин Хисеп хучӗ (2000),
  • «Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне йӗркелес ӗçри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» медаль (2002),
  • Пушкӑртстан Республикин Президенчӗн Тав ҫырӑвӗ (2003),
  • Чăваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2006),
  • Пушкăртстан Республикин Пелепей муниципаллӑ район администрацийӗн Хисеп хучӗ (2009),
  • Пушкӑртстан Республикин Правительстви ҫумӗнчи Пичет, издательство тата полиграфи управленийӗн Хисеп хучӗ (2009),
  • Раҫҫей никама пӑхӑнман профсоюзӗсен Хисеп хучӗ (2010),
  • Пушкăртстан Республикин Пичет тата массăллӑ информаци министерствин Хисеп хучӗ (2011),
  • Чăваш халăх академикӗ (Чăваш халăх ăслăлăх тата ÿнер академийӗн йышăнăвӗпе, 2011),
  • Чăваш халăх ăслăлăх тата ÿнер академийӗн С. М. Яндуш медалӗ,
  • Пушкăртстан Республикин тава тивӗçлӗ пичет тата массăллӑ информаци ӗçченӗ (2015),
  • «Пушкăртстан Республикине – 100 çул» юбилейлă медаль (2019).

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 299. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Батыревская энциклопедия. Том 1 : Михайлов Юрий Николаевич (выр.). Цифровая библиотева Национальной библиотеки Чувашской Республики/ Энциклопедии.