Моисеева Татьяна Юрьевна
Моисеева Татьяна Юрьевна (ҫур. 1981 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, ШаптакЧӑваш АССР) — Раҫҫей биатлонистки. Темиҫе хут биатлон енӗпе тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсен призёрӗ, чемпионки тата ҫуллахи биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗсен темиҫе хут призёрӗ.
Пурнӑҫӗ
1981 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Муркаш районӗнчи Муркаш ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Пӗрремӗш тренерӗ Вячеслав Киселев пулнӑ. Малалла Г. Салдимиров патӗнче тренировкӑра хатӗрленнӗ[2].
Вӗсене Муркашри ДЮСШ-ра тренировка тунӑ. В. М. Егоров ячӗллӗ Муркашри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче, ҫавӑн пекех В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗн ДЮСШӗнче пӗлӳ илнӗ. 2008 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ[3].
Спорт карьерине 2009 ҫулта вӗҫленӗ[4].
Спортри ҫитӗнӗвӗсем
Татьяна Моисеева биатлон енӗпе тӗнче Кубокӗнче Норвегири Холменколлента иртнӗ 2002-2003 сезонра дебютланӑ. Ун хыҫҫӑнхи сезонсенче вӑл Тӗнче кубокӗн ӑмӑртӑвӗсенче хутран-ситрен ҫеҫ хутшӑннӑ. Раҫҫейри биатлонисткисенчен чылайӑшӗ спорта пӑрахса кайнипе е вӑхатлӑх тӑхтав илнипе 2006-2007 сезонра Татьяна Моисеева тӗнче кубокӗсене тӑтӑшах хутшӑнма пуҫланӑ. Ҫак сезон вӗҫнелле унӑн чи ӑнӑҫлӑ ҫитӗнӗвӗсем — Поклюкӑра иртнӗ спринтри тата хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртура икӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнни пулнӑ.
2001 ҫулта Татьяна Моисеева Францири Оте-Морьента иртнӗ Европӑн юниорсен чемпионатӗнче спринтра тата эстафетӑра ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ, ҫавӑн пекех уйрӑммӑн чупса тата хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Италири Тарвизиора иртнӗ 2003 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра спринтра тата масс-стартра иккӗмӗш пулса тӑнӑ, Раҫҫей сборнӑйӗпе пӗрле 3x6 км эстафетӑра мала тухнӑ. 2001 ҫулта Татьяна Моисеева Ханты-Мансийскра иртнӗ юниорсен хушшинчи тӗнче чемпионатӗнче индивидуаллӑ ӑмӑртура тата эстафетӑра чемпионка пулса тӑнӑ.
Тӗнче кубокӗ
- 2003—2004 — 77-мӗш вырӑн (1 очко)
- 2006—2007 — 20-мӗш вырӑн (310 очко)
- 2007—2008 — 20-мӗш вырӑн (302 очко)
| Тӗнче Кубокӗнче тупӑшса тунӑ ҫитӗнӳсем | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Таблицӑра биатлон сезонӗнчи ӑмӑртусенче спортсменка йышӑннӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Инд — индивидуаллӑ ӑмӑрту | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт сферинчи ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2001);
- Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2006).
Ӑнлантарусем
- ^ Татьяна Юрьевна Моисеева (выр.). Моргаушский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
- ^ Бюджетное учреждение «Cпортивная школа олимпийского резерва №2» » Салдимиров Геральд Прокопьевич (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Н.Г. Скородумов. Моисеева Татьяна Юрьевна (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
- ^ МОИСЕЕВА Татьяна Юрьевна | Российские спортсмены | Спортивная Россия (выр.). www.infosport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
- ^ Ку тапхӑра ҫанталӑкӑн япӑх условисене пула Осрбльерен куҫарнӑ
Каҫӑсем
- Официаллӑ фан-клуб
- Татьяна Моисеева — IBU сайтӗнчи профиль (акăлч.)