Морозов Алексей Юрьевич
Морозов Алексей Юрьевич (ҫур. 1961 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Мускав) — анлӑ профильлӗ физик-теоретик, тӗрлӗ облаҫсемпе тата кӑтартусемпе кӑсӑкланаканскер: йӑлана кӗнӗ элементарлӑ пӗрчӗсен теорийӗнчен пуҫласа хальхи уйсен теорийӗнчи (хӗлӗхсен теорийӗ) абстрактлӑ пайсемпе вӗҫлесе. Унӑн кӑтартӑвӗсене тӗнче шайӗнчи ӑсчахсем палӑртнӑ. Вӑл Мускаври тӗрлӗ институтсен ӑсчахӗсене пӗрлештерекен ушкӑна йӗркеленӗ.
Пурнӑҫӗ
Вӗренӳ
- 1978—1984 — Мускаври физикӑпа техника институчӗ[1].
- 1986 — физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Теориллӗ тата экспериментлӑ физика институчӗ.
- 1991 — физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Теориллӗ тата экспериментлӑ физика институчӗ.
- 2003 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче ӑна РАН член-корреспондентне суйланӑ (физика ӑслӑлӑхӗсен уйрӑмӗ (ядерлӑ физика секцийӗ))[2].
1982 ҫултанпа РФ ГНЦ ФГБУ Теорипе экспериментлӑ физика институтӗнче ӗҫлет, хальхи вӑхӑтра тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ шутланать[2].
А. Ю. Морозов — 300 ытла ӑслӑлӑх ӗҫ авторӗ. INSPIRE-HEP бази пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне унӑн ӗҫӗсене 12 000 хута яхӑн цитатӑланӑ, Хирш индексӗ 60-па танлашнӑ[2]. 2025 ҫулта Research.com портал верисйӗпе «Mathematics in Russia Leader Awarder» наградӑна тивӗҫнӗ[3].
Ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ
А. Ю. Морозовӑн ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ хӗлӗхсен теорийӗ, уйӑн квант теорийӗ, матрица моделӗсем тата узелсен теорийӗ евӗр облаҫсемпе ҫыхӑннӑ.
2004 ҫулта Морозов Каржезра (Франци) иртнӗ «Теория струн: от калибровочных взаимодействий до космологий» ҫуллахи шкула хутшӑннӑ, унта «Проблемы матричных моделей» (Challenges of Matrix Models) ӗҫпе паллаштарнӑ[6]. Ҫак ӗҫе 2005 ҫулта препринт евӗр пичетлесе кӑларнӑ, вӑл конференци ӗҫӗсен пуххине кӗнӗ[7]. Ҫак тапхӑрта вӑл матрица моделӗсене халалланӑ чылай статья пичетлесе кӑларнӑ, ҫав шутра ТМФ журналта — «Статистические суммы матричных моделей…» (2005, А. С. Александровпа тата А. Д. Мироновпа пӗрле).
2006 ҫулта В. Долотинпа пӗрле «Введение в нелинейную алгебру» (Introduction to Non-Linear Algebra) препринтпа паллаштарнӑ[8], ҫавӑн пекех А. Александровпа тата А. Мироновпа хатӗрленӗ «Инстантоны и мероны в матричных моделях» (Instantons aners ons in Matrix Models) статья пичетленӗ[9].
2009 ҫултанпа Морозов хӑйӗн чылай ӗҫне Алдай — Гайотто — Тачикава (AGT) гипотезине тӗрӗслеслеме тата аталантарма уйӑрнӑ. 2010 ҫулта ТМФ журналта ҫак теорине верификацилеме палӑртнӑ статйи (ытти авторпа пӗрле) тухнӑ. 2012 ҫулта вӑл ҫак темӑна ытти статьясенче малалла тӑснӑ, вӗсен шутне International Journal of Modern Phsysics пичетеннӗ «Towards a proof of agt conjecture by methods of matrix models» (А. Мироновпа тата Ш. Шакировпа пӗрле) статья кӗрет[10]. 2013 ҫулта AGT гипотезӑран пулса тухакан интеграллӑ системӑсенчи спектр дуальноҫне тӗпчес енӗпе вӑй хунӑ[11].
2010-мӗш ҫулсен варринче Морозовӑн тата вӑл ертсе пыракан ӑслӑлӑх ушкӑнӗн тӗпчевӗсем узелсен теорийӗпе(выр.)чăв. ҫыхӑннӑ. Узелсен полиномӗсен дифференциаллӑ иерархийӗпе (2014)[12], узелсен p-адика инварианчӗсемпе (2016)[13] тата ҫыхӑсен полиномӗсене туллин факторизацилессипе (2018) ҫыхӑннӑ ӗҫсем пичетленсе тухнӑ. 2017 ҫулта Nuclear Physics B журналта ытти авторсемпе пӗрле «На пути к топологическому квантовому компьютеру» (Towards topological quantum computer) статья пичетленӗ.
Юлашки ҫулсенче Морозов ҫавӑн пекех машинӑпа вӗрентмелли меслетсемпе теори физикин задачине татса парас ӗҫре усӑ курассипе кӑсӑкланнӑ. 2022 ҫулта вӑл хӗлӗхсен теорийӗнчи пертурбативлӑ мар эффектсене ӑнланас ӗҫе тӳпе хывакан WLZZ-модельсемпе нумай ӗҫленӗ[14], 2023 ҫулта вара ТМФ журналта унӑн «Машинное обучение в хорошо известных сюжетах» (В. В. Долотинпа тата А. В. Пополитовпа пӗрле) статьи тухнӑ.
2025 ҫулта «ЖЭТФ ҫырӑвӗсенче» «Ромб триад» ӗҫӗ пичетленнӗ. Ҫав ҫултах Морозов «Fieldsss Strings 2025» конференцин консультаци комитечӗ шутне кӗнӗ[15].
Ӑнлантарусем
- ^ Выпускники ФОПФ 1984 года. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Морозов Алексей Юрьевич. Российская академия наук. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Alexei Morozov: H-Index & Awards - Academic Profile. Research.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Персоналии: Морозов Алексей Юрьевич. Math-Net.Ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ IJMPA Editorial Board. World Scientific. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Черенковское излучение космических суперструн. dissercat.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Цитируемость статей, опубликованных в УФН. Успехи физических наук. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ V. Dolotin, A. Morozov. Introduction to Non-Linear Algebra. arXiv.org (4 авӑнӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ A. Alexandrov, A. Mironov, A. Morozov. Instantons and Merons in Matrix Models. arXiv.org (28 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Towards a proof of agt conjecture by methods of matrix models. worldscientific.com. World Scientific (27 акан 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Alexey Morozov - Google Scholar Citations. Google Scholar. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Поздравляем сотрудников Института физики! Южный федеральный университет (19 ҫӗртмен 2014). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Aleksej Urevic Morozov's research works. ResearchGate. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Interpolating matrix models for WLZZ series. European Physical Journal C. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Fields&Strings 2025. fieldsandstrings.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
Каҫӑсем
Алексея Юрьевича Морозова РАН официаллӑ сайтӗнчи профилӗ