Московкин Василий Михайлович

Московкин Василий Михайлович (1935, Кавал, Вӑрмар районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1935 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи Вармар районӗнчи Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнчен, Йошкар-Олари М. Горький ячӗллӗ Атӑлҫи вӑрман институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхне ӗҫлеме янӑ, 1962 ҫулта инженер-лесопатолог пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1976 ҫулта Опытный вӑрман хуҫалӑхӗн сӑтӑрҫӑсемпе тата ӳсентӑрансен чирӗсемпе кӗрешекен Шупашкарти станцин пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. ЧАССР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви тата В. М. Московкин пуҫарнипе 1972 ҫултанпа Опытный вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрмансене хими им-ҫамӗпе сипленипе пӗрле сӑтӑрҫӑсемпе тата чир-чӗрпе кӗрешме биологи меслечӗсем усӑ курма пуҫланӑ. Химиллӗ кӗрешӳ меслечӗ сӑтӑрҫӑсене тата вӑрман чирӗсене кӗске вӑхӑтрах пысӑк лаптӑкра пӗтерме май парать, анчах та ку меслетӗн ҫитменлӗхсем те пур, мӗншӗн тесен ҫакӑн хыҫҫӑн сӑтӑрҫӑсен пӗр тӗсӗсем пӗтеҫҫӗ те вӗсен вырӑнне урӑххисем ӗрчеме пуҫлаҫҫӗ, час-часах урӑххисемпе ылмашӑнни ҫӗнӗ хум парать. Хӑш-пӗр сӑтӑрҫӑсен ҫав наркӑмӑшсем патне иммунитет аталанать, вара вӗсем ҫирӗпрех пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа Опытный вӑрман хуҫалӑхӗнче сӑтӑрҫӑсемпе тата ӳсентӑран чирӗсемпе биологи мелӗпе кӗрешессипе анлӑн усӑ курса пысӑк ӳсӗмсем тунӑ. Лесничествӑсенче хурт-кӑпшанкӑсемпе тӑранса пурӑнакан вӗҫен кайӑксене вӑрмансене явӑҫтараҫҫӗ, вӑрманта усӑллӑ кӑткӑсен тӗсӗсене сыхлас тата аталантарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, бактери препарачӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1971).

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 96—97. — 168 с.

Каҫӑсем