Мошков Максим Евгеньевич
Мошков Максим Евгеньевич (ҫур. 1966 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей программисчӗ, система администраторӗ, веб-разработчикӗ, Рунет ӗҫченӗ, вӑйлӑ тиевлӗ онлайн-ресурссен тата виртуализаци системисен специалисчӗ. Максим Мошков вулавăшĕ (lib.ru) сайта никӗслекенӗ.
Пурнӑҫӗ
1966 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Ашшӗ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, амӑшӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ[1].
1983 ҫулта 57-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн МПУ механикӑпа математика факультетне (ТФА кафедри) вӗренме кӗнӗ, 1988 ҫулта унтан вӗренсе тухнӑ. 1988—1990 ҫулсенче аспирантурӑра вӗреннӗ.
1991 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен РАН система тӗпчевӗсен НИИ ӗҫтешӗ шутланнӑ, унта институт сечӗн администраторӗ, Unix, TCP/IP, OpenMail вӗренӳ курсӗсене ертсе пыраканӗ пулнӑ.
1993 ҫулта Раҫҫей никӗс тӗпчевӗсен фондӗнче ӗҫленӗ.
1994 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа «Максим Мошков библиотекине» тытса тӑрать.
Темиҫе меди интернет-проекчӗсен программисчӗ пулнӑ: Газета.ру (1999 ҫулхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсем), Лента.ру (1999, авӑн — 2004 хыҫҫӑн), Вести.ру (1999, юпа — 2000, юпа), AllNews.Ru (1999, чӳк — 2000, чӳк), today.lenta.ru (2001, ҫу), itogi.lenta.ru (2001, ака—чӳк уйӑхӗсем), «Еженедельный журнал» (2001, чӳк — 2002, юпа), МедНовости.ру (2001, раштав—2006), «Путь и Водитель» (autotravel.ru; 2002, кӑрлач—юпа уйӑхӗсем), «Рандеву в ВАГРИУСЕМ» (2002, пуш — 2005, юпа), «Деловая Хроника» (Chronicle. ru; 2002, нарӑс—юпа уйӑхӗсем), vybory.lenta.ru (2003, ҫурла— чӳк уйӑхӗсем), «Выборы мэра Москвы» (v2003.msk.ru; 2003, авӑн-чӳк), e-Camera.ru (раштав, 2003—2005).
Нумай хутччен РОТОР интернет-премийӗн лауреачӗ ята тивӗҫнӗ[2].
2016 ҫулта вӑл никӗсленӗ проект 22 ҫул тултарнӑ май ҫапла каланӑ: «Библиотека патне ҫулталӑкра темиҫе хут та пыратӑп. Ӑна пӑрахман, анчах хӑй тӗллӗн пурӑнать — движок ӗҫлет, кӗнекесемпе паллашма пулать. Lib.ru — самана палӑкӗ, мана Мускаври уйрӑм сад пахчипе ҫӑл упранса юлнӑ уйрӑм ҫурта аса илтерет».
Позицийӗ
«Автор прави хӑйне пулӑшнинчен ытларах культурӑна сӑтӑр тӑвать, анчах ҫыравҫӑсене тата издательствӑсен ҫумӗнчи тытӑмӗсене пулӑшать» тесе шутлать.
Наградӑсем
- II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2020 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ) — Раҫҫейри «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечӗн сегментне йӗркелес тата аталантарас ӗҫре палӑрнӑшӑн.
Ӑнлантарусем
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ ЕЖЕ: Поиск. ezhe.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Мошков, Максим Евгеньевич 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. // Аналитическая программа «Рунетология»
- Маринина претензий к Мошкову не имеет, но суд будет всё равно /вебархив/
- Интервью с Максимом Мошковым // expert.ru, 19 июля 2007 /вебархив/
- Максим Мошков о литературе /вебархив/
- Библиотекарь всея Интернет-Руси. Максим Мошков в «Культ личности» на Радио «Свобода», 2 ноя 2019
- Максим Мошков в «Точке отсчёта» на «Живом ТВ» (видео), 2011
- История успеха Максима Мошкова (Lib.ru) (видео, 2012)
- Максим Мошков о книгах, их авторах и цензуре 2019 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче архивланӑ.