Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу
Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу (акăл. Battle of Moore's Creek Bridge) — 1776 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Уилмингтон патӗнче пулса иртнӗ пысӑках мар ҫапӑҫу. Провинциаллӑ конгресс пуҫтарнӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри ополчени Британи губернаторӗ Джозайя Мартин пухнӑ хӗҫпӑшаллӑ отрядсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри Америка революцийӗн таврӑнми саманчӗ пулса тӑнӑ. Ҫапӑҫу АПШ хӑйӗн пӑхӑнманлӑхӗ ҫинчен пӗлтериччен 5 уйӑх маларах пулса иртнӗ.
1775-мӗш ҫултах, Лексингтонпа Конкорд патӗнче ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн лоялистсем хӗҫпӑшаллӑ отрядсем йӗркелеме тытӑннӑ, Ҫурҫӗр Каролинӑри «патриотсем» Континент ҫарӗпе ополчение йӗркелеме тытӑннӑ. 1776 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Мартин кӗпӗрнаттӑр Британи ҫарӗ Ҫурҫӗр Каролинӑна куҫма хатӗрленни пирки ҫӳрекен сас-хурана пӗлнӗ, ҫапла вара вӑл хӑйне майлисене британсемпе пӗрлешес тӗллевпе хирӗҫ тухма хушнӑ. «Патриотсем» хӑйсене майлисене пухнӑ, темиҫе ҫула пӳлсе хунӑ, ҫапла вара пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракансем Уилмингтонран 30 ҫухрӑмри Мурс-Крик юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнче тӗл пулнӑ. Ҫапӑҫу хӑвӑрт вӗҫленнӗ: шотланд-лоялистсем кӗпер урлӑ тапӑнма ыткӑннӑ, анчах вӗсене мушкетран пени кӗтсе илнӗ. Лоялистсене ертсе пыракансем ҫавӑнтах вилнӗ, вӗсен отрячӗсем саланса кайнӑ. Тепӗр кунне чылай лоялиста арестленӗ, ҫапла май вӗсен хирӗҫ тӑрас шухӑшӗ пӗтнӗ. 1781 ҫулта Корнуллис ҫарӗ Ҫурҫӗр Каролинӑна ҫитнӗ, апла пулин те, лоялистсем ҫак ҫапӑҫӑва асра тытнине пула британсем вӗсене хӑйсен ретне тӑма ӳкӗте кӗртеймен.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Wilson, 2005, p. 34.
Вуламалли
- DeMond, Robert O. The Loyalists in North Carolina During the Revolution. — Clearfield, 2009. — 298 p. — ISBN 978-0806308395.
- Morrill, Dan L. Southern campaigns of the American Revolution. — Nautical & Aviation Pub. Co. of America, 1993. — 225 с.
- Ready, Milton. The Tar Heel State: A New History of North Carolina. — University of South Carolina Press, 2020. — 424 p. — ISBN 978-1643360973.
- Wilson, David K. The Southern Strategy: Britain's Conquest of South Carolina and Georgia, 1775–1780. — University of South Carolina Press, 2005. — ISBN 1-57003-573-3.
Каҫӑсем
- Daniel W. Barefoot. Moores Creek Bridge, Battle of (англ.). ncpedia.org. Пӑхнӑ кун: 2022-2-8.
- Moores Creek Bridge (англ.). battlefields.org. Пӑхнӑ кун: 2022-2-8.
- R. D. W. Connor • W. K. Boyd • J. G. de R. Hamilton. The Provincial Council (англ.). penelope.uchicago.edu. Пӑхнӑ кун: 2022-2-8.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Сражение при Мурскрик-Бридж статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |