Муса Джалиль

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Муса Ҫӗлил (тутарла Җәлил Муса Мостафа улы, тулли ячĕ Муса Мустафович Джалиль), — тутар сăвăçи. 1906 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче хальхи Оренбург облаçне кĕрекен Мостафа ялĕнче çуралнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Берлинта вилнĕ.

Пурнăçĕ

Граждан вăрçине хутшăннă. 1931 çулта МПУ-н литература факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1931-1932 çулсенче ЦК ВЛКСМ кăларакан ача-пăчасен тутар журналĕсен редакторĕ пулнă.

Тутар АССРĕн Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн яваплă секреторĕ пулнă. 1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Ленинградпа Волхов фрончĕсенче çапăçнă, «Отвага» (Хастарлăх) хаçатăн корреспонденчĕ пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче йывăр аманнă, Шпандау концлагере тыткăна лекнĕ. Концлагерьте хăйне Гумеров тенĕ. Ку вăхăтра Польшăри Едлино патĕнче нимĕç фашисчĕсем «Идел-Урал» легиона хатĕрленĕ. Вĕсене нимĕçсем Тухăçри фронта ярасшăн пулнă. Муса Ҫӗлил легионерсем хушшинче пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕ, тыткăна лекнисене тарма пулăшнă. 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче легионăн пĕрремĕш батальонĕ пăлхав çĕклесе беларуҫ партизанĕсем патне тарнă.

Плётцензее тĕрминче çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче гильотина çинче вĕлернĕ.

Ӗçĕсем

Пĕрремеш ĕçне 1919 çулта пичетленĕ. 1925 çулта унăн пĕрремĕш «Барабыз» (Пыратпăр) ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă.

Концлагере лекнĕ хыççăн Муса Ҫӗлил сăвă çырма пăрахман, унта вăл 125 сăвă çырнă.