Мустаева Елена Николаевна

Мустаева Елена Николаевна (1966 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Кушлавӑш, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, ҫыравҫӑ, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2000), Раççей писателӗсен союзĕсен пайташĕ, Чӑваш Республикинчи Профессилле писательсен союзĕсен пайташĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1966 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районĕнчи Кушлавӑш ялĕнче çуралнă. Кульцаври вӑтам шкултан (1983), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ (1989).

1991 çултан тытăнса паянччен Чӗмпӗр облаçĕнчи «Канаш» пĕртен-пĕр чăваш хаçатĕнче вăй хурать:

  • 1991—1997 ҫулсенче — корректор, хаҫат кӑларассишӗн явапли,
  • 1997—2000 ҫулсенче — корреспондент,
  • 2000—2002 ҫулсенче — ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ,
  • 2002—2018 ҫулсенче — хыпарсен пайӗн пуҫлӑхӗ,
  • 2018 ҫултан пуҫласа — тӗп редактор[1] [2].

Хальхи вӑхӑтра «Канаш» Чӗмпӗр облаçӗнчи «Ульяновская правда» Издательство çурчӗ» патшалăх автономлă учрежденийĕн йышне[3] кĕрет.

Обществӑлла ӗҫсем

  • Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2000);
  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи Журналистсен союзӗн пайташӗ (1998);
  • Раççей писателӗсен союзĕсен пайташĕ;
  • Чӑваш Республикинчи Профессилле писательсен союзĕсен пайташĕ;
  • Ульяновск облаçĕнчи «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн (ертӳҫи — Елена Мустаева) пайташӗ,
  • Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕн (председателĕ — Герман Мадюков) хастарĕ,
  • пĕр хутчен çеç мар Чӗмпӗр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (ертӳҫи — Владимир Бабайкин) канашӗн йышне суйланнӑ,
  • Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕн (директорĕ — Ираида Гаврилова) ӗҫне хастар хутшӑнать,
  • Чӗмпӗр облаçӗнчи чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн (пуçлăхĕ — Сергей Краснов) ӗҫне хастар хутшӑнать.

Кӑсӑк самантсем

Кӗнекесем

  • Мустаева, Е. Н. Аннесене каҫараҫҫӗ : калавсем, новеллӑсем, юмахсем, повесть / Елена Мустаева. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 215 с.,
  • Мустаева, Е. Н. Уй варринче ҫинҫе хӑва : калавсемпе повеҫсем : [аслӑ классем валли] / Елена Мустаева. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. - 175 с.

2000 çулта калавӗсем Чӗмпӗр облаçĕнчи çыравçăсен «Шевле çути» альманахĕнче (çырнисен пуххинче) кун çути курнӑ.

2024 çулта Чăваш кĕнеке издательствин «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» литературăпа пултарулăх кăларăмĕнче ятарлă çар операцийĕн паттăрĕ, ШĔМ офицерĕ, чăн герой, чăваш купăсçи çинчен çырнă хайлав кĕнĕ.

Журналистика материалӗсемпе литература хайлавӗсем ҫавӑн пекех тутарстанри чӑвашсен «Сувар», Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси», «Ял пурнăçӗ» хаҫатра (Тутарстан Республикинчи Аксу районĕн дубляж кăларăмĕ), Чӑваш Республикинчи «Çамрăксен хаçатӗнче» тата «Тăван Атăл» журналта пичетленеççĕ.

Пĕрре кăна  мар Тутарстан Республикинчи чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» журналĕнче, Чӗмпӗр облаçĕн «Атăл юрри» альманахĕнче кун çути курнă.

Хисепӗсем

  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш наци-культура автономийӗн Хисеп грамоти тата И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну медалӗ (2008);
  • Чӗмпӗр облаҫӗн Массӑллӑ коммуникацисен департаменчӗн Хисеп грамоти (2009);
  • Регионсем хушшинчи «Чӑваш прози» литература конкурсӗнче 2-мӗш степеньлӗ диплом (2014);
  • Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2015);
  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп грамоти (2017);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвӗпе хаклӑ парне (2018);
  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш наци-культура автономийӗн Хисеп грамоти (2018);
  • Чӗмпӗр облаҫӗн Саккун кӑларакан Пухӑвӗн Хисеп грамоти (2019);
  • Пӗтӗм Тӗнчери «Хӗвеллӗ Ази» литература конкурсӗнче 1-мӗш степеньлӗ диплом («Проза» номинаци, 2023).

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 284. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Австрийская, О. Хӗрарӑм шӑпи : [Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки ҫинчен] / О. Австрийская // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ ( Вӑрнар р-нӗ). - 2017. - 9 раштав.- С. 4.
  • Австрийская, О. Хӗрарӑм шӑпине уҫса паракан кӗнеке : [Елена Мустаеван «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки ҫинчен] / О. Австрийская. // Канаш (Чӗмпӗр облаҫӗ). - 2017. - 15 раштав (№ 50). - С. 2.
  • Австрийская, О. Хӗрарӑм шӑпине уҫса парать : [Елена Мустаеван «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки ҫинчен] / О. Австрийская // Сувар (Тутарстан Республики). - 2017. - 15 раштав/декабрь (№ 49). - С. 9.
  • Кервен, В. Г. Паха парне : [Елена Мустаева ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Кервен // Тӑван Атӑл. - 2015. - № 11. - С. 49-50.
  • Мустаева, Е. Н. Елена Мустаева: Чӑваша хӑй чӑваш пулнине аса илтерме тивет : [Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫат редакторӗпе калаҫни / Надежда Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. - 2019. - 15 чӳк/ноябрь. - С. 12 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Мустаева, Е. Н. Журналист пуласси ӗмӗтре те пулманччӗ : [Ульяновск облаҫӗнчи «Канаш» хаҫат редакцийӗнчи информаци пайӗн пуҫлӑхӗпе калаҫни / Н. Еграшкина ҫырса илнӗ] // Канаш (Чӗмпӗр облаҫӗ). - 2016. - 28 кӑрлач (№ 4). - С. 3.
  • Николаев, В. Музей ҫеҫ мар, историпе патриотизм тата чӑвашлӑх шкулӗ : [Чӗмпӗр хулинчи Мустаевсен музейӗ ҫинчен] / В. Николаев // Салам. - 2015. - 24 кӑрлач (№ 2). - С. 6-7.
  • Пӗрремӗш чӗкеҫ : [Елена Мустаеван «Аннесене каҫараҫҫӗ» кӗнеки ҫинчен кӗске информаци] // Канаш. - 2012. - 6 раштав (№ 49). - С. 3.
  • Селиванова, Е. Чӗлхӳ сар ҫу пекех... : [Ҫӗнӗ Ульяновскра Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеке презентацийӗ иртни ҫинчен] / Е. Селиванова // Канаш (Чӗмпӗр облаҫӗ). - 2019. - 8 нарӑс/февраль (№ 6). - С. 2-3.
  • Серте Мишши. Пӗр касрах вуласа тухрӑм : [Елена Мустаеван «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки ҫинчен] / Серте Мишши // Сувар (Тутарстан Республики). - 2019. - 26 июль/утӑ (№ 29). - С. 8 ; 2019. - 2 август/ҫурла (№ 30). - С. 8.
  • Богатов, А. Ивушки, вы, ивушки... : отклик на повесть Елены Мустаевой «Посреди поляны тонкая ива» / А. Богатов / Канаш (Чӗмпӗр облаҫӗ). - 2019. - 11 кӑрлач/январь (№ 2). - С. 4.
  • Мустаева (Федорова) Елена Николаевна // Энциклопедия Вурнарского района. - Чебоксары, 2015. - Т. 2 . - С. 215.
  • Мустаева (Федорова) Елена Николаевна // Краткая чувашская региональная энциклопедия. - Ульяновск, 2009. - Т. 2 : :М-Я : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. - 2012. - С. 56. 14. Мустаева (Федорова) Елена Николаевна // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. - Чебоксары, 2014. - С. 284.