Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ — геотермаллӑ ҫӑлкуҫ, АПШ-ра чи пысӑкки, виҫипе тӗнчере виҫҫӗмӗш[1]. Йеллоустон наци паркӗнче, гейзерсен вӑтам бассейнӗнче вырнаҫнӑ.

Ҫӑлкуҫа тупса палӑртни

Ҫӑлкуҫ пирки чи малтан 1839 ҫулта «Америкӑри тир компанийӗн» сунарҫӑсен ушкӑнӗ пӗлнӗ, вӗсем Гейзерсен вӑтам бассейнӗ урлӑ каҫса 91 м диаметрлӑ «вӗресе тӑракан кӳлӗ»[2] ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. 1870 ҫулта Вашбурн-Лангфорд-Доан экспедицийӗ ҫӑлкуҫ патне ҫитсе курнӑ, юнашар 15 метр ҫӳллӗш гейзер пуррине палӑртнӑ (каярахпа ӑна Ҫӳллӗ гейзер — акăл. Excelsior Geyser — ят панӑ)[3][4].

Тӗсӗ

Ҫӑлкуҫӑн ҫутӑ тӗсӗсем — пигментлӑ бактерисенчен юлнӑ каяш, вӗсем минералсемпе пуян ҫӑлкуҫри шыв хӗрринче пурӑнаҫҫӗ. Бактерисен тӗсӗ симӗсрен пуҫласа хӗрлӗ таран улшӑнать, ку вӗсен йышӗнче хлорофиллпа каротиноидсем мӗн чухлӗ пулнинчен килет. Ҫуллахи тапхӑрта бактерисем хӗрлӗ-сарӑраххӑн курӑнаҫҫӗ, хӗллехи тапхӑрта — ытларах чухне тӗксӗм-симӗс тӗслӗ[5]. Ҫӑлкуҫ варринче шыв температури пысӑк пулнипе бактерисем ҫук. Ҫӑлкуҫ варринчи шывӑн кӑвак тӗсӗ — кӑвак диапазонӑн кун ҫутин пайӑркисен шыв молекулӗсемпе хумсен вӑрӑмӑшне сапаланнипе ҫыхӑннӑ[6]. Ҫак эффект шывӑн мӗнпур калӑпӑшӗнче те палӑрать пулин те, Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫра шыв тасалӑхӗпе унӑн тарӑнӑшне пула ҫакӑ уйрӑмах вӑйлӑ палӑрать.

Физика характеристикисем

Ҫӑлкуҫӑн виҫи 75 метр 91 метр ҫине, тарӑнӑшӗ — 49 метр, шыв пӗрӗхтернин (71 °C температурӑпа) калӑпӑшӗ — минутра 2000 литра яхӑн[7].

Сӑнсен пуххи

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Steam Explosions, Earthquakes, and Volcanic Eruptions—What’s in Yellowstone’s Future? (англ.). U.S. Geological Survey. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  2. ^ VII. "The Fire Hole": Era of the American Fur Company, 1833-1840 (англ.)(недоступная ссылка — история). Colter's Hell & Jackson's Hole - The Fur Trappers' Exploration of the Yellowstone and Grand Teton Park Region. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  3. ^ Notes (англ.)(недоступная ссылка — история). Yellowstone National Park: Its Exploration and Establishment. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  4. ^ Part II: Definitive Knowledge - The Washburn Party (1870) (англ.)(недоступная ссылка — история). Yellowstone National Park: Its Exploration and Establishment. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  5. ^ Thomas D. Brock. Colorful Yellowstone (англ.). Life at High Temperatures. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.
  6. ^ Braun, Charles L.; Sergei N. Smirnov.: Why Is Water Blue? (англ.)(недоступная ссылка — история) (1993). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  7. ^ Grand Prismatic Spring (англ.). Geyser Observation and Study Association (GOSA) (2006). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Большой призматический источник статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Категорисем