Напёрсткина Пелагея Матвеевна
Напёрсткина Пелагея Матвеевна (1898, Кивĕ Катек ялĕ, Пӑва уесӗ (халĕ Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗ)) — 1980, çав ялтах) — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1950).
Пурнăçĕ
1898 çулта Пӑва уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ) Катек (халĕ Кивĕ Катек) ялĕнче çуралнă.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пĕлӳ пухнă. 1916-1967 çулсенче Кивĕ Катек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. 1949 çулта ачасене вĕрентес ĕçре самай çитĕнӳсем тунăшăн Ленин орденне тивĕçнĕ.
1980 çулта тăван ялтах çĕре кĕнĕ.