Нарышкина Наталья Кирилловна

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Ната́лья Кири́лловна, ҫуралнӑ чухне Нары́шкина (1651 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ [11-мӗшӗ], Мускав1694 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Мускав Кремлĕ) — вырӑс патша майри, Алексей Михайловичӑн иккӗмӗш арӑмӗ, мать I Пётр амӑшӗ.

Пурнӑҫӗ

Пӗчӗк поместьеллӗ Кирилл Полиектович Нарышкинпа унӑн Анна Леонтьевна арӑмӗн хӗрӗ.

Яков Рейтенфельс ҫырса хӑварнинчен: «Ку — чи чечеклӗ ҫулсенчи хӗрарӑм, ҫӳллӗшӗ пысӑк, куҫӗсем хура, сӑнӗ кӑмӑллӑ, ҫӑварӗ ҫавра, ҫамки ҫӳллӗ, мӗнпур пайӗ те капӑр та виҫеллӗ, сасси янӑравлӑ та кӑмӑллӑ, хӑйне сӑпайлӑ тыткалатьИзвлечение из сказания Якова Рейтенфельса о состоянии России при Царе Алексее Михайловиче // Журнал Министерства народного просвещения. СПб., 1839. № 7 (июль). С. 9.

.

Наталья Кирилловна хӑйӗн инҫетри тӑванӗн, Артамон Матвеев бояринӑн, Мускаври ҫуртӗнче ӳснӗ, шӑп ҫавӑнта Алексей Михайлович курнӑ та ӗнтӗ. Наталья Кирилловнӑна 1671 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ хӗрсен пухӑвне йыхравланӑ[4], ун чухне ӑна 19 ҫул пулнӑ. Ҫак мӑшӑрлануран виҫӗ ача ҫуралнӑ.

undefined

Алексей Михайлович вилнӗ хыҫҫӑн Наталья Кирилловнӑшӑн йывӑр вӑхӑт ҫитнӗ; унӑн Милославскийсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешеймен Нарышкинсен йӑхне ертсе пыма тивнӗ. Фёдор Алексеевичпа пурӑннӑ чухне Наталья Кирилловна ывӑлӗпе пӗрле ытларах Мускав ҫывӑхӗнчи Коломенскипе Преображенски(выр.)чăв. салисенче пурӑннӑ.

1682 ҫулхи Стрелецсен пӑлхавӗ(выр.)чăв. вӑхӑтӗнче Наталья Кирилловнӑн чылай тӑванне вӗлернӗ. Ҫавна пула патша ятне икӗ пиччӗшӗ те — Пётрпа Иван — тивӗҫнӗ, Ивана «аслӑ патша» тесе пӗлтернӗ. Унтан вара Софья регент пулса тӑнӑ, влаҫ чӑннипе унӑн аллине лекнӗ, Наталья Кирилловнӑна ҫӗршыва тытса тӑрассинчен хӑтарнӑ. Мускаври тата Преображенскинчи патша «картишӗсем» хушшинче тавлашусем чарӑнман.

1689 ҫулта Нарышкинсем тата Наталья Кирилловна хӑй те ҫине тӑнипе тата хушнипе Петр Евдокия Лопухинӑпа(выр.)чăв. пӗрремӗш хут мӑшӑрланнӑ.

Тӑлӑх патша арӑмӗн йывӑр пурнӑҫӗ 1689 ҫулта Петр Софья тӗлӗнче чапа тухичченех тӑсӑлнӑ. Анчах ҫак ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн 17-ри патша, пуринчен ытла кулӑшла ҫарпа хӑтланма тата Плещеев кӳлли ҫинче кулӑшла флот тума кӑмӑлланӑ[6], мӗнпур патшалӑх ӗҫӗ амӑшӗн ҫине таяннӑ, вӑл хӑй вара ҫак ӗҫе тӑванӗсене — Нарышкинсене — хушать. «1682—1694 ҫулсенчи Пётр Алексеевич патша тата унӑн ҫывӑхри ҫынсем пирки» калавӗнче Б. И. Куракин(выр.)чăв. кнеҫ Наталья Кирилловнӑн кӑмӑлӗ тата вӑл влаҫа епле тытни пирки ҫапла сӑнласа панӑ:

Вӑл лайӑх кӑмӑллӑ, ырӑ ҫын шутланакан принцесса, анчах та вӑл ҫине тӑрса ӗҫлекен те, ӗҫсене пӗлекен те пулман, ҫӑмӑл шухӑшлӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, вӑл пӗтӗм патшалӑха хӑйӗн пиччӗшне, Лев Нарышкин боярин, тата ытти министрсене шаннӑ... Ҫак патша майри Наталья Кирилловнӑн правленийӗ питӗ йӗркесӗр, халӑха тивӗҫтерменнипе тата пусмӑрланипе палӑрса юлнӑ. Ҫав вӑхӑтра судьясенчен тӳрӗ мар ертсе пыни, пысӑк сӗтевсем илни, тата патшалӑхран вӑрлани пуҫланнӑ, ку паян кунччен сарӑлнӑ, тата ку чире пӗтерме питӗ йывӑр.

Ҫак тапхӑрта Наталья Кирилловнӑн патшалӑх ӗҫ-хӗлӗнчи ӗҫӗсем палӑрсах каймаҫҫӗ пулин те, Петӗр ҫине витӗм кӳни самаях вӑйлӑ пулнӑ, ҫакна вӗсем ҫӳретнӗ ҫыравӗсенче аван сӑнама пулать. Час-часах вырӑна пӑрахса кайнипе тата уйрӑмах тинӗспе ҫулҫӳревсене тухнипе вӑл юратакан амӑшне час-часах хурлантарнӑ. Наталья Кирилловна 1694 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче 43 ҫула кайсан чӗре чирӗпе вилнӗ. Амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Пётр пӗтӗм влаҫа хӑй ҫине илнӗ.

undefined

Йӑх-несӗлӗ

  • Пётр Алексеевич (1672 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ (ҫӗртмен 9-мӗшӗ) — 1725 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ (нарӑсӑн 8-мӗшӗ)) — пулас I Петӗр Раҫҫей императорӗ;
  • Наталья Алексеевна (1673 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ (авӑнӑн 1-мӗшӗ) — 1716 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ (29-мӗшӗ));
  • Феодора Алексеевна (1674 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ (14-мӗшӗ) — 1677 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ (раштавӑн 8-мӗшӗ)).

Культурӑра

  • III Густавӑн «Алексей Михайловичпа Наталья Нарышкина» пьеса;
  • А. Н. Толстой. «Пётр Первый» (1934);
  • Н. М. Молева, «Государыня — правительница Софья» (2000);
  • Р. Р. Гордин, «Игра судьбы» (2001);
  • Т. Т. Наполова, «Царица-мачеха» (2006).

кинора

  • Е. Таланова — «Пётр Великий» (1910);
  • Тамара Макарова — «Юность Петра», «В начале славных дел» (1980);
  • Лилли Палмер — «Пётр Великий» (1986);
  • Евгения Казарина — «Раскол» (2011);
  • Александра Платонова — «Романовы. Фильм Второй» (2013).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Наталья Кирилловна (выр.) // Русский биографический словарьСПб.: 1914. — Т. 11. — С. 121—135.
  2. ^ Алексей Михайлович (выр.) // Энциклопедический словарь / под ред. И. Е. АндреевскийСПб.: Брокгауз — Ефрон, 1890. — Т. I. — С. 417—420.
  3. ^ Н. У. Алексей Михайлович (выр.) // Энциклопедический лексиконСПб.: 1835. — Т. 1. — С. 491—495.
  4. ^ Корсакова В. Русский биографический словарь : в 25 томах. — 1896—1918.
  5. ^ Чистякова, Софья Афанасьевна. История Петра Великого / С. А. Чистякова. — 1903. — С. 9. — 512 с.
  6. ^ История создания Петром I потешной флотилии на Переславском озере. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Корсакова В. Русский биографический словарь : в 25 томах. — 1896—1918.
  • Наталья Алексеевна, Наталья Кирилловна. Письма к Петру I от матери и сестры / Публ. и примеч. И. Д. Беляева // Русская старина, 1871. — Т. 4. — № 11. — С. 578—582.
  • Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.

Темӑпа ҫыхӑннисем