Насул Антал
Насул Антал (паспортпа: Ерусланов Анатолий Яковлевич), — чăваш çыравçи, тăлмачĕ. 1932 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Яскӳл (Йĕс кӳлĕ) ялĕнче çуралнă. 1987 çулхи чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Насулсен Яккупа Метрӳнĕн кил-йышĕнче виççĕмĕш ачи пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл литература патне туртăнни палăрнă. Шкул хаçатĕнче те унăн вичкĕн йĕркисем час-часах тухкаланă. Çӳçĕ ытла вăрăм пулнипе ăна «Мĕлке пуç» тесе çырса кăларнине те аса илет В.А.Ашкеров сăвăç.[2].
Хусанти аслă партшкулĕнче пĕлӳ пухнă, «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцинче ĕçленĕ. Каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă.