Нева (юханшыв)
Нева — Ленинград облаçĕнчи тата Санкт-Петербургри юханшыв, Балтика тинĕсĕн Фин заливне Ладога кӳллипе çыхăнтарать. Ячĕ фин чĕлхинчен Nevajoki, Nevajärvi (neva — шурлăх, шведла — ny) пуçланнă. Вырăсла — Нева, халăх этимологипе «Çĕнĕ (шыв)». (Фасмер). Пĕрремĕш хут — Житие Александра Невского (XIII ĕмĕр) — асăннă. Нева тăршшĕ — 74 çм (тинĕсе çити тӳррĕн — 45 çм), çав шутра Санкт-Петербург тăрăх — 28 çм. Вăтам анлăлăхĕ — 400—600 м, чи анли — 1200 м (Нева хапхисем патĕнче), чи тăвăрри — 210 м (Иванов порогĕсем патĕнче). Вăтам тарăнăшĕ 8—11 м, чи тарăнни — 24 м (Литейнăй кĕперĕ патĕнче). Пысăк шыв магистралĕ, Атӑл-Балтика тата Шурăтинĕс-Балтика шыв çулĕ. 4000 çул каялла Ладога шывĕ Балтика тинĕсне çĕмĕрсе кĕнĕ чухне пулса тăнă. Ладога кӳллинчен Шлиссельбург хули çумĕнче Фин заливне (Балтика тинĕсĕ) юхса кĕрет. Часах хăрушăллă шывилнисем пулаççĕ. Неван 42 утравĕсем çинче Санкт-Петербург хули вырнаçнă.
Пысăк утравĕсем
Васильев утравĕ (1050 га); Петроград утравĕ (570 га); Крестов утравĕ (420 га); Декабристсен утравĕ (410 га). Татах Мулкач, Елагин тата Чуллă утравсем пур.
Каçăсем
- Сайт, посвящённый реке Неве
- Сайт Гринпис о загрязнении Невы 2014 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Песни о Неве
- График разводки мостов на Неве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- График разводки мостов на Неве в Санкт-Петербурге Навигация 2009 г.
- Дублёр Невы, или Ещё один путь из Ладоги в Финский залив 2008 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Карты глубин реки Невы 2007 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 2. Карелия и Северо-Запад / под ред. Е. Н. Таракановой. — Л.: Гидрометеоиздат, 1965. — 700 с.