Незнайка
Незнайка — пӗчӗк ҫынсен йӑхӗнчен тухнӑ литература персонажӗ, Николай Носов хайланӑ трилоги сӑнарӗ. Хаваслӑ этемккесен клубӗн членӗ.
Персонаж историйӗ
Пӗрремӗш хут Незнайка ятлӑ персонаж Канада художникӗн Палмер Кокс комиксӗсенче тухнӑ, ҫак ӳкерчӗксем тӑрӑх Анна Хвольсон(выр.)чăв. ҫыравҫӑ вырӑсла текст хатӗрленӗ[1]. Унӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ, «Пӗчӗкҫҫӗсен ҫӗршывӗ» ятлӑскер (унта ытти сӑнерсемпе перле Незнайка та пур) 1889 ҫулта тухнӑ, кайран вара 1898, 1902 тата 1915 ҫулсенче ҫӗнӗрен пичетленсе тухнӑ. 1917 ҫул хыҫҫӑн Хвольсон кӗнекине 1991 ҫулччен урӑх кӑларман, 1991 ҫулта ӑна Мускаври «Поликом» издательство кӑларнӑ (ку вӑл революцичченхи орфографие упраса хӑварнӑ репринтлӑ кӑларӑм пулнӑ).
Незнайка Николай Носов кӗнекисен сӑнарӗ 1952 ҫулта «Барвинок» журнал редакторӗпе Богдан Чалый(выр.)чăв. ҫыравҫӑпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пулса тӑнӑ[2]. Носов «Незнайка» пирки хайлас шухӑшлӑ пирки Чалома каласа панӑ хыҫҫӑн лешӗ ҫавӑнтах хайлава хӑйӗн журналӗнче пичетлесе кӑларма сӗннӗ, ҫапла тунӑ та. «Барвинок» журналта пӗрремӗш хут 1953—1954 ҫҫ. икӗ чӗлхепе, вырӑсла тата украинла (Ф. Макичук куҫарнӑ), «Незнайкӑпа унӑн тусӗсем темтепӗр курса ҫӳрени» ятпа пичетленнӗ, пуҫелӗк айӗнче «юмах-повесть» тесе палӑртнӑ.
Ун хыҫҫӑн трилогин пӗрремӗш пайне «Незнайкӑпа унӑн тусӗсем темтепӗр курса ҫӳрени: Роман-юмах» ятпа уйрӑм кӑларӑмпа пичетленӗ (Мускав: Детгиз, 1954), «Незнайка Хӗвеллӗ хулара» иккӗмӗш пайӗ 1958 ҫулта малтан «Юность» журналта кун ҫути курнӑ, кайран ӑна уйрӑм кӗнекен кӑларнӑ (Мускав: Детгиз, 1958). Трилогин виҫҫӗмӗш пайӗ, «Незнайка на Луне» ятлӑ роман-халап пӗрремӗш хут «Семья и школа» журналта(выр.)чăв. 1964–1965 ҫулсенче пичетленнӗ. Уйрӑм кӑларӑмпа кӗнеке 1965 ҫулта тухнӑ (Мускав: Ача-пӑча литератури, 1965).
1969 ҫулта Незнайка ҫинчен ҫырнӑ хайлавсен трилогишӗн Носова Н. К. Крупская ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премине панӑ.
Пӗчӗк вулакансен кӑмӑлне Незнайка ҫавӑрса илнин сӑлтавӗнче иллюстраторсем ӑнӑҫлӑ ӳкерчӗке хатӗрленипе ӑнлантарса пама пулать. Трилогин пӗрремӗш икӗ пайне Алексей Лаптев(выр.)чăв., виҫҫӗмӗш пайне (А. Лаптев вилнӗ хыҫҫӑн) Генрих Вальк илемлетнӗ. Кӗнекесен малтанхи кӑларӑмӗсене хӑй вӑхӑчӗшӗн пуян илемлетнӗ — вӗсен суперхуплашкасем, тӗрлӗ тӗслӗ хушма страницӑсем пулнӑ. Кайранхи кӑларӑмсене чухӑнтарах калӑпланӑ.
Н. Носов хайлавӗсенчи Незнайка сӑнарӗ тата характерӗ
Незнайка — вӑтам пӳллӗ, пысӑк пуҫлӑ, пӗчӗк сӑмсаллӑ пӗчӗк ҫын. Вӑл сомбреро(выр.)чăв. йышши сарлака сенкер шлепке тӑхӑннӑ, уринче канарейӑллӑ шӑлавар, кӗпи сарӑ хӗрлӗ, галстукӗ симӗс. Ҫутӑ та ялтӑркка тӗссене кӑмӑллать. Незнайкӑн тӗп енӗсем — мухтанчӑклӑх, пӗлменлӗх, хӑюлӑх тата тавҫӑрулӑх. Носов хӑй каланӑ тӑрӑх, Незнайкӑн пурнӑҫ прототипӗ пур:
Оригиналлӑ текст (выр.)Это ребёнок, но не такой, которого можно назвать по имени и фамилии, а ребёнок вообще, с присущей его возрасту неугомонной жаждой деятельности, неистребимой жаждой знания и в то же время с неусидчивостью, неспособностью удержать своё внимание на одном предмете сколько-нибудь долгое время, — в общем, со всеми хорошими задатками, которые ребёнку предстоит в себе укрепить и развить, и с недостатками, от которых нужно избавиться.
Ку ача, анчах ун пеккине ятпа та хушаматпа та калама май ҫук, вӑл, ҫулне кура лара-тӑра пӗлменскер тӗрлӗ пӗлӳ шырама юратать, ҫав вӑхӑтрах пӗр вырӑнта ларма пултараймасть, вӑл е ку япала ҫинче вӑрах вӑхӑта тимлӗхне тытаймасть, — пӗтӗмӗшпе каласан, ачан ҫирӗплетмелли тата аталантармалли мӗнпур лайӑх енсемпе, анчах унӑн хӑтӑлмалли ҫитменлӗхсем те пур.Николай Носов, «О себе и своём творчестве»
Незнайкӑн паллӑ шлепкине Носов текстӗнче (унӑн сенкер тӗсӗсӗр пуҫне) пӗрре те сӑнласа паман, ҫавна ман малтанхи вӑхӑтра иллюстраторсем ӑна тӗрлӗрен ӳкернӗ. Юмаха чи малтан илемлетнӗ Кира тата Виктор Григорьевсем хӑйсен ӗҫӗнче ӑна шӗвӗр вӗҫлӗ калпак пек ӳкернӗ, хӗррисем пысӑках пулман. 1957 ҫулта кӑларнӑ диафильмра Леонид Владимирский ӑна ярапаллӑ тӳпеттей пек сӑнласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ шӗвӗр вӗҫлӗ сомбреро евӗр варианта чи малтан Алексей Лаптев(выр.)чăв. ӳкернӗ — ку вариантпа малалла ытти художниксемпе усӑ курма пуҫланӑ.
Паянхи куна илес пулсан Незнайкӑпа ытти персонажсене чылай ӳкерчӗкре 6–8 ҫулхи ачасем пек сӑнлаҫҫӗ, анчах Григорьевсем тунӑ чи пӗрремӗш иллюстрацисенче Незнайкӑна ҫитӗннӗ ҫын кӗлеткин пропорцийӗсемпе ӳкернӗ пулнӑ.
Незнайка ҫинчен каласа паракан литература хайлавӗсем
- Николай Носов хайлавӗсем
- 1954 — «Незнайкӑпа унӑн тусӗсем темтепӗр курса ҫӳрени»
- 1956 — «Винтик, Шпунтик тата пылесос»
- 1958 — «Незнайка Хӗвеллӗ хулара»
- 1965 — «Незнайка Уйӑх ҫинче»
- Борис Карлов хайлавӗсем
- 1999 — «Незнайкӑн ҫӗнӗ приключенийӗсем: Сенкер Ҫӑлтӑр утравӗ»
- 1999 — «Незнайкӑн ҫӗнӗ приключенийӗсем: Тепӗр хут Уйӑх ҫинче»
- Иван Ершов хайлавӗсем
- 1994 — «Незнайка Лего-паркра тата динозаврсем»
- 1994 — «Незнайкӑн Лего-паркри приключенийӗсем. Тухатланӑ замок»
- 1994 — «Незнайка Лего-паркра пуянлӑх шырать»
- Григорий Вайпан хайлавӗсем
- 2000 — «Незнайка Чул хулара»
- Игорь Носов хайлавӗсем
- 2006 — «Незнайка утравӗ»
- 2007 — «Незнайкӑн Пысӑк сюрпризӗ»
- 2013 — «Незнайка Чул хулара»
- Светлана Осеевӑпа Пётр Солодкий хайлавӗсем
- 2009 — «Незнайкӑн, Футикӑн тата ытти пӗчӗк ҫынсен приключенийӗсем»
- « Незнайкӑн, Футикӑн ытти пӗчӗк ҫынсен космосри приключенийӗсем»
Экранизацисем тата Незнайка пур ытти фильмсем
- 1959: «Ровно в три пятнадцать…» мультфильм
- 1960: «Винтик и Шпунтик. Весёлые мастера» мультфильм
- 1961: «Незнайка учится» мультфильм
- 1965: «Где я его видел?» мультфильм
- 1968: «Светлячок № 8» мультфильм
- 1972: «Приключения Незнайки и его друзей» мультфильм (10 фильмран тӑракан мини-сериал)[3]:
- Коротышки из Цветочного города
- Незнайка — музыкант
- Незнайка — художник
- Незнайка — поэт
- Незнайка за рулём
- Как Знайка придумал воздушный шар
- Воздушное путешествие
- Незнайка в Зелёном городе
- Незнайка встречается с друзьями
- Возвращение
- 1977: «Незнайка в Солнечном городе» мультфильм (мини-сериал)[4]:
- Как Незнайка совершал хорошие поступки
- Встреча с волшебником
- Превращения начинаются
- Побег
- Превращения продолжаются
- Приключения трёх ослов
- Удивительные подвиги
- Снова вместе
- Переполох в зоопарке
- Волшебник появляется снова
- 1983: «Незнайка с нашего двора» илемлӗ фильм[5]
- 1996: «Весёлые картинки. Фантазия в стиле ретро» мультфильм
- 1997—1999: «Незнайка на Луне» мультфильм (дилоги)
- 1-мӗш сезон (1997)[6]:
- Загадка лунного камня
- Грандиозный замысел Знайки
- Незнайка и Пончик летят на Луну
- Первый день на Луне
- Звёздочка
- «Дорогие» друзья
- 2-мӗш сезон (1998)[7]:
- Акционерное общество гигантских растений
- Большой Бредлам
- Незнайка ищет работу
- Куда исчезла ракета
- Знайка спешит на помощь
- Дорога домой
(Мультфильмӑн хӑтлав версийӗ 1999 ҫулта тухнӑ)
Интереслӗ фактсем
- Мультфильмри юрӑ (Николай Носов(выр.)чăв. сӑмахӗсем, Владимир Шаинский(выр.)чăв. кӗвви, Клара Румянова юрлать) питӗ паллӑ пулса тӑнӑ[8]:
«В траве сидел кузнечик, в траве сидел кузнечик,
Совсем как огуречик, зелёненький он был.
Представьте себе, представьте себе,
Совсем как огуречик…» - Незнайка сӑнарӗпе Шанхайра иртнӗ тӗнче шайӗнчи ЭКСПО-2010 куравра Раҫҫей павильонне калӑплама анлӑ усӑ курнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Незнайка ҫинчен ачасем валли кӑларнӑ комикссемпе Китайра 1990-мӗш ҫулсенчех паллашнӑ, вӗсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Незнайка ятне китайла («Xiǎo Wúzhī», «Сяо Учжи») тесе куҫарнӑ, ку вӑл «пӗчӗк тӗттӗм ҫын» тенине пӗлтерет[9]. 2010 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Дмитрий Медведев Шанхайра иртекен тӗнче шайӗнчи ЭКСПО-2010 универсаллӑ куравра Раҫҫей павильонӗн экспозицийӗн ҫитменлӗхӗсене тӳрлетме хушнӑ. Президента хушнине мӗнле пурнӑҫлани пирки 2010 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗлтермелле пулнӑ. Анчах та РФ президенчӗ пырас умӗн те ЭКСПО-2010 ҫинчи Раҫҫей павильонӗнче пысӑк улшӑнусем туса ирттермен[10].
- Незнайка ӳкерчӗкне Кунцево ҫӑвинчи Николай Носовӑн вил тӑпри ҫинчи палӑк ҫине ӳкернӗ[11].
- 1960 ҫулта Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Пӗлменни ҫул ҫӳрени» ятпа спектакль лартнӑ[12].
Ӑнлантарусем
- ^ А. Б. Хвольсон — Царство малюток. Приключения Мурзилки и лесных человечков. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2006 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ >Незнайка. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
- ^ Neznaika 1.: Neznaika muzykant (1972)(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ^ Neznaika v Solnechnom gorode (1977)(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ^ Neznayka s nashego dvora (1983)(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ^ Neznaika na lune (1997)(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ^ Neznaika na lune - 2 (1999)(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ^ В траве сидел кузнечик (выр.). babysongs.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Русский Незнайка насмешил китайцев на ЭКСПО-2010. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Оружие критики. Павильон России на ЭКСПО-2010 в Шанхае как арена политического противоборства. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Могилы знаменитостей. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Геннадий Кириллов. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн репертуарӗ (1945—2025). — Шупашкар: Типография №7, 2025. — С. 30. — 220 с.