Румянова Клара Михайловна

Клара Михайловна Румянова (1929 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ, Ленинград2004 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театрпа кино актриси. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл «Ну, погоди!» мультсериалти Мулкача сасӑланипе паллӑ.

Пурнӑҫӗ

1929 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ[1]. Унӑн ашшӗ 1941 ҫулта фронтра вилнӗ, Клара амӑшӗпе Курган облаҫне эвакуациленнӗ.

1953 ҫулта ВГИК-ри актёр факультетне (Сергей Герасимовпа Тамара Макарова мастерскойне) вӗренсе пӗтернӗ[2]. 1990-мӗш ҫулсенччен Киноактёр театр-студийӗнче ӗҫленӗ.

Студент чухне Клара хытӑ чирлесе ӳпкене шыв илнӗ, ҫавна пула унӑн сасси пачах ҫухалнӑ. Сергей Герасимов ӑна ҫур ҫул хушши калаҫма чарнӑ[3]. Сасси таврӑнсан вӑл питӗ ҫинҫе те ҫӳллӗ пулса тӑнӑ, ку уйрӑмлӑх унӑн малашнехи ӗҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ.

Кинори карьери Пырьев режиссёрпа хирӗҫнине пула ӑнӑҫлӑ пулман. Пырьев ӑна «Мосфильм» студире рольсем пама чарнӑ[4]. Ҫавӑнпа та Румянова хӑйне мультфильмсем сасӑ кӗртес ӗҫре тупнӑ. 1962 ҫултанпа «Союзмультфильм» студире ӗҫлесе 160 яхӑн мультфильма сасӑ кӗртнӗ (300 яхӑн сӑнара)[5]. Унӑн сассипе Чебурашка, Карлсон, Мулкач (Ну, погоди!), Крошка Енот тата ыттисем калаҫаҫҫӗ.

Клара Румянова 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускавра онкологи чирӗнчен вилнӗ. Ӑна Дон ҫӑвинче амӑшӗпе юнашар пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Харпӑр пурнӑҫӗ

Актриса виҫӗ хутчен качча кайнӑ, анчах кашни бракӗ те арканнӑ. Унӑн ачисем пулман[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Румянова, Клара Михайловна (выр.). ТАСС, информационное агентство. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Клара Румянова. Биография (выр.). kino-teatr.ru (17 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Девочка с пропеллером, поющая басом. Московский комсомолец (30 авӑнӑн 2004). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  4. ^ Как Пырьев запретил Румяновой сниматься. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  5. ^ Без ролей, но с Зайцем и Чебурашкой. Народный голос Клары Румяновой. Аргументы и Факты. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  6. ^ Факты – Клара Румянова (выр.). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  7. ^ Клара Румянова: «Золотой голос» из советского детства, оставшийся в одиночестве. Ямал-Медиа (8 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем