Ниагара (шыв сикки)
Ниагара шыв сикки акăл. Niagara Falls — Америкăн Çĕнĕ Йорк (штат)Çĕнĕ Йорк штачĕпе Канадăн Онтарио провинцине уйăрса тăракан Ниагара çинчи виççĕ шыв сиккин пĕрлехи ячĕ. Ниагара шыв сиккисем — такан» (акăл. Horseshoe Falls), хăшпĕр чухне Канади шыв сикки теççĕ (акăл. Canadian Falls), Америка шыв сикки (акăл. American Falls) тата «Фата́» шыв сикки (акăл. Bridal Veil Falls). Ӳкекен çӳллĕшĕ нумай пулмасан та, шыв сиккисем питĕ сарлака, шыв тăкакĕпе Çурçĕр Америкăри чи пысăкки. Ӳкекен çӳллĕшĕ 53 м, анчах аялта нумай чул выртнă май 21 м кăна курăнать. Америка шарлакĕн сарлакăшĕ 323 м, Таканăн - 792 м. Шыв такакĕ 5700 м³/с е пысăкрах[1]. Шыв сиккине курма пĕтĕм тĕнчерен нумай турист пырать, çавăнпа юнашар вырнаçнă хуласем: Ниагара-Фолс (акăл. Niagara Falls), Нью-Йорк штачĕ, АПШ тата Ниагара-Фолс, Онтарио провинцийĕ, Канада самай аталанаççĕ. Канеада çыранĕнчен шыв сикки хитререх курăнать. Шыв сиккинчен темиçе çĕр м аяларах Ниагара урлă çăмăл машинăсемпе çуран çынсем каçмаллли çĕршывсем хушши "Асамат кĕперĕ" (акăл. Rainbow Bridge) хывнă.
Ӳкерчĕк:Niagara falls.jpg
Ниагара шыв сикки космосран, 2001 ака уйăхĕ
.
Кун-çулĕ
Ӳкерчĕк:Firmin Didot Freres Falls.PNG
Шыв сикки, йывăç çинчи гравюра, 1837 ç., Etats Unis d’Amerique by Roux de Rochelle.
Ниагара ячĕ ирокез чĕлхинчи «Onguiaahra» (Шыв кĕмсĕртетни) сăмахран пулнă. Ку вырăнта ирокĕзсен Онгиара (Ongiara) йăхĕ пурăннă. Вĕсене ытти вырăнти йăхсемпе калаçса татăлма пултарнăшăн Нейтралсем (Neutrals) тесе ят панă.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ^ Nagara river monthly average outflow data - Qweenston. International Niagara Board of Control - International Joint Commission. niagarafrontier.com. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
Çавăн пекех
Каçăсем
- «Official Website of Niagara Falls»
- «Niagara Falls at Thunder Alley»
- «Niagara Falls Views» 2007 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Фотографии и история Ниагарских водопадов» 2010 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Discovery Channel Canada ( ӗҫлемен каҫӑ) See a video about the change in windflow over the Falls.
- CBC Television Watch a news clip regarding the dispute over Niagara Falls mist.