Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ (Пакистан)
Уяв | |
Пакистанӑн никама пӑхӑнманлӑх кунӗ | |
![]() Никама пӑхӑнманлӑх куна уявлани | |
Тӗсӗ | Наци уявӗ |
---|---|
Ҫирӗплетнӗ | 1947 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | ҫурла, 14 |
Уявлаҫҫӗ |
![]() |
![]() |
Пакистанӑн никама пӑхӑнманлӑх кунӗ (наци уявӗ. 1947 ҫултанпа ҫулсерен паллӑ тӑваҫҫӗ.
Истори
Уява ҫурлан 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫак кун Пакистан никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ. Никама та пӑхӑнманлӑх кунне ҫӗршывӗпех патшалӑх ялавне ҫӗклесе паллӑ тӑваҫҫӗ, наци паттӑрӗсене хисеп тӑваҫҫӗ, Исламабадра фейерверксем вӗҫтерсе яраҫҫӗ. Тӗп уяв мероприятийӗсем тӗп хулара иртеҫҫӗ, президентпа премьер-министр унта Парламент ҫурчӗ тӗлӗнче наци ялавне ҫӗклеҫҫӗ тата салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫаҫҫӗ (ҫакна тӳрӗ эфирта кӑтартаҫҫӗ). Хӑйсен сӑмахӗнче патшалӑх ертӳҫисем правительство ҫитӗнӗвӗсем, малашлӑхра пурнӑҫламалли тӗллевсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.
Уявлани
Ҫурлан 14-мӗшӗнче Пакистан провинцийӗсен мӗнпур тӗп хулисенче культурӑпа массӑллӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ҫӗршывӑн кашни хулинче вӗсен назимӗсем ялав ҫӗклеҫҫӗ. Тӗрлӗ уйрӑм организацисенче ялав ҫӗклессине ҫак организацин ертӳҫи пурнӑҫлать. Ҫавӑн пекех Мухаммад Али Джинна мавзолейӗ патӗнче хурал ылмашӑвӗ пулса иртет.
Никама пӑхӑнманлӑх кунне 2010 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче паллӑ туман — ҫак вӑхӑтра ҫӗршыв лаптӑксене шыв илнине пула сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе кӗрешнӗ. Ҫак кун йӑлана кӗнӗ йӗркепе ирттерекен ҫар тата правительство мероприятийӗсене нихӑшне те ирттермен.